ТУПМАЛЛИ 1.Ваттисен сăмахĕсем Тӑван çĕршыв Çĕнĕ пурнăç çинчен Хуçалăхпа халăх пурнăçĕ Этем тивĕçлĕхĕ Çемье, туслăх, юлташлăх Ĕçпе ĕç хатĕрĕсем Тĕрĕслĕхпе чăнлăх Ăс, тавçăру, вĕренни, тăрăшни Сыхăлăх, хăюлăх, паттăрлăх Кахалсемпе çăткăн этемсене хирĕç Сӳпĕлтисене, суякансене, мухтанчăксене хирĕç Ĕлĕкхи пурнăç çинчен 2.Тупмалли юмахсем Çутçанталăк Йывăç-курăк Çын Кил-çурт, килти япаласем Ĕçпе ĕç хатĕрĕсем Тумтир Апат-çимĕç Кĕнеке-хаçат Чĕр-чун ТĂВАН ÇĔРШЫВ Тăван çĕршыв – анне, ют çĕршыв – ама çури. Тăван çĕршыв сывă пулсан, тăван йăву та пулĕ сан. Вырăспа пулсан, çĕнеймĕ тăшман. Мускав – çĕршыв чĕри. Курман-илтмен кăмака çинче выртнă, куракан-илтекен Мускава çитнĕ. Совет халăхĕсем тату та тăван, пирĕн çĕршыва пусмăрлаймĕ тăшман. Пурăнсан – тăван çĕршывшăн пурăнас, усă тăвас. Тăван çĕршывсăр этем юрăсăр шăпчăк пек: унăн савăнăçĕ те, хуйхи те çук. ХУÇАЛĂХПА ХАЛĂХ ПУРНĂÇĔ Ĕмĕр сакки сарлака, теççĕ. Инçерех хурсан илме çывăх. Выртан каска мăкланать, çӳрен каска якалать. Укçанăн куçĕ çук, салатаканăн пуçĕ çук. Çукки хăçан пуласса кĕтме çук. Çуллахи кун çулталăк хушши тăрантарать, теççĕ. Кĕлет уççи пăрмасăр уçăлмасть, теççĕ. Темĕнре тĕрли пур, теççĕ. Шанчăклă çип сăнчăр тĕшне тăнă, тет. Ялта салакайăк вилмест, теççĕ. Ăçта чечек, унта пыл пулать, теççĕ. Çумăр хыççăн курăк тапранать, теççĕ. Ырлăхран ырман, теççĕ. Çулла çуна кӳлсе ан тух, теççĕ. Мĕн акнă, çавна выратăн. Выçсан çăкăр та тутлă, тăрансан пыл та йӳçĕ, теççĕ. Сивĕ çитмĕл çулхи старике те вунçич çулхи йĕкĕт тăвать, тет. Çĕнĕ пуртă аврине лартсан та киввине ывăтса ан яр. Алли ĕçленине çурăмĕ çĕклĕ. Вут хутмасăр çăкăр пиçмест, ĕçлесе пиçмесĕр çурт-йĕр пулмасть. Пĕччен сурать – типсех пырать, халăх сурать – кӳлĕ тăвать. Хура халăх пĕр пулсан, хура çĕр çинчен кимĕ шăвать, теççĕ. Халăх самахĕ тăварлă, теççĕ. ЭТЕМ ТИВĔÇЛĔХĔ Çынна сăмахпа мар, ĕçпе хаклаççĕ. Этем ывăлĕ-хĕрĕ ытла мăнăланса ан пурăнтăр, теççĕ. Куç – этемĕн çулĕ те, кунĕ те. Çынна тивĕçсĕр сăмах каличчен – пĕр чĕл çăкăр çĕкле. Усал сăмах каличчен – пĕр çăвар çăкăр хып, теççĕ. Усала ан ырла. Усал йĕрне ан пус, теççĕ. Усал çынпа çыхланиччен упапа кайса çыхлан. Ансата кĕтекене