Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Книга: Улăп Сказание: Улăп (I-VII) I Тахçан авал çак енче, Аслă Атăл хĕрринче, Çеçенхйрсем хумханнă, Сĕм вăрмансем кашланă. Юманлăхра, кай енче, Çавра кӳлĕ хĕрринче Чăваш ялĕ вырнаçнă, Ырă ятне упранă. Ялта, урам кукринче, Ват йăмрасем айĕнче Чатăр кил-çурт курăннă, Унта иккĕн пурăннă. Кил хуçийĕ, чăн ватти, Шур сухаллă Услати, Çичçĕр çула çитнĕскер, Арăсланран вăйлăскер. Тепри – Чĕкеç, ватăскер, Çичçĕр çула кайнăскер, Кĕмĕл çӳçлĕ, ăслăскер, Ĕçсĕр ларма пĕлменскер. Ват Услати тайăлман, Килте ларма юратман, Çичюта вăл курайман, Никамран та хăраман. Лаши унăн – Çилçунат, Çилтен мала ыткăнать; Хĕççи унăн – чăн вут-хĕç, Çулса ярсан – вут-хĕм çеç. Вăрăм çула тухсанах, Шешма хĕрне ансанах, Çĕрпӳ-паттăр сылтăмра, Сулахайра – Сикпăрçа. Виççĕшĕ те яланах Çичютсене курсанах Çил-тăвăл пек тапăннă, Ним хăварми аркатнă. Пĕрре, киле таврăнсан, Мунча хутса çăвăнсан Услати пуçне усать, Чĕркуçленсе вăл ларать. – Самай йывăр вăхăтра Вилмелле-ши ман вара? – Тет вăл хăйĕн ăшĕнче; Тарăн шухăш куçĕнче. Услати йывăр чирленине Çичют – Тимĕр хун) вупăртантан пĕлет те хăйĕн çарĕпе Чăваша тапăнать. Кирешмет, хаяр асамçă, асамлă туйипе Сикпăрçаран чул тăвать, Чăваш телейне туртса илет. Чăвашсен телейĕ çукран вăрçă ĕçĕ ăнмасть. Тимĕр хун Çĕрпӳ-паттăра Туçи сăртĕнчи касамата хупать. Чăваш халăх макăрать. Вĕри куççуль юхтарать; Урнă тăшман ашкăнать, Чăвашсен пуç ыткăнать, Ăçтан чăттăр çавсене Ват Услати ку чухне, Вăркăнтарать тăлăпне – Чирлесен пĕркеннине. Хĕрĕх çулхи шерпетне Вăл ĕçет çине-çине, Чĕнсе илет карчăкне, Çапла калать сăмахне: – Тăван çĕршыв асапра, Мĕнпур чăваш вăрçăра; Ялта ял пек пулмалла, Килтен çын пек тухмалла. Йышран юлма каламан, Утма хушнă халăхпа; Кĕççе питлĕ эп пулман – Халăхпа эп çавăнпа! – Ах, Услати, нишлентĕн, Ак ураран ӳкетĕн, Ман сăмахран ан тухсам, Пĕр виçĕ кун тăхтасам. Халех пăтă пĕçерем, Тутлă апат çитерем; Пăтти симлĕ пулатех, Вăл сан вăйна хушатех. Анчах ватă Услати Пăтă çисе ларать-и? Шăхăрать вăл виç хутчен, Çилçунатне тытиччен. Урхамахĕ кукалет, Хуçи ĕçне вăл пĕлет, Тапса сикет тӳпене – Пĕлĕтпе çĕр хушшине. Çилçунатăн сăмсинчен Чупнă чухне ик енчен Çулăм тухать шăхăрса, Аяккалла хĕм сапса; Тăвăл вĕрет хăлхинчен Ват юмансем авниччен. Çаран, тейĕн, çилхине, Вăрман, тейĕн, хӳрине; Хĕвел, тейĕн, ик куçне, Уйăх, тейĕн, çамкине. Çилçуната Услати – Вăл тăшманран хăрать-и – Анма хушрĕ çĕр çине, Ирсĕр çичют хушшине. – Аллах, пире ан пăрах, Услатирен хăтарах, – Сиксе чĕтрет Тимĕр хун, Сасси çиллес тухать ун. Ват Услати хĕççине Сулса илчĕ пуç тавра, Хĕçĕн хĕмлĕ çиçĕмне Çиçĕнтерчĕ айлăмра; Утне ячĕ малалла, Хăй каларĕ ак çапла: – Чăваш тĕпĕ тымарлă, Хĕççисем те касавлă, Харсăр тăрсан, нихăçан Çĕнес çук пире тăшман! – Шалчи тултăр тăшманăн, – Терĕ Чăваш хастарлăн, – Хура çăхан, халь чĕтре, Хур тăваймăн эс пире! Тăшман пуçĕ ыткăнать, Ирсĕр çарĕ юхăнать, Çавах тăшман парăнмасть, Хăй Юртăмне ыткăнмасть. Çитменнине, чир-чĕр те Тăшман майлă-мĕн ĕнтĕ, Услатие хуçлатать, Çĕре туртса ывăтать. Тăшман каллах кăшкăрать, Паттăра вăл хупăрлать. II «Кăвак куккук вĕçнĕ чух Çиллес тăвăл тухрĕ-çке, Çиллес тăвăл ним те мар, Мăшăр çукки йывăр-çке. Çепĕç шăпчăк вĕçнĕ чух Вĕт-вĕт çумăр çурĕ-çке, Вĕт-вĕт çумăр ним те мар, Упăшкасăр йывăр-çке». Чĕкеç юрлать хурланса, Вĕри куççуль юхтарса; Уçса пăхать хуранне, Туйса илет хуйхине: Пăтă çинче херлĕ юн, Çитрĕ ăна асап кун. Пĕлчĕ: старик асапра, Тăшман çарĕ ун тавра; Чĕкеç ӳкет урайне, Йĕрсе калать сăмахне: – Ах, Услати, Услати, Паттăрсенчен чăн ватти, Хăш вырăнта выртан-ши? Сана мĕнле тупам-ши? Кăвакарчăн пулăттăм, Эпĕ сана тупăттăм, Суранна шур тутăрпа Çыхăттăм, çусан шывпа. Куçу – кăвак пĕлĕтчĕ, Ăна шăлса хупасчĕ, Çӳçӳ – кĕмĕл пекехчĕ, Йĕс турапа турасчĕ. Эпĕ юлтăм тăлăха, Хĕн-хур килчĕ халăха. Хĕвел амăш, пулăшсам, Çичĕюта çунтарсам, Услатие вăй парсам, Кил çулне эс кăтартсам! Ах, сăрт амăш, тăшмана Эс чиксемччĕ хăв айна. Çичют çарĕ тĕп пултăр, Ват Услати сыв юлтăр! Ах, шыв амăш, хумханса, Пысăк хумсем кăлăрса, Тапăн ирсĕр тăшмана, Шывра путар эс ăна! Вăрман амăш, хĕрхенсем, Тимĕр хуна пĕтерсем; Ват Услати паттăра Сыватсамччĕ сулхăнра! Ах, çĕр амăш, аннеçĕм! – Эс те ан ман, пӳлĕхçĕм, – Услатие, кĕрӳне, Илсе кай-ха хăв енне! Çав вăхăтрах инçетре, Мăн айлăмра, тĕттĕмре Çĕр çийĕ яр! сирĕлчĕ, Йыхрав сасси илтĕнчĕ. Ват Услати çĕр айне Кĕрсе кайрĕ хĕç тытса, Çилçунат та çил касса Хыçран чупрĕ ун патне. Услати çĕр айне кайсанах çӳллĕ сăрт, Чĕкеçе хĕрхенсе, хăй айĕнчен Мерчен кайăка вĕçтерет,сĕм вăрманĕ сим-пыл кăларать, юханшывĕ нӳрĕк парать.Çил çавсене Чĕкеç килне хăваласа каять, xĕкеçе вара симпыл çывратать, нӳслĕ нӳрек ăш хыпнинчен сыхлать, мерчен кайăк хуранри юна Чĕкеç айне тăкать. Çав вăхăтрах ăшĕнче, Вĕри чĕри айĕнче, Ача чĕме кĕнĕ пек, Ывăл ача пулас пек. Ватă карчăк вăранатъ, Тĕлĕкĕнчен вăтанать. «Чăнахах-ши ман вара Ача ӳсет ăшăмра?» Каç пулать те, кун иртет, Тăхăр уйăх та çитет, Чĕкеç выртать, кăшкăрать, Ывăл ача çуратать. Чечек çинчи шерпетпе, Ăмăрткайăк сĕчĕпе, Ватă Чĕкеç ачине Чăпăл кӳртет ирхине. Ун чух вĕçен кайăксем, Чăваш енче пулнисем, Пин-пин кĕвве тытăнчĕç, Чĕкеç патне ыткăнчĕç. Чĕкеçпеле ачине, Çич патман çур туртнине Ырлăх-сывлăх сунаççĕ, Çапла сăмах калаççĕ: – Ват юман пек çирĕп лул, Сар чечек пек хитре пул! – Çăлкуçĕ пек таса пул, Атăл пекех анлă пул! – Пыл хурчĕ пек ĕçчен пул Çеçенхир пек аслă пул! Юрла-юрла чуптусан, Ачине чăпăл тусан, Чĕкеç çакрĕ сăпкине, Хурамаран тунине. Ачи выртать сăпкара, Чĕкеç ĕçлет лаçăра, Апат лайăх пулмалла, Ачине ят хумалла. Тăванĕсем, кӳршисем, Пĕр çăвартан çинисем, Каçа-мĕне пăхмарĕç, Чĕкеç патне уттарчĕç. Пурте – мăн чӳк лаççинче, Ача – Плиска аллинче. Ватă Чĕкеç ачине Улĕм тесе ят пачĕç, Кайран ача парнине Хунă чухне каларĕç: – Укçа-тенкĕ хуракан – Ылтăнран та хаклă пул, Çулу, вутчуль паракан – Чут чулĕнчен çирĕп пул, Çава-çурла хуракан – Çĕрĕçĕнче ĕçчен пул, Хĕçпе ухă паракан – Çичютсемпе вăрçнă чух, Халăхшăн хыт тăнă чух, Хурçă хĕçрен çирĕп пул, Чĕреспе пыл паракан – Чăвашсемшĕн пыл пек пул, Шур çăмарта хуракан – Тулли пултăр пурнăçу, Çапла калать аслаçу. Çав вăхăтрах, пӳртĕнче, Яр-р уçăлчĕ чӳрече, Чĕкеç пĕчĕк ачине Чăмăртарĕ хăй çумне, Курчĕ ачин ĕнсинче, Çаврашка пуç тӳпинче, Хаяр юмçу çулçине: Сисрĕ тăшман пуррине. Чĕкеç кайрĕ шуралса, Хăй ачишĕн хăраса. Тăшмансенчен хăтарма, Усалсенчен пытарма Хăй ачине, Улĕме, Улăп, терĕ, – ял пĕлме. III Улăп выртать сăпкара, Пылтан тутлă ыйхăра. Амăш сăпка юррине Çепĕç юрлать каçхине: Ала çăлтăр çур çĕрччен Тетте парать виç хутчен, Нянине-паппине, Паппине-нянине. Тетти хаклă ылтăнран, Эсĕ лăпкă выртнăран, Нянине-паппине, Паппине-нянине. Тетте вĕçтĕр çӳлелле, Санăн сатур ӳсмелле, Нянине-паппине, Паппине-нянине. Улăп çыврать, вăранмасть, Чăрмантармасть амăшне; Чĕкеç ĕçсĕр лараймасть, Йăтса кĕрет шур пирне. Виçĕ сӳре шур пиртен Çытак çĕлет çур çĕрччен. Улăп, виçĕ талăкран Вăрансассăн ыйхăран, Кашта çинчи çытакне Тăхăнасшăн хăй çине. Анчах çытак, тăвăртан, Шар! çурăлать çурмаран. Улăп каллех сăпкара, Каллех тутлă ыйхăра. Вăл пит хăвăрт çитĕнет, Амăш унтан тĕлĕнет. Çичĕ талăк çывăрсан, Сăпка кашти хуçăлсан Улăп çĕре ыткăнать, Ыйăхĕнчен вăранать. Сиксе тăрать сак çине – Курать ватă амăшне. Амăшне вăл ыр сунать, Çытак çинчен асăнать. Амăш паратъ çытакне – Çич сӳререн тунине. – Каллех тăвăр çытакки. Çара кутпа... Çын кулли,– Тет вăл хăйĕн амăшне, Татах выртать сак çине. Хĕвел пăхать йăлкăшса, Улăп ӳсет васкаса. Улăп ӳсет сехетпе, Амăш юрлать юррине, Ачи çинчен хунине: – Тăхăр сӳре вăтам пир Улăп йĕмне кайтăр-и, Вуник сӳре катанпир Улăп кĕпи пултăр-и. Пурçăн çиппе тĕрлесен Капăрлатăп кĕмĕлпе, Ылтăн тӳме çитмесен Илемлетĕп мерченпе. Тăхăр талăк çывăрсан, Сарă хĕвел хăпарсан Улăп куçĕ уçăлать, Вăл ыйхăран вăранать. Хăйĕн тумне тăхăнать, Калле-малле уткалать, Уткалать те йăл кулать. Амăшне вăл тав тăвать: – Ни шалпар мар, тăвăр мар, Кун пек тумпа намăс мар. Çитмĕл талăк çывăрсан, Хăй тĕллĕнех вăрансан Курать ватă амăшне, Вутă хутса янине. Амăш лăпкăн ачине Чĕнсе илет хăй патне: – Улăп, çӳре уçăлса, Тулта вăйă выляса. Икерчĕсем пиçсенех, Ăна пылпа сĕрсенех Сана чĕнĕп апата, Анчах ан кай эс ката, Акă мĕн асту, ачам: – Ял хушшинчен ан тухсам, Сĕм вăрманта – кашкăрсем, Çеçенхирте – çĕленсем. Тухсассăнах урама Улăп пуçлать выляма, Мăн пĕрене ун «лаши», Вăрăм пушă – нухайкки. «Лаши» чупать сиккипе Аслă урам хушшипе – Тусан вĕçет çӳлелле, Кĕтӳ иртет темелле. Çеçенхяре тухсанах, Мал еннелле пăхсанах Улăп курать пĕр çынна, Тĕлĕнтерет леш ăна. Çӳрен лаши туртара, Акапуçĕ çав çынра. Çынни суха сухалать, Çеçенхирĕ хуралать. Улăп тăрать тĕлĕнсе, «Мĕнле кайăк ку? – тесе. Чим-ха, эпĕ вĕсене Кăтартам-ха аннене». Вара Улăп çавсене Тытса чикет кĕсъене, Сиккипе вăл лашине Ыткăнтарать кил енне. Улăп киле çитсенех, Пӳрте чупса кĕрсенех Пĕлтерет ват амăшне: – Уйра тытрăм çаксене, Те кайăк, те пукане, Эс пĕлетни вĕсене? Ак çак вара, пĕчĕкскер, Калле-малле хутларĕ, Акапуçпе, пĕтесокер Çеçенхире хуратрĕ. Амăш çакна курсанах, Кăшт шутласа тăрсанах Кăвак пуçне сулларĕ, Вара çапла каларĕ: – Ах, ачам, ку кайăк мар, Пукане мар, Çĕрхурт мар. Çын вăл, ачам, пĕчĕкскер, Пирĕн енне килнĕскер. Ăçтан тупрăн эс ăна, Кайса яр çав вырăна. Пирĕн кунçул татăлсан, Е кайсассăн çакăнтан, Вĕсем кунта юлĕç те – Çĕр ĕçĕпе пурăнĕç. Çынна лаши-мĕнĕпе Улăп чикрĕ кĕсйине, Йывăр шухăш пуснипе Хăвăрт утрĕ хир енне. Çеçенхирте çыннине, Акапуçпе лашине Ярсассăнах çĕр çине Ларчĕ Улăп чул çине. Çав вăхăтрах сăрт енчен, Хура вăрман хыçĕнчен, Çĕлен çури курăнать, Печĕк çынна тапăнать. Çынни, шари! кăшкăрса, Улăп хыçне пытанать, Çĕленĕ те, явăнсан, Улăп çине ыткăнать. – Халех пар эс çав çынна, Çăтса ярап эп ăна! – Этем юнне ĕçекен, Хăйĕн пуçне çиекен! – Терĕ Улăп тарăхса, Тăшман пуçне таптаса. Çĕлен сикрĕ çӳлелле, Кайран – Улăп еннелле, Улăпа вăл çиллипе Сăхма тăчĕ сăннипе. Пуклак кукăр хӳрине Сулчĕ Улăп çинелле, Улăп тăсрĕ аллине Тискер çĕлен еннелле. Çĕлене вăл хӳринчен Çатăрларĕ çухриччен, Çĕлен вĕçет тӳпене – Кăтра пĕлĕт хушшине. Вăл Улăпа сисиччен Пăрахасшăн çĕр çине, Анчах Улăп аллинчен Вĕçертмерĕ ун пуçне. Çĕлен анчĕ çĕр çине Сĕве сăрчĕн тăррине, Улăп чăрсăр çĕлене Туртса çапрĕ чул çине, Кайран утрĕ кил енне. IV «Чĕрем хытă касăнчĕ, Улăпа тем тапăнчĕ», – Чĕкеç