Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Сарби (Бородкина-Яковлева) Раиса Васильевна Книга: Çăлтăрлă ĕмĕт Пьеса: Çăлтăрлă ĕмĕт ВЫЛЯКАНСЕМ: Илемпи – сарă ўтлĕ çынсен хĕр ачи. Ваня – шурă ўтлĕ çынсен арçын ачи. Джонни – хура ўтлĕ çынсен арçын ачи. Хăлхакуç – вăрçăшăн çунакан. Робот. Пĕчĕк Пĕлĕт. Çĕр планета. Хĕвел. Çăлтăрсем. Юрлакан Чечексем. Çăл куç. Ĕçсем хальхи вăхăтра пулса иртеççĕ. ПĔРРЕМĔШ ПАЙĔ Пĕрремĕш курăну Кĕвĕ янăрать. Çĕр планета ыйхăра. Тўпере пин-пин çăлтăр. Çĕр планета хулен çаврăнатъ. Çĕр планета (юрлатъ). Хĕвел анать, каç пулать, Вăхăт малаллах чупать. Ыльăм-хĕрĕм вăй илет, Кунран-кунах çитĕнет. Кăвак куçĕ хупăнать, Ачаш тути карăнать. Çывăр, пĕчĕк Илемпи, Ырă чунлă Çăлтăрпи. (Илемпи Çĕр планета çинче çывăрни курăнать.) Пурнăç патăм эп сана, Хаклама вĕрен ăна. Эс, ачам, – чи хаклă мул, Пепкерен чăн-чăн çын пул. Кайăк куçĕ хупăнать, Çăлтăр куçĕ уçăлать. Çывăр, пĕчĕкçĕ Ванюк, Сана сыхлĕ Çĕр аннў. (Ванюк Çĕр планета çинче тутлăн çывăрни курăнатъ.) Хĕвел анать, каç пулать, Хĕвел тухать, кун пулать. Вăхăт малаллах шăвать, Пурнăç тăваллах васкать. Шăпчăк чĕппи – йăвара, Шăпчăк чĕппи – ыйхăра. Пĕчĕк Джонни – ытамра, Пĕчĕк Джонни – ыйхăра. (Джонни Çĕр планета çинче лăпкăн çывăрни курăнатъ.) Нянине-паппине... Иккĕмĕш курăну Çĕр планета юрласа хуллен çаврăнать. Хăлхакуç курăнать. Локатор пек пысăк хăлхипе çĕре итлет. Хăлхакуç. Мĕн лăкăртататăн эс унта? Мĕскер каласшăн-ха чунтан? Ан лăрка, ват ухмах, Атту çак самантрах Сирпĕтсе ярăп сана! Сана çеç мар – пĕтĕм галактикăна! Çĕр планета. Хăв та пĕтĕн пĕрле... Хăлхакуç. Ан сĕрле! Çамрăк планета çине Куçса кайăп... Э-эх! Ав мĕн чул планета таврара! Там-тара-тара-ра... Çĕр планета. Эс манăн кăкăра ĕмсе ўснĕ – Санран нумай эп мăшкăл тўснĕ. Эс вăрçăшăн хыпса çунатăн, Çынсен тăнăçлăхне юнатăн! Хăлхакуç, эс этем мар! Хăлхакуç (йĕкĕлтесе). Тавсси! (Тарăхса.) Эй, Робот, пĕрер заряд Шаплаттар-ха çат та çат! Çĕр айĕнчи бомбăпа Курччăр шараллă шăпа!.. Виççĕмĕш курăну Робот кĕрет. Робот. Итлетĕп. Эсир хушнине пурнăçа кĕртетĕп! Робот хăйĕн хырăмĕ çинчи кнопкăсене пускалать. Çĕр планета ахлатать. Хăлхакуç. Çĕр ман алăра, Уçлăхăнне те хăлхине пăрап! (Тўпенелле юнатъ.) Пĕтĕм тĕнче куçран пăхĕ мана – Вĕсем пурте хурĕç мана мăнна!!! (Робота кăчăк туртатъ.) Кил-ха, сăнаса пăхар. Курар – Мĕнле тĕлĕксем Тĕлленеççĕ манăн пулас тарçăмсем?.. Робот хырăмĕ çинчи кнопкăсене пускалать. Тўпере экран çуталать. Тăваттăмĕш курăну Илемпи тĕлĕкĕ: хĕр ача çăлтăрсем хушшинче вĕçсе çўрет, çăлтăр-чечексем пухать. Вĕсенчен пуç кăшăлĕ туса тăхăнать, уйăх-кимĕ çине ларса ярăнать. Хăлхакуç. Тĕлĕкĕнче те кĕшĕлтеттĕр çĕр çинчех!.. Робот хырăмĕ çинчи кнопкăсене пускалать. Уйăх-кимĕ çинчи Илемпи кутăн-пуçăн çаврăнса çĕре лачлатать, тĕлĕкĕнче хыттăн ахлатать. Ваня тĕлĕкĕ: арçын ача космос карапĕпе вĕçет. Вĕçсе çўрекен турилккепе – НЛОпа тĕл пулать. Ют планета çинче пурăнакансемпе ыталашать. Çĕнĕ туссем космос ташши ташлаççĕ. Хăлхакуç. Ытла хăюллă ĕмĕтсем! Пулас тарçа килĕшмеççĕ вĕсем!.. Робот хырăмĕ çинчи кнопкăсене пускалать. Ваньăн космос карапĕ те, НЛО та сирпĕнсе каяççĕ. Арçын ача хыттăн кăшкăрса çĕр çине ўкет. Джонни тĕлĕкĕ: Джонни банан йывăççисем çинче упăтелле вăр-варрăн кускаласа çўрет, акробатика хусканăвĕсем тăвать. Хăлхакуç. Э, ку упăте Çўретĕрех кĕшĕлтете-кĕшĕлтете... Çĕр çумĕнчен хăпма Ăна ăсне паман... Джонни тĕлĕкĕнче банан йывăçĕ çинчен çăлтăр шевлине ярса тытать, цирк артисчĕ вĕрен тăрăх çўренĕ евĕр, çăлтăр шевли тăрăх чупса çўлелле хăпарать. Хăлхакуç. Хо-хо!.. Куна та хăлха чикки çитермелле, Атту негр чĕппи те туртăнать тўпенелле!.. Робот хырăмĕ çинчи кнопкăсене пускалать, çăлтăр шевли татăлса каять. Джонни çĕре ўкет. Хăлхакуç (Робота). Çитĕ паянлăха. Эп – ыйăха, Эс – сыхлăха. Лайăх сыхла мана – сан хуçуна. Атту… пăратăп шуруп хăлхуна... Хăлхакуç харлаттарса çывăрать. Робот ăна сыхлать. Роботăн куçĕ симĕсĕн-кăваккăн çунать. Пиллĕкмĕш курăну Çĕр планета (хурланса). Эх, Хăлхакуç, айван пуç! Пуçтахлăхна пула, Ухмахлăхна пула Пĕтерĕн çут куна... Эс илĕн пур чуна... Мĕн тăвам-ши çак Хăлхакуçа? Мĕнле ăса кĕртем-ши тăм пуçа? Улттăмĕш курăну Çĕр планета хуллен çаврăнать. Хĕвел тухать, ылтăн шăнкăравпа шăнкăртаттарать. Хĕвел. Тăрăр, тăрăр, кайăксем, Юрлăр, юрлăр юрăсем! Тăрăр, тилĕ-мулкачсем, Выльăр, сикĕр, тусăмсем! Эй, вăранăр, ачасем, Васкăр шкула, пепкемсем! Илемпи, Ваня, Джонни тĕрлĕ енчен чупса тухаççĕ, партăсем хушшине лараççĕ. Илемпи. Ырă ир пултăр, Ваня, Джонни! Мĕн çĕнни? Ваня. Салам, Илемпи, Джонни! Лайăх çывăрнă-и? Джонни. Салам, тусăмсем, салам... Эп дежурнăй. Пĕлтерў калам. Вăл доска çинчи кнопкăна пусать. Кинокадрсем курăнаççĕ: взрыв йĕрĕсем, вилĕ чĕр чунсем, ишĕлчĕк çуртсем... Ĕнер каллех çĕрле Кĕрле-кĕрле Алхаснă хĕç-пăшал... Усал! Аманнă Çĕр анне, Асап кăшлать чунне... Илемпи. Мĕн тери илемлĕ чечексем Куртăм эпĕ кĕçĕр тĕлĕкре! Çăлтăр евĕр йăлтăркка вĕсем, Кайăк пек вĕçеççĕ пĕлĕтре. Чечексем! Хĕвеллĕ чечексем Эп ўстерĕп Çĕр аннем валли. Ун питне илем кўрĕç вĕсем – Юлмĕ çĕр çинче суран палли... Ваня. Эпĕ тăвăп капăр çĕн çуртсем, Килĕç космосран та хăнасем! Джонни. Ман чĕртесчĕ чирлĕ чĕр чуна, Парнелесчĕ пурнăç пур чуна!.. Пĕрле. Пурнăçа кĕртме ĕмĕтсене Килнĕ эпир çутă тĕнчене! Çĕнтерме мĕнпур йывăрлăха Çивĕчлетĕпĕр ăса-тăна. Вĕренер, тусăмсем, вĕренер, Пĕлўре – вăй-хăват, кĕрешер! Ачасем хăлхисене наушниксем тăхăнаççĕ. Доска çине хăйсем тĕллĕнех тĕрлĕ формулăсем çырăнаççĕ. Тĕрлĕ кинокадрсем шăваççĕ. Ачасем тăрăшсах вĕренеççĕ. Çиччĕмĕш курăну Çĕр планета (савăнса). Маттур, ачасем, маттур! Сирте чăн-чăн этем чунĕ пур! Сирте пĕтĕм шанчăкăм ман, Сире пил, тайма пуçăм чунтан!.. Вĕренĕр, вĕренĕр, вĕренĕр! Ан ўркенĕр!.. Саккăрмĕш курăну Илемпи юрла-юрла чечек акать. Илемпи (юрлать). Чечексем, хĕвеллĕ чечексем Эп ўстерĕп Çĕр анне валли. Çĕр питне илем кўрĕç вĕсем, Чечексем, хĕвеллĕ чечексем... Çĕр планета (юрлатъ). ўсĕр, ўсĕр, чечексем, Хĕвел хĕмлĕ чечексем, Çăлтăр куçлă чечексем. Асам чунлă чечексем, Кўрĕр таврана илем! Чечексем куç умĕнчех шăтаççĕ. ўсеççĕ. Çеçке çураççĕ. Тăххăрмĕш курăну Хаваслă Пĕчĕк Пĕлĕт юрласа кĕрет. Пĕчĕк Пĕлĕт. Эпĕ Пĕлĕт, çутă Пĕлĕт. Эп васкатăп инçене. Эпĕ Пĕлĕт, ырă Пĕлĕт, Ыр сунатăп тĕнчене. Юрататăп çынсене, Çĕр çинчи чĕр чунсене. Шăварап йывăçсене, Пур чечек-курăксене... Вуннăмĕш курăну Ваня чупса кĕрет. Ваня. Илемпи, атя каçхи вăййа! Акатуй валли пухар вăя! Юрă-кĕвĕ, ташă вĕренер, Репетици вăйлăн ирттерер! (Чечексене асăрхатъ.) Мĕн тери илемлĕ чечексем! Илемпи. Сумлă ўснĕрен хитре вĕсем! Юратса пăхатăп вĕсене, Лартас тетĕп пĕтĕм çĕр çине! Вун пĕрмĕш курăну Параппан сасси илтĕнет. Джонни ташласа кĕрет. Джонни. Акă эпĕ те! Пĕр ури унта, тепри кунта! Эсир мана, туссемĕр, кĕтетри? Илемпи. Сана кĕтетпĕр эпĕр пур чунтан! Джонни. Мĕнле хитре те кăмăллă кунта!.. Ниçта та эп курман кун пек илем! (Чечексем йĕри-тавра ташласа çаврăнать.) Ташлар-юрлар, выляр, тус-тантăшсем! Илемпи. Тус-тантăш! Ытарми сăмах! Çак сăмахра асамлăх пур, паллах! Виçĕ тантăш алла-аллăн тытăнаççĕ, ташлаççĕ, юрлаççĕ Пĕрле. Сар хĕвел пуриншĕн те пĕрре! Пурăнар-и туслă çемьере! Тăнăç пурнăç пултăр çĕр çинче, Сар хĕвел пуриншĕн те пĕрре. Илемпи. Сар хĕвел пăхсассăн йăл кулса Савăнса юрлас, пурнас килет. Тĕтĕм-сĕрĕм, хăрăм капланса Ан хуплайтăр ылтăн хĕвеле! (Куракансене пĕрле юрлама чĕнет.) Ачасем, юрлăр пирĕнпе пĕрле! Туслăх юрри, хаваслăн кĕрле! Пурте пĕрле. Сар хĕвел пуриншĕн те пĕрре, Пурăнар-и туслă çемьере? Тăнăç пурнăç пултăр çĕр çинче, Туслăхра телейлĕ чун-чĕре. Акатуй кĕрлетĕр тĕнчипе, Савăнтартăр çутă ĕнчипе Сар хĕвел пурне те çĕр çинче. Юр юрлатăр пĕтĕм çут тĕнче. Сар хĕвел пуриншĕн те пĕрре. Пурăнар-и туслă çемьере?! Вĕçĕ. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.