хăйне йывăр пулнă, теççĕ. Пĕр çын пăснине пин çын та тÿрлетеймест, теççĕ. Çынтан кулаччен малтан хăвăнтан кул, теççĕ. Тиркекене тирке тĕпĕ, теççĕ. Сӳс тӳме кисеп кирлĕ, калаçма хисеп кирлĕ. Усал ĕç тусан, халăх умĕнче ырă ят илтеймĕн. Ху намăса кĕрсессĕн, çынна намăса кӳртесшĕн ан пул, теççĕ. Хăвăн çук пулсан та, çынăнне ан ил, теççĕ. Тухсан та, кĕрсен те алăка хупса çӳре. Тилĕ хăйĕн тĕкне-çӳçне вараламасть, теççĕ. Сарăмсăр кушак та хăйма çиет, теççĕ. Тарасана ан сур, шывне хăвах ĕçĕн, теççĕ. Этемĕн шанчăкĕ пулмалла, теççĕ. Шанчăксăр пуранакан этем – çур этем кăна, теççĕ. Çамрăк ĕмĕр иккĕ килмест, – ăна лайăх ирттерес пулать. Пуриншĕн те уйăхпа хĕвел пулаймăн. Кăмăл турам – пĕр турам, теççĕ. Куç умĕнче ан мухта, Куç хыçĕнче ан хурла. Çынтан кулас тесессĕн, хуна нуша тăвăн. ÇЕМЬЕ, ТУСЛĂХ, ЮЛТАШЛĂХ Нумай та пĕтĕ, сахал та çитĕ, – пĕрле пурăннине мĕн çитĕ. Çĕр сум укçа пуличчен, çĕр тус пултăр, теççĕ. Ют çын тутти – юн тути, тăван тутти – пыл тути. Арлă-арăмлăн пĕр çын пек пурăнмалла, теççĕ. Ар епле, йыш çапла. Çăкăр-тăвар хире-хиреç, теççĕ. Йышра вилĕм те хĕрлĕ, теççĕ. Ăслă çынпа тус пулсан, ăслă пулать, ухмахпа – ухмах пулать, вăрăпа – вăрă пулать, теççĕ. Тăвăр пулсан та пĕрлех лайăх, теççĕ. Çула çӳрес кăмăл пулсан, хăвăнтан вунă хут лайăхрах юлташ тупса кай, теççĕ. Ырă юлташпа çула тухсан, çул иртнине сисместĕн, теççĕ. Юлташ тени хăвăнтан маттур пултăр. Юлташран юлни – юлташсăр юлни. Юлташна ан пăрах, юлмăн хăрах. Кӳршĕ-аршă лайăххи килти çемьепе пĕрех, теççĕ. Сивĕ яшка сивĕтмест, сивĕ сăмах сивĕтет. Ачаш ача ашшĕ пуçне çапса çĕмĕрнĕ, тет. Аçупа-аннӳне итлесе пурăн, теççĕ. Аçуна-аннӳне хисепле, хăнах ырă пулĕ. Ашшĕ-амăшĕ сăмахне итлемен ача-пăча хăйнех сиен тăвать, теççĕ. Ватта сума сăвакан – хăй те ватă пулакан; ватта хурлăх тăвакан – хăй те хурлăх куракан. Ута пăхакан çуран çӳремен, ватта пăхакан выçă çӳремен, теççĕ. Йышне кура хурăнташĕ, теççĕ. Çиччĕн пĕр çынна кĕтмеççĕ. Пĕччен хулă хуçăлать, нумай туратран тунă шăпăра хуçма çук, теççĕ. Вĕлле хурчĕ пĕччен нумайях пыл тăваймĕ, теççĕ. ĔÇПЕ ĔÇ ХАТĔРĔСЕМ Ĕç – пурнăç тыткăчи, теççĕ. Ĕç ĕçлемесĕр ӳсĕнмест, теççĕ. Ӳркенмен ăста пулнă, тет. Калаçассине сахал калаç, ĕçлессине нумайрах ĕçле, теççĕ. Япалана шухăшламасăр ан ту, теççĕ. Васканă ĕç лата килмест, теççĕ. Юлхавăн куçĕ ĕçкĕ çинче, теççĕ. Юлхавăн куллен уяв, теççĕ. Ахаль ларсан, алăсăр-урасăр çынпа пĕрех. Ĕçлеме ӳркенекен хăйĕн пуçне çухатнă, теççĕ. Паян тумалли ĕçе ырана ан хăвар. Çуллахи кун хĕле тăрантарать. Тумлам çине тумлам – кӳлĕ пулать, улăм çине улăм – ура пулать, пĕрчĕ çине пĕрчĕ – йĕтем кăшăлĕ пулать. Пĕр çын вăйĕ – эрĕм ути, эртель вăйĕ – йĕлме туни. Нумай çывракан ыйхинчен киленнĕ, тет; ир тăракан ĕçĕнчен киленнĕ, тет. Пăшалсăр, вĕшлесĕр мулкач тытма ан ĕметлен; ĕçлесе çăкăр çиме ĕмĕтлен, теççĕ. Тыткала пĕлмен ал-уран чĕрни вĕçне шăрпăк кĕнĕ, тет. Тăпра акса, тырă илме çук. Мĕн акнă, вăл шăтать. Тăрăшмасан, пулла та шывран кăлараймăн. Пĕр пуçпа – ыйхă касма, Эртельпе – вăрман касма. Ĕçлесе çисен çăкăр та тутлă, тăрансан пыл та йӳçĕ. Ĕçлекен вилмест, теççĕ; çывраканăн вилĕмĕ çухрăмра тăрать, теççĕ. Ир тăракан тулă пĕрчи тупнă, тет. Ирхи ĕç малалла каять, тет. Пуç тавра шухăшламасăр ĕçе ан тытăн, теççĕ. Ĕç хытă та, çапах та чикмест, теççĕ. Çынна ĕç типĕтмест. Кайри мала, теççĕ. Кая юлсан, каю шăтать. Каскаламасăр çĕçĕ аври те пулмасть, теççĕ. Кирек мĕнле ĕç те ăстаран хăрать. Куç хăрать, ал тăвать, теççĕ. Алă пымасан, аллă çул выртать, тет. Ахаль тăриччен кĕрĕк аркине те пулин йăвала, теççĕ. Ансата кĕтекен хĕне юлнă, теççĕ. Тимĕр – хĕрнĕ чух, тет; ĕç – вăхăчĕпе, тет. Пĕр куна юлна ĕç пин куна юлнă, тет. Ĕç йывăр хуйха та çĕклет, теççĕ. Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр. Ĕçлемесĕр çурт пулмасть. Ĕçлесе тупнă укçа виличченех тăрантарать. Тимĕрçĕн пуртти катăк тет; çĕвĕçĕн сăхманĕ çĕтĕк, тет; каскалаканăн пӳрт ăшчикки пулса çитмен, тет. Ал тунине пӳ çĕклет, теççĕ. ТĔРĔСЛĔХПЕ ЧĂНЛĂХ Ӳт-чĕлхенĕн шăмми çук, чăн сăмахăн суйи çук. Тĕрĕслĕх – ĕмĕрлĕх, теççĕ. Чăнлăх вилĕмрен хăтарать, теççĕ. Тĕрĕслĕх хĕвелтен те çутăрах. Тĕрĕс сăмах ылттăнпа пĕр, теççĕ. Тӳрĕ пурăннине ним те çитмĕ, теççĕ. Тӳрĕпе кукăр килĕштереймеççĕ. Тумла та тумла-тумла чула шăтарать, теççĕ. Калаçсан халап пулать, кассан турпас пулать. Тĕрĕс сăмахшăн çирĕп тăр. Ырă сăмах