чупать урама, Хăй ачине шырама. Çавра кӳлĕ хĕрринче, Икĕ йăмра айенче, Улăпа Чĕкеç тупать. Вăрçсарах çапла калать: – Кама эсĕ тĕл пулнă, Кĕпӳ-йĕмна кам çурнă? Кăн-кăваках питӳ сан, Ик аллунта чĕр суран. – Ах, аннеçĕм, ах, анне, Мана эс ан çилленех, Уйра пултăм эп, анне, Куртăм çĕлен çурине. Çĕлен çури пĕр çынна – Паçăр куртăн эс ăна – Тытса çиме хăтланчĕ, Вăл мана та тапăнчĕ. Пуклак вĕçлĕ хӳрипе Туртса илчĕ хăй патне, Хĕскĕч майла аллипе Пăвса вĕçрĕ тӳпене. Мана унтан, тӳперен, Çĕре пеме хăтланать. Анчах вăйĕ çитменрен, Ман айа вăл хăй пулать. Эпĕ чăрсăр çĕлене Туртса çапрăм чул çине, Унтан вара эп ăна Вăркăнтартăм вăрмана. Анне, эпĕ тӳперен, Питĕ-питĕ имçетрен, Пăхрăм йĕри-тавралла, Каялла та малалла. Тӳперен мĕн курнине Калас пулсан, эх, анне, Тимĕр чĕре чăтаймĕ, Çитмĕл татăк пулайĕ. Хуласенче, ялсенче Юрă-кĕвĕ янрамасть, Ниçта чăваш хушшинче Сăрнай кĕвви шăранмасть. Халăх çӳрет, макăрать, Вĕри куççуль юхтарать. Çĕлен, вуник пуçлăскер, Туртса çурать хĕрсене, Кукша çури, чăрсăрскер, Пĕрĕхтерет вут-хĕмне Çурт-йĕре йăлт çунтарма, Кĕлне çилпе тустарма. Анне, эпĕ тӳперен, Пĕлĕт айĕн вĕçнĕрен, Куртăм Атăл юхăмне, Пӳлмен ялтăра шывне. Аслă Атăл Пӳлмене Чĕнсе илнĕ хăй патне, Иккĕшĕ те çиçĕнсе Юхăнаççĕ тинĕсе. Аслă Атăл хĕрринче, Çич тĕмеллĕ сăрт çинче, Хула ларать сарăлса, Сар хĕвел пек çуталса. Хула тулли керменсем, Урамсенче йывăçсем, Керменĕсем чĕнтĕрлĕ, Йывăçĕсем чечеклĕ. Ылтăн витнĕ керментен,– Ун алăкĕ кĕмĕлтен, – Тапса, тĕртсе хулана Илсе тухрĕç ват çынна. – Нухрат, хăçан эс мана Пырса паран ясакна? Параймасан эс ăна, Çухататăн ыр ятна. Тĕве пăхма каятăн, Айсарăмне çăватăн! – Терĕ пĕри кăшкăрса, Кукăр хĕçпе хăмсарса. Старик халь те ман умра, Хуйхи çурать кăкăра. Ват старике мăшкăлран Сарă пике хăтарчĕ, Вара ăна, кăштахран, Килне кĕртсе хăварчĕ. Пĕр касмакĕ, какрашка, Сасран вара чăн кăркка, Хĕре чĕнчĕ хăй патне, Хĕр пăхмарĕ ун енне. – Халь те манран, эй, сăпса, Йĕрнетĕн-и сармака – Сӳпĕлтетрĕ какрашка, Пикене хыт тарăхса. Пусма çине хăпарсан, Касмак енне çаврăнсан, Пике çиллес курăнчĕ, «Эсĕ, – терĕ, – сутăнчăк». Анне, эпе ун чухне Пăхса илтĕм мал енне. Унта çĕршыв – чулсенчен, Йывăç-курăк – пăрсенчен. Чул куписен хушшинче, Пăрлă хырăн тăрринче Ылтăн читлĕх курăнчĕ, Хĕвел пекех туйăнчĕ. Читлĕх çути, темскерле, Ӳкрĕ чĕрем çинелле, Чĕре кайрĕ пĕçерсе, Ун хыçĕнчен – хĕмленсе. Ĕнен мана эс, анне, Хăвăн чĕрӳ татуне, Читлĕх тытăнчĕ çунма– Эп пăрахрăм хăрама. Сисмен-кĕтмен çĕртенех Старик тухрĕ, пĕчченех, Ылтăн читлĕх тавралла Хӳме тытрĕ чулпала. Ылтăн читлĕх çутине Çавах куртăм ун чухне, Чăтаймарăм, кăшкăртăм: Маттур читлĕх эс, терĕм. V Улăп каçпа амăшне Çапла калать сăмахне: – Тăшман кунта киличчен, Унтан мăшкăл тӳсиччен Ăна хирĕç тухмалла, Йăлт аркатса тăкмалла. – Ун пек сăмах каличчен Шутлас пулать çич хутчен. Эсĕ халь, ачам, айван, Вăйлăрах санран тăшман. Тăшман кулли пуличчен, Пуçна уссăр ватиччен, Ачам, выля тшалла, Е лапталла, чушкăлла. – Тăтман тарçи пуличчен, Ĕмĕр куççуль тăкиччен ӳксе вилем çапăçса, Çавра пуçа çухатса. Анне, эпĕ вĕçкĕн мар, Пĕлетĕп, эп паттăр мар, Тăван халăх хĕн-хурта, Çавна илсем эс шута! Амăшĕ калать: – Юрать,– Çавăнтах вăл ăс парать: – Вăрçă çулĕ тикĕс мар, Ача-пăча вăййи мар. Эп хушнине тăватăн, Плиска патне каятăн. Плиска санăн аслаçу, Канлĕ пулмĕ пурнăçу, Хакла ларĕ савнăçу. Улăп çĕнĕ уххине Тытса çакрĕ хăй çумне, Улăп-ача çул çинче, Кучченеçĕ – аллинче. Хуралту