Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Никифр Васянка Книга: Йăлăмра Стихотворение: АЧА-ПĂЧА СĂВВИСЕМ 1. Сике-сике чупнă чух Хăлхисене вырттарать, Икĕ уран тăнă чух Хăлхисене чанк! тытать. кам вăл? 2. Йăкăлт кăна сикрĕ Шиклĕ çивĕч тус. Уншăн пулсан мĕн вăл – Пĕчĕк тĕмеске? Алли-ури çăмăл, Хӳри кĕп-кĕске. Мĕн вăл? 3. Симĕс кĕрĕк тăхăнать, Хĕлĕн-çăвĕн юсанать, Хăй нихçан та хывăнмастъ, Юрласа та ывăнмасть. Мĕн вăл? 4. Утрĕ шур мулкачĕ Кӳршĕ вăрмана. Татас, ăшалас тет Тутлă кăмпана. Çаврăнчĕ мулкачĕ Пĕтĕм вăрмана, Пĕр кушил тултарчĕ Хӳхĕм кăмпана. 5. Йăлтăр хĕвел, сар хĕвел, – Çав çутатать тĕнчене. Аслă Ленин сăмаххи – Çав ăшăтать чĕрене. Ылтăн хĕвел, сар хĕвел Йăлтăртатать тӳпере; Аслă Ленин калани Ялан пирĕн чĕрере. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.