лайăх кун пекех, теççĕ. Чăн вилĕмрен хăтарать, теççĕ. Чăнна пурте мухтаççĕ. ĂС, ТАВÇĂРУ, ВĔРЕННИ, ТĂРĂШНИ Этем ăсĕпе ырă. Ялан ăспа çӳресен, ялти ватă ятламĕ. Ялан ятпа çӳресен ялти ватă ятламĕ, теççĕ. Алăк патĕнче вырăн пур чухне тĕпеле кайса лармаççĕ. Айван çыннăн турти кĕске, теççĕ. Ваттисем калани вырăнлă, теççĕ. Ваттисен сăмахне çĕлĕке хул хушшине хĕстерсе итлеме хушнă, теççĕ. Ват çын – тăват çын, теççĕ. Ухмаха тĕнче тикĕс, теççĕ. Турпаса пĕр касса пăрахсан, нихçан та çыпăçни çук, теççĕ. Шухăша пуç тавра виçĕ хут çавăр та, пĕрре калаç, теççĕ. Сăмаха шухăшласа кала. Алăкран тухсан, аллă тĕслĕ ăс кĕрет. Атăла курмасăр аттуна ан хыв. Инçе шухăшла та, çывăхра пурăн, теççĕ. Ăсли ăсласа иличчен, ухмахĕ персе ярать, теççĕ. Куç инçетрен курать, ăс тата та ытларах курать, теççĕ. Капăр пулас тесе ан шухăшла, ăслă пулас тесе шухăшла, теççĕ. Виççĕ виç те пĕрре кас, теççĕ. Ача-пăчан пĕр шухăш, ватă çыннăн çĕр шухăш, теççĕ. Ача-пăчана ашшĕ-амăшĕ мул париччен ăс пама кирлĕ, теççĕ. Ача-пăча хыççăн кайсан, сĕтел айне керсе вилĕн, теççĕ. Ачи ашшĕне вĕрентнĕ, теççĕ. Аптăранă кăвакал кутăн чăмнă, тет. Çынна ăсне-халне пĕлмесĕр ан хурла, теççĕ. Курнинчен курманни нумай, теççĕ. Çамрăкла вĕренейменнине ватăлсан вĕренме йывăр, теççĕ. Кĕнеке пурне те пĕлет. Ху вĕренсе çитмесĕр çынна вĕрентме ан тытăн, теççĕ. Вĕренни – çутă, вĕренменни – тĕттĕм. СЫХĂЛĂХ, ХĂЮЛĂХ, ПАТТĂРЛĂХ Вăрман хăлхаллă, хир куçлă, теççĕ. Сисекене – симĕс курăк, Сисменнине – хытхура, теççĕ. Малтан хăрамасан, кайран ан хăра, теççĕ. Тимĕрпе хăмсарсан, тимĕр тăсăлать, теççĕ. Çĕçĕпе ан хăмсар, вăл хăй тăршшĕ иккĕ тăсăлать, теççĕ. Шывăн турачĕ çук, теççĕ. Вут-хĕмĕн алли вăрăм, вĕçерĕнсен ярса тытма çук, теççĕ. Вут-кăварпа алхасма хушман. Çапа пĕлмен пушă хăйне çăврăнса тивнĕ, тет. Йыттăн хӳри кукăр, теççĕ. Хур хыççăн чăх Атăл урла каçаймĕ. Ӳркев ӳкерет, хастарлăх хăтарать. ĔЛĔКХИ ПУРНĂÇ ÇИНЧЕН Ĕлĕк пĕр пусшăн пĕр çул ĕçленĕ, теççĕ. Кĕтӳ кĕтсе илнĕ укçа кĕтӳ чăпăрккипех шартлатса пĕтет, тенĕ ĕлĕк. Çĕвĕçĕ укçи йĕппех тухать, Тимĕрçĕн – тимĕрпех, тенĕ. Пур пархăт тахăннă, çук çурхах тăхăннă, тенĕ. Çĕтĕк кĕрĕк йытă вĕрнипе те çĕтĕлет, тенĕ. Çынсăр