сăрт айĕнче, Çарăмсан шыв хĕрринче, Ват аслашшĕн кив пӳртне Улăп çитрĕ каçхине. Плиска сатур мăнукне Лартрĕ сĕтел хушшине. Улăп калаçма пуçлать, Хăй чунне яри уçать: – Эх, асатте, асатте, Çитерсемччĕ ĕмĕте, Тăшмана тĕп тăвасчĕ, Халăхă ман çăласчĕ. – Ĕмĕтпе çеç пуякан, – Кайран пăспа ватлакан. Урмăшнипе ĕç пулмасть, Унтан тăшман хăрамасть. Вăрçăпала тухиччен, Хĕçе сулса яриччен Ăсу-тăну ӳсмелле, Арçын шутне кĕмелле. Арçын тени çав пулать: Ака тытать, сухалать Хĕвел анса лариччен, Тăрарлă тар тухиччен. Çурт-йĕр çаврать хĕрĕхчен, Яла илем кĕртиччен. Выльăх усрать кĕтӳпе, Шăрттан çиет хăнипе. – Эс мĕн хушан, асатте, – Тăвăп хамăр ĕмĕрте. Анчах, хаклă асатте, Çитересчĕ ĕмĕте! Ват пуçупа шутла-ха, Вăхăт каять вăраха! Хăрап кая юласран, Тăшман кунта пуласран. – Уншăн эсĕ ан хăра, Паттăр ĕçсем пурнăçра Эсĕ тăвăн сахал мар, Халь кăшт иккĕн пурăнар... Сĕм-сĕм вăрман хушшинче, Плиска старик патĕнче, Улăп çич çул пурăнать, Çич çул ăсĕ пухăнать. Вăл вăрман та кăларать, Кермен лартма пултарать, Ака тытса сухалать, Тырăпа пӳлми тулать. Виç çул çӳрет «кĕтӳçре, Пит ăста вăл ку ĕçре, Выльăх хунать кăткă пек, Самăр – кĕрхи упа пек. Хăрах куçне хĕсет те, Çĕн ухăпа перет те Çич çухрăмри пакшанне Сирпĕнтерет пĕр куçне. Хир ăйăрне тытать те, Вăшт! утланса ларать те Пырать урам хушшипе, Çил шăхăртса, сиккипе. Çивчĕ хĕçне кăларать, Пуçĕ тавра çавăрать, Туртса касатъ хурăна, Хурăн ӳкет лашт! кăна. Çыру çырать, йăнăшмасть, Вуланă чух такăнмасть. Çутçанталăк чĕлхине Йăлт вĕренчĕ вăл тинех. Ват аслашшĕ мăнукне Чĕнсе илет каçхине, Улăппа вăл калаçать, Хăй ăна ăшра мухтать: «Лаша мĕнле ӳсесси Тихаранах палăрать, Арçын мĕнле пуласси Ачаранах курăнать. Йывăççинчен панулми Пит аякка ӳкмест-мĕн, Кинĕмĕн те ыр ачи Ывăл пекех ӳсет-мĕн». Улăпа вăл юратать, Юратса канаш паратъ: – Халăх хутне кĕмешкĕн Араслан пек пулмалла, Араслан пек пулмашкăн Кукамуна курмалла. Кукаму сан инçетре, Çĕр айĕнче, çĕрпӳртре. Ун патне сан çичĕ çул Утмалла, эс çирĕп пул. Унăн екки çавнашкал, Пур енчен те вăл кал-кал, Тӳрĕ çынна хисеплет, Кукăр çынна сиенлет. Кучченеçсем ун валли Пулма кирлĕ виç тĕсли: Çăнăх – салма пеçерме, Шăрттан – уяв ирттерме, Виççĕмĕшĕ – çăпата Сан пулмалла хутаçра, Темле йывăр пулсан та Памалла пĕр вăхăтра. Çăнăхĕ те ун валли Пулма кирлĕ ак мĕнли: Ни тулă мар, пăрçа мар, Ни сĕлĕ мар, пăри мар. Хăвах пĕлен: чăвашра Урăх тырă та ӳсмест, Урăх йышши–çичютра, Кукамуна килĕшмеет. Шăрттан валли вăкăрне ӳстермешкĕн пĕлмелле: Çаран çинчи курăкне Ик çĕрте çитермелле. Пĕри Ейӳ хĕрринче – Сарантăвăн айĕнче, Тепри унтан кăшт инçе – Татаймăст йăви енче. Хаклă парне – çăпата– Кукамуна памалла, Шăрçа пуçлă пулсан та, Вăл çĕр çула чăтмалла. Ну, калăпăр, пурне те Эсĕ тăвăн майĕпе. Анчах сана вĕсем те, Çĕнĕ инкек тухнипе, Кукамуна тĕл пулма, Унпа ларса калаçма Пулăшас çук хăвăртах, Пулĕç чăрмавсем татах. Пус эс выльăх-чĕрлĕхне – Çаран курăк çинине, Анчах шăрттан пĕçерме Эс чĕртеймĕн кăвайтне, Вут-кăвара пĕтерме Вутăш çитнĕ çак енне. – Ан тив, йывăр пултăрах, Çитĕп унта эп çавах! – Терĕ Улăп татăклăн, Сиксе тăрса хастарлăн. – Сана хытă шаннăран Урăх сăмах эп санран Итлемешкĕн шутламан, Чăн та, эпĕ йăнăшман. Анчах кунтан кайиччен, Чаплă ĕçе тытниччен Итле ват çын сăмахне, Ан ман эсĕ вĕсене: Ватă çынсем умĕнче Хывса тăрсам калпакна, Çамрăк çынсем хушшинче Ан çухатсам ăстăнна. Ват çынсемпе тĕл пулсан, Халаплама тапратсан, Итлесе лар, пуç