Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Сарби (Бородкина-Яковлева) Раиса Васильевна Книга: Хĕвел мулкачĕсем Стих: Сайккапа суйкка Йӑкӑлт-якӑлт! Йӑкӑлт-якӑлт! Сикрӗ, сикрӗ, сикрӗ Сайкка. Йӗчӗ, йӗчӗ, йӗчӗ Суйкка: – Ай! Сикет кӗпер ҫине, Тарӗ кеҫ вӑрман хыҫне!.. Йӑкӑлт- якӑлт! Йӑкӑлт-якӑлт! – Эпӗ сан теттў-ҫке, Суйкка, – Тет ӑна мулкачӗ Сайкка, – Сикмӗп эп кӗпер ҫине, Тармӑп эп вӑрман хыҫне. Йӑкӑлт-якӑлт! Йӑкӑлт-якӑлт! Сикрӗ, сикрӗ, сикрӗ Сайкка – Ыр сӑмах итлет, ав, Суйкка: – Пулӑп эп ялан санпа, Эп санпа - хавас сӑнпа! Йӑкӑлт-якӑлт! Йӑкӑлт-якӑлт! Санпала пӗрле сикетпӗр, Юханшыв патне ҫитетпӗр, Сикӗпӗр кӗпер ҫине, Тарӑпӑр вӑрман хыҫне! Йӑкӑлт-якӑлт! Йӑкӑлт-якӑлт! Сикрӗ Сайкка, сикрӗ Суйкка, Сикрӗҫ, сикрӗҫ, сикрӗҫ ҫуйкӑн! Сикӗҫ, ак, кӗпер ҫине, Тарӗҫ сӗм вӑрман хыҫне. Йӑкӑлт-якӑлт! Йӑкӑлт-якӑлт! Çитрӗҫ, ак, кӗпер патне, Ситрӗҫ, ак, вӑрман патне... Сикӗҫ кеҫ кӗпер хыҫне, Сикӗҫ, ак, вӑрман хыҫне... Йӑкӑлт-якӑлт! Йӑкӑлт-якӑлт! Малалла... Аннесӗр шиклӗ... Сӗм вӑрман - кашкӑр хушиклӗ... Суйкка Сайккана каларӗ: – Каялла сиккелер мар-и?.. Йӑкӑлт-якӑлт! Йӑкӑлт-якӑлт! Сиккелер анне патне. Харсӑр, вӑйла ҫын анне. Калӑпӑр ӑна ҫапла: – Пит хаваслӑ санпала! Йӑкӑлт- якӑлт! Йӑкӑлт- якӑлт! Сиккелерӗмӗр хӗмпе! Кашт ҫўре-ха пирӗнпе! Сиккелер кӗпер патне, Сиккелер вӑрман патне! Йӑкӑлт-якӑлт! Йӑкӑлт-якӑлт! Сайккана йӑл кулчӗ амӑш, Суйккана куҫ хӗсрӗ амӑш, Сикрӗ вӑшт! кӗпер патне! Сикрӗ вӑшт! вӑрман патне! Йӑкӑлт-якӑлт! Йӑкалт-якӑлт! Сикрӗ, сикрӗ, сикрӗ Суйкка, Сикрӗ, сикрӗ, сикрӗ Сайкка, Сикрӗҫ харсӑррӑн вӗсем: Амӑшпе сикрӗҫ вӗсем, Сикрӗҫ вӑшт! кӗпер патне: Сикрӗҫ вӑшт! вӑрман хыҫне! Йӑкӑлт-якӑлт! Йӑкӑлт-якӑлт! Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.