çын пуяймасть, мул пухаймасть, тенĕ. Ялта сакăр пуян çын та тăхăр чухăн çын пĕрле пурăнмаççĕ, тенĕ. Лаша лашана кĕçеннинчен пĕлет, йытă йытта – шăршланинчен, пуян пуяна – мулĕнчен, тенĕ. Иыттăн хӳри кукăр, пуянăн алли кукăр, – вĕсене шанма çук, тенĕ. Пуянĕ выçлăх пуласса, пупĕ – çынсем вилессе кĕтнĕ, теççĕ. Куштанăн çăварĕ пысăк пулать, тенĕ. Улпутăн куçĕ выçă, тенĕ. Ырă çынна кун çук, улпута вилĕм çук, тенĕ. Йăпăх-япăх ямшăкра, пĕтĕм кахал – кантурта, тенĕ ĕлĕк. Кантур ĕçне ĕçлекен – халăх юнне ĕçекен, тенĕ. Шăнкрав сасси – сехре хăппи, тенĕ. Шурă алă ямăта юратать, тенĕ. Ялти писарь йытти хыт çыртать, тенĕ. Кашкăра кушак тума çук, тенĕ. Çĕленпе калтан чĕлхи пĕр, тенĕ. Пуп куçĕ ĕмĕтсĕр. Пуп куçĕ – нӳхреп куç. Тĕпсĕре тĕмен çитмен, Ĕмĕтсĕр пупа прихут çитмен. Пупа тиаккăнăн Пурнăçĕ хăяккăн Пуп пăтавккин тĕпĕ çук. Пуппа кулакăн пĕр шухăш, тенĕ. Мулла пуçне мул кĕтĕр. Шывăн турачĕ çук, Вутăн алли çук, Улпутсемпе жандармсен чĕри çук, тенĕ. Çынна улталакан Хăй те малалла каяймасть, теççĕ. Кăмăлупа пуяна юраймăн, тенĕ. Аш пулсан, хуплу тума пулать, Анчах çăнăх çук, тенĕ. Хĕлĕн хырăмĕ пысăк, тенĕ. ÇУТÇАНТАЛĂК Виççĕр утмăл пилĕк шанкăрчă, аллă икĕ чавка, вуникĕ кăвакарчăн пĕр çăмарта тунă, тет. (Çулталăк.) Вуникĕ ăмăрт кайăк, аллă икĕ чана тата виçĕ çĕр утмăл пилĕк шăнкăрчă пĕр çăмарта йăтса кайнă, тет. (Çулталăк, уйăх, эрне, кун.) Алтăр урлă кăвак лаша пăхать. (Шурăмпуç килни.) Ылттăн алăк уçăлĕ, хурт-кăпшанкă тапранĕ. (Тул çутăлни.) Хусантан саккун килмесĕр хăма çурăлмасть. (Хĕвел тухни.) Хусантан ылттăн турпас килсе ӳкĕ. (Хĕвелĕн малтанха çутти.) Вăрман урлă сар каччă курăнĕ. (Хĕвел.) Чи пăхăп, Иăл кулăп. (Хĕвел пăхни.) Чӳречерен йăс кисĕп кĕрет. (Чӳречерен хĕвел кĕни.) Ампарăшки-ярăшки, кулса выртать упăшки. (Уйăхпа хĕвел.) Юман кутне юн тăкнă. (Хĕвел анни.) Икçĕр утмăл вĕт кайăк, тĕменпеле пĕр кайăк. (Çăлтăрпа уйăх.) Пуç тĕлĕнче кĕмĕл çĕрĕ выртать. (Çăлтăр.) Пӳрт çинче тĕрĕллĕ тутăр выртать. (Çăлтăрсем.) Аслăк çинче çăкăр выртать. (Уйăх.) Йĕри-тавра пашалу, варринче çăкăр. (Уйăхпа çăлтăр.) Итем çине пăрçа сапрăм, Ахмат тухрĕ пуçтарчĕ. (Çăлтăрсем сӳнни.) Янасал ялт, Ураскилт хӳлт. (Аçапа