Содержание: Ceньял Ачисем Пeлeт Сарa чечек Т?ме Яка пыр Хиртикас ачисем Вeри мунча Курак Хуйхa Нaрa Иван паттaра хaтарни Атте Ярмaрккa Чaлхапа пушмак «Пурeпeрэп санран аслa!» Шакaпа хурaн Атте пиншакe Тавaру Гекльберри Финн Шупашкара тарни Тeп хулара Анне Яшка витeр Шaнкaртам куранать Cу-укла Шурcунат Тем тaршшe телейлe кун Атaл чулeсем Курaк хушшинче Пасар Шикли шикленнe,кeрeк перкеннe Ceнe пурнac Хупах хaлха Илюк (Повесть-юмах) Пeрремeш сыпaк Эпир хaй ятне улaштаракан слон cурипе паллашатпaр Иккeмeш сыпaк Хурлaхлa сaмахпа хaватлa сaмах Виcceмeш сыпaк Хaшпeр cулсем сасартaк вырaнтан тапранаcce те аялалла шaваcce Тaваттaмeш сыпaк Ишсе c?рекен садсем Пиллeкмeш сыпaк Памир тaвeсем хушшинче хобот пач cухалать Улттaмeш сыпaк Хaш чухне лайaх вeренекенсем те йaнaшаcce иккен Cиччeмeш сыпaк Хaйeнчен 2000 хут пысaкраххисемпе тытacма хатeр чeрчун та пур иккен! Саккaрмeш сыпaк Яланах хобота кaна мар, йывaр вaхaтра пeчeк caлтaрпа пeчeк тыркасаташанас пулать! Тaххaрмeш сыпaк Ку сылaкра кaшлаcce, юрлаcce, ура пусса, cыру cыраcce Вуннaмeш сыпaк Васкакан вакка сикнe тесе питe тeрeс калаcce, анчах та хaш чухне васкамаллах-мeн Вунпeрмeш сыпaк Слон cури cеc мар, тепeр чухне этем ачи-пaчи те ят улaш-тарма хатeр! Вуниккeмeш сыпaк Пурнacра пeр cын пин cынпа тавлашни те кирлe аккен Вунвиcceмeш сыпaк Пулaсем малашне те шыврах пурaнаcce пулe Вунтaваттaмeш сыпaк Шанчaк пурах Оренбург ачисенче: ара, вeсем халех тем-тепeр пeлеcce Вунпиллeкмeш сыпaк Пысaк парне (сaмахран, тулa хирe!) пуcа cавaрса, аташтарса яма пултарать Вунулттaмeш сыпaк Слонсем eне пек, eнесем слон пек курaнаcce Вунcиччeмeш сыпaк Пeрне Илюк хaтарать, тепри хaйне хaй хaтарать Вунсаккaрмёш сыпaк Пeчeк тыркас тeнчипе паллa куккaшeнчен те сумлaрах-мeн Вунтaххaрмeш еыпaк Cивeч Шaл иккeленет, Илюк шантарать Cирeммeш сыпaк Виcceн виcce тултарнa кун Тепeр cул та килетпeр (Повесть) Чун кeнe cурт Вaрман кам вaл? Cемен eмeтленнe eмeт Тытман вaрa ? вaрa маар Чи сумлa икe ec Ecле, ecле, ecле ? cи! Крассульпе Лариса Вaтам eмeрте пулсан. Ахаль кукаcи маар Пурте вундеркинд! Данилaн пeрремeш сачe Тупнa ылтaна  патшалaха пама ан манaр! Хуcи aслa пулсан, cемье саланас cук-ха! Асанне Иваcпа асламaшe, каcарaр... Иваcпа Шура кинемсй Данила садне х?тeлеcce Асамлa чaлха Михаил кeт?c те тытаймe! Пeрре вырaнне виcce! Коллега патeнче хaнара Пичке тулли таса пыл! Гришaн cуралнa кунe Темeскер те пeр курaнать Тус-ши, тaшман-ши? Юмах итлеcce Пуcтарaнаcce! Гришaпа Иваc телейлe ачалaха х?тeлеcce Серсжка Митин сапeпе телейe Йывaр кунсем Анка cырaвe Киева кайма пилeк билет Шанчaклa йывac Ceньял Ачисем (Повесть) Аслa т?пепе аслa ceр хушшинче, Чaваш ceршывeнче, ларать Ceньял, вунпeр каслa ял. Ун cине c?