Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Волков Геннадий Никандрович Книга: Асанне калавӗсем Рассказ: Асанне Манăн асанне, нумай пурăннаскер, чылай юмах-халап пĕлетчĕ. Хайĕн мăнукĕсене пуçтарса вĕсене тĕрлĕрен тĕлĕнмелле юмахсем каласа пама юрататчĕ. Унăн халапĕсен шутне пĕлместĕп те. Асанне тăхăр ача çуратса устернĕ. Мăнукĕсем те сахал мар пулнă çав: асанне пурăннă чухнех вĕсен шучĕ вăтӑр тăватта çитнĕччĕ. Вăл пире пăхса çитĕнтернĕ чух сăмахпа та, ĕçпе те вĕрентетчĕ, пурсăмара та ăс паратчĕ. Ача-пăчана асанне çав тери юрататчĕ, çавăнпа ун тавра яланах хамăр урамри ачасем кĕшĕл пуçтарăнатчĕç. Пире час-часах авалхи йывар пурнăç çинчен кала-кала паратчĕ. Мĕн-мĕн кăна çукчĕ-ши асанне юмахĕсенче! Акă халь те лайăх аставатăп-ха улпутпа ямшăк çинчен янă халапа. Ямшакĕ пит чухăн пулнă. Унăн хĕллехи сивĕре тăхăнмалли çĕтĕк сăхманпа чаппансăр пуçне урăх нимĕн те пулман. Улпут пуян пураннă вара. Вăл хаклă йышши кĕрĕкпе çӳренĕ, ăша тăлăп тăхăннă. – Анчах пурнăç пуянлăхра кăна мар-çке, – тетчĕ те асанне пире, çав улпутăн тăмсайлăхĕ пирки каласа култаратчĕ. Ямшăкăн ăс-хакăлне ырласа: «Ĕçсĕр, хĕнсĕр ăс пулмасть», – тесе хуратчĕ тата юлашкинчен. Асанне кил-йышпа лайăх пурăнмалли çинчен, ваттисене хисеплесси, ĕçе юратасси пирки нумай калатчĕ. Унăн «Ăслă ача», «Açy-аннӳ яланах хисепре пултăр», «Ваттине хисепле, ху та хисеплĕ пулăн», «Ват çын – тăват çын» калавĕсенче ăслисене яланах хисеплемелли çинчен каланă. Çавăнтах тата ĕлĕк-авал пурнăç питĕ йывăр пулнине те курма пулать. Кахалсене, этеме хисеплемен çынсене асанне пĕр хĕрхенмесĕр питлетчĕ. Хăш-пĕр юмахне калама пуçличчен вăл: – Кăна Алякки йысна каласа панăччĕ, хăйне вара аслашшĕ каланă, – тетчĕ. Алякки йыснăшĕ XIX ĕмĕрĕн 60-мĕш ҫулĕсенчех вилнĕ, ун аслашшĕ вара XVIII ĕмĕрĕн пуçламăшĕсенче пураннă пулать. Çапла вара, асанне хӑш-пĕр юмахĕсене çеç хай шухăшласа кăларнă, ыттисем темиҫе ҫĕр çул каялла пулнă ĕçсем çинчен калаççĕ. Асанне хăйĕн иртнĕ кун-çулне пит хурласа асăнăтчĕ. – Эсир калама çук телейлĕ, – тетчĕ вӑл. – Манăн мĕн пулнă? Эпĕ мĕн курнă? Пиллĕкре чух тăлăх ан пустăр тесе хама анне тупакĕ урлă каçарттарнине астӑватӑп, унтан выçăллă-тутăллă пурăнса асапланнă, вун ултта çитсен – пĕр палламан çынна ют яла качча пачĕç. Уpăx нимĕн те аса илмелли çук. Халь çеç çын пек пурăнма пуçларăмăр. Авалхи пурнăçа асанне хальхи пурнăçпа нумай енчен танлаштарма пăхатчĕ. Халь ватти те, ҫамрăкки те машина çине ларса курманни çук. Ĕлĕк ват çынна та çуран нумаях çӳреме тивнĕ. Алякки йысна хăйĕн туйипе çĕре таккаса калатчĕ: – Ку туя маншăн юпах тиха вырăнне, ман туяра юпах тиха вăйĕ, – тесе хуратчĕ. Каласа пама тесен манăн асанне тĕлĕнсе каймалла ăстаччĕ. Çавăнпа та пулĕ ун юмахĕсенчен нумайӑшне паян илтнĕ пекех асра лайăх тытатăп. Шухăш-кăмӑлпа пĕр килтерсе калама, савăнтарма пултаратчĕ вăл: йĕмелле чух куҫҫульпех йĕретчĕ, кулмалла чух хамăрпа пĕрлех ахăлтатса кулатчĕ, юрламалла-савăламалла чух юрлатчĕ те, савăнатчĕ те... Асаннен пире калавсемпе юмахсем юптарнă чухне кăна мар, ахаль калаçнă чухнехи сăмахĕсем те питех те витĕмлĕччĕ, вăл ваттисен сăмахĕсемпе анлăн усă куратчĕ. Паянхи пекех аставатăп: «Юлташăнтан уйрăлан – пĕр çул йĕрĕн, кил-йышăнтан уйрăлан – вун çул йĕрĕн, ял-йышăнтан уйрăлан – ĕмĕр йĕрĕн», – тенине. Пуриншĕн те паллă: ял-йыш кунта – халăх, тăван çĕршыв. Тĕнчере, пурнăçра çыншăн Тăван çĕршывран хакли урах нимĕн те çук. Асанне пире, ачасене, шкулта тăрăшса вĕренме хушатчĕ: – Çамрăкла вĕренни – чул çинче, ватăлла вĕренни – юр çинче, – тесе час-часах калама юрататчĕ вăл. Çакăн çинчен унăн пĕр пĕчĕк калавĕ те пурччĕ, ăна çак кĕнекене кĕртнĕ. Е тата хăш-пĕр чух: «Сунас вăйлă çынтан çуррине хăварап, вăйсăррине пĕтĕмпех илеп тесе калать тет», – тесе хуратчĕ. Сывлăха тĕреклетмелле, чăтăмлă та вăйлă пулмалла, вара чир-чĕр те ҫыпăсмасть, – ăс паратчĕ ун чух асанне. Вăл пире сывлăхлă, вăйлă, лайăх кăмăллă, турě çынсем пулса ӳсчĕр тесе тăрăшнă çав. Асаннен калавĕсенчен чылайăшĕ нихçан та кивелмест пуль тетĕп. Хăш-пĕри кивелнĕ пек пулсан та вĕсен тĕп шухăшĕ пирĕншĕн халичченех хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.