çиçĕм.) Аслăк çинче тимĕр кăвак лаша кĕçенет. (Аслати.) Çеçенхир варринче ылттăн туя вылять. (Çиçĕм.) Мана çынсем кĕтеççĕ, эп килнине курсанах, пурте тарса пĕтеççĕ. (Çумăр.) Пĕри тăкать, тепри ĕçет, виççĕмĕшĕ ӳсет. (Çумăр пĕлĕчĕ, çĕр, йывăç-курăк.) Атăл урлă хĕлĕх карнă. (Асамат кĕперĕ.) Пĕвĕ те пур, сăнĕ те пур, тытма тăрсан, нимĕн те çук. (Шыв.) Юхать, юхать – юхса пĕтеймест, чупать, чупать – чупса çитеймест. (Юханшыв.) Тулта купа, пӳртре шыв. (Юр.) Вĕçет – чĕнмест, Выртать – чĕнмест, Вилсен – шавлать, чарăнма пĕлмест. (Юр çуни, ирĕлсе шыв пулни, юхни.) Ай-уй! Ан тивех, ӳкетĕп. (Пас.) Шăнкăр-шăнкăр туй килĕ, чӳрече умне пай ларĕ. (Чӳречене пас тытни.) Алăк хыçĕнче Тянка ташлать. (Тăман.) Катаран пăхрăм – ката вăрман, патне пытăм – пай вăрман. (Тĕтре тытни.) Уйра тĕкĕсĕр кĕлет ларĕ. (Тĕтре.) Чупса-чупса пынă чух, Кĕмĕл çĕрĕ тухрĕ ӳкрĕ, Ăна уйăх курчĕ, Хĕвел илчĕ. (Пас ирĕлни.) Алăсăр-урасăр курка чавать. (Тумла юхни.) Пуртăсăр, савăлсăр, сăвайсăр кĕпер хывать. (Пăр шăнни.) Шывра çуралать, Шывран хăрать. (Пăр.) Хусантан указ килмесен, Тимĕр сакă тапранмасть. (Пăр кайни.) Уйăх курать, Хĕвел илет. (Тăм ӳкни.) Чупса-чупса пынă чух Кĕмĕл çĕрĕ тухса ӳкрĕ; Ăна уйăх курчĕ – илмерĕ, Хĕвел килчĕ – илсе кайрĕ. (Сывлăм.) Алсăр, урасăр алăк уçать. (Çил.) Çеçенхирте туман урапа кусать. (Çавраçил.) Шăлсан, шăлса ямалла маар; Çĕклесен, çĕклесе пăрахмалла маар; Вăхăт çитсен, хăех каять. (Мĕлке.) Вутра çунмасть, Шывра путмасть. (Япала мĕлки.) Тăршшĕ тем тăршшĕ, çӳллĕшĕ курăкран лутра. (Çул.) Хăй курмасть, ыттисене кăтартать. (Çухрăм тункати.) АПАТ-ÇИМĔÇ Упи мĕкĕрĕ, çăмĕ тăкăнĕ. (Çăнăх авăртни.) Йĕри-тавра çăкалăх, вăтаçĕрĕ ихахах. (Хĕлĕх ала.) Лутра ялта юр çăвать. (Çăнăх аллани.) Пӳртре кам аслă? (Кăвас чĕресĕ.) Алăсăр-урасăр, йывăç тăрне хăпарать. (Кăвас йӳçни.) Авăрлик, авăрлик, мăнтăр упа çăвăрлик. (Çăкăр унани.) Шăнкăр-шăнкăр туй килет, лупашкана анах каять. (Кăвар туртни.) Пĕчĕк çеç шурă пӳрт, уçса кĕме алăк çук. (Çăмарта.) Шĕвĕ, шыв мар; шурă, юр мар. (Сĕт.) Хура йытти çакăнса тăрать, хĕрлĕ йытти ăнах вĕрет. (Кăвар çинче хуран вĕрени.) Çĕр çинче çуралать, шыва курсанах вилет. (Тăвар.) Атăла