тайса, Сăмахсене ăнкарса. Ху пĕльнине, илтнине, Ху куçупа курнине Персе ан яр вĕçкĕнсе, Калаçакана пӳлсе. Суйса утăн малаллă, Анчах килмĕн каялла. Асту: ялан тӳрĕ пул, Тӳрĕ пул та лăпкă пул. Çынна сиен тăвакан – Хăй те çавна куракан. Кам çуиинче пулатăн – Ун юррине юрлатăн. Хитре тени –вйç куна, Лайăх тени – ялана. Утта лайăх пăхакан Çуран юлмасть: йывăрта Ватта лайăх усракан Выçă лармасть нихçан та. Амăш çине вĕрекен Йытă лекет кашкăра, Ашшĕ ятне çĕртекен Пуçне çиет хупахра. Ан ĕç ăсна çухатса, Черкке тĕпне çутатса, Черкке тĕпĕ курăнни – Пĕр ăссăрах пурăнни. Тăшман хирĕç тăрсассăн, Çапăç ăна çĕниччен; Вăл сан айра пулсассăн, Ан тив ăна виличчен. Кĕççе питлĕ эс ан пул, Тӳрĕ çын эс ялан пул. Улăп тимлĕ итлерĕ, Аслашшĕне пӳлмерĕ, Ăна ăшшăн тав турĕ. Ыталаса чуптусан, Сыв пул тесе, ал парсан, Инçе çула хăй тухрĕ. VI Сĕм-сĕм вăрман варринче Çĕр ытамлă юман пур, Ватă юман тăрринче Çитмĕл тĕслĕ кайăк пур. Çав кайăксем хушшинче Вĕçен кайăк патши пур, Сасси килет таçтанах – Ятлать улатаккана: Ах, эс пачах ăстăнсăр, Ытла та пит намăссăр, Хăвна тытма пĕлместĕн, Çĕр çурасла çихретĕн. Татах ун пек хăтлансан, Хуса ярап вăрмантан. Ман сăмахран тухатăн – Пуçсăр тăрса юлатăн. Аслă патша, каçарсам, Сăмах хушма ан чарсам, Сăлтавсăр мар кăшкăртăм,- Чĕппĕмсемшĕн хăрарăм. Паçăр эсир хушнипе Вĕçрĕм Атăл хĕррипе, Унта ватă чарлансем Тытаççĕ хĕç-пулăсем. Эп çук чухне чĕппĕмсем, Пĕчĕкскерсем, айвансем, Тухса ӳкнĕ йăваран,– Тилĕ курнă; çăткăнран Чĕпсем питĕ хăранă, Тымар айне пытаннă, Чее тилĕ чĕпсене Тухма хушнă хăй патне. Ман çавсене курсанах Сехрем хăпрĕ-çке, чăнах, Урлă-пирлĕ ыткăнтăм, Çихĕрмешкĕн тытăнтăм. Çитменнине, Улăп та Тăра парать çавăнта, Ун кăмăлне пĕлменрен Хыт кăшкăртăм тӳперен. Тавтапуç çав Улăпа! Вăл ман умрах хулăпа Хăваларĕ ват тилле Таçта çитех хирелле. Вăт çав Улăп чĕпсене Чикрĕ те хăйĕн хĕвне Юман çине хăпарчĕ, Йăва патнех çывхарчĕ. Касрĕ вăл кăтра çӳçне, Йăваласа çемçетсен, Мамăклатса çитерсен, Сарчĕ ман йăва тĕпне. Ăшă йăвана тинех Тытса ячĕ чĕпсене. Çавăншăн ăш кăмăлпа Эп тав турăм Улăпа. – Улăп, тетĕн? Вăл, иккен, Ыр чĕреллĕ çын, иккен, Кайăк-кĕшĕке, иккен, Хĕрхенекен çын, иккен! Ма кунта вăл? Ай, иккен, Ахăрьян патне, иккен? Ай-ай, йĕкĕт! Вăт, иккен, Ним хăрамасть. Ну, иккен. Ахăрьянĕ Улăпăнне Илме тăратех чунне. Эп калатăп ак çапла: Ырра ырă тумалла! Çавăнпа та Улăпа Пулăшмалла, ман шутпа. Тепĕр майлă шутласан, Пускил пулать Ахăрьян. Апла пулсан... мĕнле-ха... Вăт шеремет... Итле-ха! Вĕç-ха Улăп хыçĕнчен, Анă хуса çитиччен. Хуса çитсен хăв ятпа Кала çапла кăмăлпа: Эсĕ камне ыйтмастпăр, Çулна-йĕрне татмастпăр, Курман-пĕлмен пулатпăр, Анчах çакна калатпăр: Пăхкаласам тавралла Кунта вичкĕн куçпала. Вăл ухмах мар, чухлатех, Туймаллине туятех, Мĕн кирлине тупатех, Унпа усă куратех. Улатакка кайăк патша сăмаххинеУлăпа хуса çитсе каласа парать.Улăпа вăрманта упа курать те Ахăрьян мĕнле мăшкăллани çинчен каласа кăтартать.