Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Васянка Никифор Тарасович Книга: Йăлăмра Стихотворение: Физкультурниксен маршĕ Эпир çамрăк, эпир çивчĕ; Шăм-шак çирĕп, паттăрлăх ăшра. Эпир ӳснĕ, эпир пиçнĕ Ĕçпеле те уçă сывлăшра. Хушса юрламалли: Физкультурă çарĕ, Йышлăлан эс, Хурçăлан эс! Эпир хастаррăн утмалла. Атьăр! Утар, атьăр малалла! Сиввине те хăнăхатпăр, Хăрамастпăр шăрăх кунсенчен. Амăртса мала тухатпăр Пур ĕçре те спорт вăййисенче. Хушса юрламалли. Мул тĕнчийĕ юн ĕмесшĕн, Вăл вăрçасшăн текех шăл хăйрать. Кар тăратпăр мирлĕ ĕçшĕн, Сыхлăх ĕçшĕн! Эй, физкульт! Урра! Хушса юрламалли. Эпир сывă, эпир çивчĕ, Ĕçпе сыхлăхшăн хатĕр вăй пухма. Эпир ӳснĕ, эпир пиçнĕ Ĕçпеле те уçă сывлăшра. Хушса юрламалли. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.