ахах шăрçи ярăп. (Хурана тăвар яни.) КĔНЕКЕ-ХАÇАТ Пуçĕ çук, – этемрен нумай пĕлет. (Кĕнеке.) Ани шурă,вăрлăхĕ хура. (Кĕнеке страници.) Кам пĕтем тĕнчерине каласа парать? (Хаçат.) Чул çине ӳкет – çĕмĕрĕлмест, шыв çине ӳкет – çĕмĕрĕлет. (Хут.) Шалти хура, тул енчи шурă. (Чернил кĕленчи.) Куçĕ пур, – хăй суккăр. (Хут пĕлмен çын.) ЧĔР-ЧУН Таваттăн тӳп-тӳп, хăй пĕччен. (Лаша.) Чунли тарать, Чунсăрри хăвалать. (Лаша урисем.) Тăваттăн тĕвеççĕ, Пĕри авăсать. (Лаша чупни.) Чашăк айĕнче чакак чаклатать. (Лаша ури ткăртатни) Арăслан кайăк шыв ĕçет, Икĕ текерлĕк вăйă вылять. (Лаша шыв ĕçни.) Алтăр айĕнче кăчăр-кăчăр. (Лаша ури.) Сĕм вăрманта çеклĕлĕх тупаймăн. (Лаша хӳри.) Йĕс витере ăйăр ахăрать. (Шăнкрав.) Сенки малта, Ырçи варĕнче, Шăпăрĕ кайра. (Ĕне.) Пӳрт хыçĕнче Тăпка çакăнса тăрать. (Ĕне çилли.) Çĕр çинче пурăнать, çӳлелле пăхмасть, нимĕн ыратмасть – йынăшса выртать. (Сысна.) Хăййăм, хăййăм хăй айĕнчи, Карта витĕр пăханчи. (Качака.) Тăватă кăчăркка, икĕ йăлтăркка, пĕр шĕвĕркке. (Кушак) Тӳн-тӳн, тӳн карчăк, тӳн карчăкăн пин шăрпăк. (Чĕрĕп.) Çулла кăвак, хĕлле шурă (Мулкач) Пĕчĕкçеççĕ пикли, Хӳри вĕçĕ туйăкли. (Юс.) Ăстаçă маар, çĕвĕçĕ мар, çăварĕнче шăрт, аллинче хачă. (Рак.) Çунатлă – вĕçеймест, ури çук – хуса çитмелли çук. (Пулă.) Алтын аркаш, алтын аркаш Талт сиктермĕш кăнт-кăнт. (Шапа.) Кĕвĕн, кĕвĕн, кĕвĕн ут, кĕвĕн ут та çӳрен ут, тайки мине таймик, ту хăпарсан аймик. (Çăрăлçанпа кăткă.) Пуртăсăр алăсăр хăйне вали пӳрт тăвать. (Кайăк.) Хир-хир урлă, уй-уй урлă эреветлĕ-теветлĕ хĕр килет. (Чĕкеç.) Хура йăмăкăн юрри хитрее. (Шăнкăрчă.) Кĕлеткинчен хӳри вăрăм. (Чакак.) Ларать мулла пек, Кăшкăрать шуйттан пек. (Çăхан.) Пĕчĕк майра пичеке ăсти. (Чăхă.) Сапри сапать, Тупакан тупать. (Чăхăсем сĕлĕ çини.) Пуçĕ тура, хыçĕ çурла. (Автан.) Хум хĕрĕн кĕпи чăпар. (Кăркка.) Кĕреçи малта, Ырçи хыçалта. (Кăвакал.) Шыва кĕрсен те типĕ çӳрет. (Хур.) Сăхманĕ кĕске, хăй вăрăм. (Тăрна.) Хунь хĕрĕ хунт илет, тĕттĕм çĕрте тĕр тăвать. (Вĕлле хурчĕ.) Нăр-нăр! терĕ те, йывăç тăрне улăхса ларчĕ. (Хурт уйăрни.) Çеçен хирте ула ĕне макарса çӳрет. (Тĕкĕлтура.) Çеçенхир варринче туй хуранĕ вĕрет. (Кăткă тĕмески.)