Улăп упана калать: – Апла пулсан туслашар, Утсам манпа юнашар, Ахăрьян патне çитиччен, Ăна Кийӳ кăтартиччен, Çул тăсăлать çухрăмпа, Çула пĕччен тухсассăн; Çул кĕскелет юлташпа, Савса пĕрле утсассăн. Улăппала усманĕ Сĕм вăрманпа утаççĕ. Кашлать, шавлать вăрманĕ, Çил ачисем улаççĕ. Çичĕ вĕçлĕ çырмаран Ахăрьян тухать шăвăнса, Хаяр саспа Улăпран Ыйтать кутăн çаврăнса: – Ăçти ухмах, мĕн ятлă, Мĕн шăршласа çӳретĕн? – Кунта эпĕр çул майлă, Ма ун пекех çиллентĕн? Эпир, иккĕн, ăстасем, Çурт-йĕр лартаканнисем. Хушăн–кермен сан валли Пулĕ часах чăн чапли. – Чăн чапли-мĕн. Вĕçкĕнсем, Путсĕр анкă-минкĕсем! Куратăр-и çавсене – Турат çинчи пуçсене? Унта пуçсем тем чухлех, Çĕре иккĕ çитмест çех. Ик турат – сире валли – Пуçусене çакмалли. Кермен лартма тытатăп Иксăрна та паянтан, Анчах çакна калатăп: Вăл ан тӳнтĕр вун кунран. Тӳнсессĕнех пуçусем, Итлетĕр-и, тăмсайсем, Турат çинче пулаççĕ, Çумăрсемпе шураççĕ. Тӳнмесессĕн, ун чухне Пама лекет кашнине Тимĕр йывăç пушăтне Çăпаталлăх, хаклине! – Юрать. Кермен лартиччен, Хăв та кунтан кайиччен, Каласшăн эп ак çакна, Анкăрса ил эс ăна. Кермен тӳнсе каймасан, Йалтăртатса çеç ларсан, Пуçу пулать çавăнта Турат çинче, вăрманта. Улăп ĕçе тăриччен, Çĕн пурттине хăйриччен Улатакка сăмахне Аса илчĕ хайхине: «Çак айлăмри çуртсенчен Тĕлĕнетĕп пур енчен: Тӳнчĕ шĕкĕ çинĕрен, Хăшпĕрисем – çĕрнĕрен. Ай-уй, унти пĕрени, Çурт тăрринчен йăванни, Сухăрланса кайнăран, Йăлтăртатать аякран... Пире туман шур тăмран! Туйрăм ирсĕр вăй-хална, Улталаймăн эс мана». Улăп хăйрать пурттине, Упи – мăка чĕрнине, Вара пĕренесене Чутлаççĕ – тӳррисене. Пĕренисем яп-яка, Куç тулли те, ялтăркка, Ылтăн, тейĕн, сарăран, Сухăрланса ларнăран. Çичçĕр çулхи юмансем, Капăрланса кайнисем, Сăвай шутне кĕреççĕ, Никĕс пулса ӳкеççĕ. Ик эрнерен кермене Чĕнтĕрлерĕç хайхине. Пăхсан кермен тăррине – Çĕлĕк ӳкет çĕр çине. Карнис çинче, ик енче, Çурт умĕнче, хыçĕнче, Улатакка-кайăксем, Пыл хурчĕсем, чечекcем. Кайăк илет таккаса, Чĕкеç вĕçет явăнса, Пыл хурчĕcем кĕрлеççă, – Чечекрен пыл илеççĕ. Ахăрьян хăй йăвинчен, Çичĕ вĕçлĕ çырминчен, пăхать Улăп еннелле, Сике-сике çӳлелле. «Керменӳ сан хĕвел пек, Ĕмĕр кунта ларас пек. Ман еккипе керменрен кĕрпе пулать эрнерен». Хĕвел анса лариччен Ахăрьян тухать йăвинчен, Çичĕ хутчен çиçкĕнет, Сике-сике тилçĕнет. – Çут тĕнчери шĕкĕсем, Хурт-кăпшанкă тарçăсем, Улăп енне ыткăнăр, Çĕн кермене сырăнăр! Кĕрпе тăвăр кермене, Çилпеле вăл вĕçмелле, Улăп пуçне çимелле, Унтан – путсĕр упине. Çут тĕнчери шĕкĕсем – Ахăрьянăн тарçисем Улăп патне ыткăнчĕç, Çĕн кермене сырăнчĕç. Çĕн кермене кăшласшăн, Унтан кĕрпе тăвасшăн. Пĕренисем сухăртан – Шăл витмест. Мĕскер тăван? Аптранише шĕкĕсем, Шăлĕсене хуçнисем, Ахăрьян патне ыткăнчĕç, Тилмĕрмешкĕн тытăнчĕç. – Каçар пире, кашнине, Ним тума çук кермене, Пĕренисем сухăрлă, Çавăнпа пуль чăтăмлă. Пĕренисене малтан Тасатмалла сухăртан, Ним сухăрсăр пĕрене – Пире çиме пĕр эрне! Ахăрьян виç хут карăнчĕ, Вĕри сывлăш сапăнчĕ Сĕм вăрмана, айлăма – Шĕкĕсене пулăшма. Сухăр анать кĕрлесе, Пĕренесене ислетсе. Пĕренесем – вутчулсем,– Ан хапсăнăр выçлăхсем! Ахăрьян улать çич хутчен, Хура пĕлĕт кĕрличчен – Çумăр чашкăрса çăвать, Айлăм самантрах тулать. Шыв айĕнче сăвайсем, Шывран çӳлте никĕссем. Çумăр çума чарăнать, Кермен тавра шыв чакать,– Кермен ларать Çилту пек, Çунать – ылтăн хĕвел пек. Ахăрьян каять шуралса, Мăнаçлăхне çухатса, Сăмах ваклать Улăппа Нăйкăшакан сасăпа: – Эп малашне çакăнта Хуçа пулмăп нихçан та, Чăваш пӳртлĕ пултăрах, Уплисене мантăрах. Ахăрьян тарать таркăнла, Чĕри сикет куянла, Упа тăрать ташласа, Сĕм вăрмана култарса. Улăп касать йывăçне, Тимĕр йъвăç тенине, Кайран сĕвет хуппине Çичĕ ĕмĕр ӳснине. Йывăç хуппи касăлать, Кирлĕ пушăт вăл пулатъ. Улăп илет пушăта, Тăвать чаплă çăпата. Çĕн çăпати пуçĕнче Ала çăлтăр ялкăшать, Явса тунă кантринче Çурхи çиçĕм ялтăрать. VII «Пирĕн кĕтӳç лайăх-çке, Выльăх пăхма ăста-çке. Хĕвел