лтен, самолет cинчен, пaхсассaн, вaл ceр cумне лaпчaннa улaп-кайaк пек курaнмалла. Кайaк ?т-пeвe ? ял варри: хура кeрен, хaмaр хуралтaсем cырма ик енeпе ларса тухнa, кайaк cунаттисем ? Шуркаспа Тукас ? вec-хeрсeр вaрман cумне тaсaлса тухаcce. Cутcанталaкпа туслa cак кайaк-ял: тeсне, кaмaлне унпа килeштерсе улaштарать. Cуркунне вaл ? лачкам йeпеннe, халь-халь симeс куcне уcса, хaватлa cунаттине сарса, янкaр тyпене ceкленес кайaк. Хeлле ? лапсaркка шур кайaк, cунат вeceсене кaвак тeтрелeхре пытараканскер. Кeркуннехи вaхaтра Ceньял ? вут-кайaк. Пурaнаcce кайaк-ялта йaл-йaл куc харшиллe, утмaл-турат пек кaвак куcлa е кeр каce пек хура c?cлe, хура куcлa та йaлтaр кулaллa хeрачасем. Пурaнаcce унта ши-и! шaхaракан, пeр-пeринпе шaла cыртса cапacакан, хeрачасене ура явса ?керекен, кирлe пулсан пурне те хyтeлеме хатeр паттaр арcын ачасем, ашшe-амaшeпе тан ecлекен ачасем. Пeлeт ? Марине! Марине, тетeп! ?яла янaратса кaшкaрать Маюк инке. Марине текенни, cиччeри хeрача, лупас хыcне, каска cине, кайса ларнa та, пуcне каcaртса, тyпене сaнать. «Ай-яй-яй, ? шухaшлать Марине.? Юмах тeнчи ак acта вaл! Aнлантaм! Юмахcaсем пeлeт cине пaхаcce те унта мeн курнине каласа кaтартаcce!» Чaн, тyпери пурнac асамлa. Акa, утa капанe пек икe мaн пeлeт пeр-пeрин патне cывхарчec те, вeсен хыceнчен вaрaм мaйлaскер, вaрaм ураллaскер тухрe. ? Тaрна! Тaрна ку!? палласа илчe aна Марине. Тaрна-пeлeт аялалла пaхасшaн пулчe. Анчах та вaрaм мaя антарсан ceклесси хeн терe пулас, мaйне тaсса, урине ватa cынла шутарса, шур пeлeтсем еннелле васкамасaр утрe. ? Ку пeлeтсем cеcкене ларнa улмуccисем пекех-cке,? хaй aссeн калаcрe Марине. Cав вaхaтра т?пе хeрринчи кaвак пeлeт, катрам-катрам пaрланнa сaрт-тaва аса илтерекенскер, хaяккaн cаврaнчe те аллине туя тытнa, хура кeпе тaхaннa «вупaр карчaк» пулчe тaчe. «Вупaр карчaк» туйипе сулчe, «тaрнаран» ушкaн «шур кайaк» турe. Марине тeлeннипе хытса ларчe. «Вупaр карчaк» «кайaксене» те aрaмласшaнччe пулас, анчах та лешсем мaнаcлaн ceкленчec, куcран хaвaрт cухалчec. Ак «Иван паттaр» курaнчe. «Вупaр карчaк», унран хaраса, аллисене ceклерe, чyпeк тeслe c?cне саппунпа хупларe, «лутра йывac» пулса тaчe. «Иван паттaр» патне «улма чaпар урхамах» вecсе cитрe. «Ырa ут» пeлeте кукалет. Унпа юнашар тепeр пeлeт, каснa-лартнa арaслан евeрлeскер, cитсе чарaнчe. Марине вырaнтан сиксе тaчe: «урхамахпа» «тискер кайaк» кec-вec тытacса ?кec. Хaшe ceнтерe-ши? «Арaсланe» хaравcaскер пулчe иккен, «урхамаха тапaнмарe вaл, хyрине хeстерсе,, каялла чакрe. Акa cума-cумaн «хeрачасем» лараcce. Вeсем тeлне шупка кeрен вак пeлeтсем cакaннa. «Кeрхи cулcaсем-ши кусем?»