тухса çитиччен Улăп урам вĕçĕнчен Ял кĕтĕвне пуçтарать, Çеçенхире кăларать; Хĕвел анать, таврăнать, Кĕтӳ киле саланать, Çавна кура ĕнесем, Пăлан çӳллĕш ӳснисем, Сĕт параççĕ витрипе, Хăймисене – чӳлмекпе. Турăх ярса уçлатăн – Сар çу кăна пухатăн; Чăкăт туса çиетĕн – «Пыл-çу çирĕм», – теетĕн. Пăрушсене кĕркунне Юпах тиха темелле, Пăру тейĕн сурăхне,– Самăр çав, тĕлĕнмелле. Ĕçне кура Улăпа Ма сăйлас мар апатпа», – Тесе карчăк уялла Васкать шăрăх кăнтăрла. Улăпа вăл айлăмра Апатларĕ сулхăнра. Улăп апат çирĕ те, Шерпет тытса ĕçрĕ те Пăхса тăчĕ нумайччен Тухăçалла пĕр-пĕччен: – Эй, кинеми, кам екки Картаран тухнă çавăнта! Чĕтренет пек тăвайкки, Çине-çине, ав, татах... Пулман çĕрте пулмалла, Çав вырăна каймалла,– Тет те Улăп кĕтĕевне Хăваласшăн çав енне. Карчăк ӳкрĕ хăраса, Калать, юр пек шуралса: – Эс унталла ан пăхсам, Ман сăмаха ăнлансам: Унта каян – пĕтетĕн, Çамрăк пуçна çиетĕн. Малалла мар, каялла Хăваласам выльăхна. Çав карчăк аслашшĕсен çĕрне Алпаст усал туртса илни çинчен каласа кăтартсан, Улăп хăйĕн кĕтĕвне унталла хăваласа каять те вăкăрпа ĕнине хул хушшине хĕстерсе юханшыв урлă каçать. Шывĕ ытла та алхасса юхнăшăн Улăп çаран курăкĕн чечекне пĕр ытам татса юханшыва парать. Шыв чечекшĕн савăнать те лăпланать. Улăп сăрнай калать. Сăрнай сассине илтсен лăпланнă шыв урлă кĕтӳ ишсе каçать. Алпаст хăйĕн çĕршывне кĕтӳ кĕнине курать. Алпаст куçĕ арпашать, Çилли килет, тулашать, Акар йытта вĕçертет, Улăп енне вĕслетет: – Çав чăваша, ухмаха, Тамашасем кăтарт-ха. Акар йыттин пĕр ĕç çеç, Хĕн-хур сарма пĕлет çеç, Çавăнпа вăл шăртланать, Улăп çине ыткăнать: – Эс нумая хапсăнан, Хăвăн пуçна çухатан, Халех выльăх-чĕрлĕхне Кĕрт эс Алпаст картишне. Часрах! Васка! Хăвăртрах, Атту çурап вăр-варах! – Çĕрĕ ку асаттесен, Эп каймастăп ку енчен. Хăратаймăн эс мана. Тасал кунтан, çырт шăлна! Акар йытти йăпшăнать, Улăп çине ыткăнать. Çыртма тăрать пырĕнчен, Питĕнчен те пуçĕнчен. Анчах Улăп Акара, Çыртма тăнă вăхăтра, Мăйĕнчен ярса тытать, Вăрахчен ăна пăвать. – Ах, эс ытла ирсĕр-çке, Тарçăн чунне илтĕн-çке! – Хаяр сасă илтĕнет, Алпаст усал хăй çитет. Шăртлă пуçĕ – лапăрка, Çăварĕ ун – кăмака, Юнлă чармак куçĕсем – Пысăк арман чулĕсем, Çăварĕнчи шăлĕсем – Кивĕ сӳре шăлĕсем. – Чăрсăрлăхна ырлатăп. Анчах çакна калатăп: Эс Акара çĕнтертĕн, Хаклă тарçа пĕтертĕн. Ĕнтĕ Акар вырăнне Эс ху юлăн малашне, Кĕтӳ пăхăн – кунĕпе, Хурал тăрăн – çĕрĕпе. – Чура пулма çуралман, Чура пулса пурăнман. Чăваш çĕрĕ çакăнта! – Терĕ Улăп Алпаста. Алпас кайрĕ тарăхса, Кăвакарса, шуралса, Кăрсакланса, пăвăнса, Юнлă куçне çавăрса. – Юханшывсем, авăрăр, Сăрт пек хумсем çавăрăр, Çак чăрсăра путарăр, Хăйăр айне пытарăр! Юханшывĕ мăшт! тумасть, Улăпа вăл тапăнмасть: – Эсĕ маншăн, Алпаста, Ыр ĕç туман çакăнта! Улăп, каçнă-каçманах, Чечек паче ытампах. – Ман таврари чечексем, – Тет Алпаста çилленсе, – Улăп пуçне анратăр, Суккăр туса хăварăр! Таврари пур чечексем, Улăппа тĕл пулнисем Алпаста пуç таймаççĕ, Çапла кăна калаççĕ: – Эс пирĕншĕн çакăнта Ыр ĕç туман, Алпаста. Улăп килчĕ ку енне – Курчĕ пирĕн илеме, Сан сăмахран тухатпăр, Улăпа хур тумастпăр. Алпаст карать çăварне, Тăсать асав шăлсене, Улăп çине ыткăнать, Ая тума хăтланать. Улăп-ача – хунав пек, Алпаст вара – тирек пек, Çавна пула Улăпа Йывăр килет Алпастпа. Ватă вăкăр мĕкĕрчĕ, Пур кĕтĕве пĕлтерчĕ: – Пирĕн Улăп нушара, Пулăшмалла хăвăртрах! Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.