Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Сарине (Иванова) Лидия Михайловна Книга: Кукамайăн сар чăххи Рассказ: Мухтанчăк Сĕтел çинче çўхе кĕленче савăт ларать, унпа юнашарах – пысăк куçлăх. Эрешлесе илемлетнĕ савăт куçлăх çине йĕрĕнсе пăхрĕ-пахрĕ те: – Кай, мĕн тери сăнсăр эсĕ! Манпа танлаштарсан, ним илемĕ те çук санăн, – тесе хучĕ. – Мĕн тума кирлĕ мана илем? – тĕлĕннипе куçне чарса пăрахрĕ куçлăх. – Эпĕ – усăллă. – Хитре пулмасан, санран мĕн усси? Кур-ха, епле черченкĕ эпĕ! Пăхсан – сăн курăнать... Кил хуçи хĕрарăмĕ мана ялан курăнмалли вырăна, хăнасем умне, лартать. Ман çине пурте юратса пăхаççĕ! Кăна илтсен, куçлăх кўренчĕ, кăмăлсăрланса, туртине тепĕр май çавăрчĕ. – Ах! Эп мĕн тери чипер! Ах! – çаплах ниçта кайса кĕрейми мухтанса саркаланчĕ кĕленче савăт. – Эпĕ чи чапли! Эпĕ чи илемли! Эпĕ чи... Чăнкк! турĕ çав вăхăтра сасартăк темскер. Сасса илтсе, куçлăх вăртах çаврăнса пăхрĕ те акă мĕн курчĕ: лешĕ шăп варринчен çурăлçа кайнă та икĕ пая пайланнă иккен. Хăй шăпланнă. Кил хуçи хĕрарăмĕ те асăрхарĕ çакна. – Ах, инкек! Ах, инкек! – хыпăнса ўкрĕ вăл. Унтан сĕтел патне хыпаланса пычĕ те куçлăхне илсе тăхăнчĕ, çĕмрĕк савăта çилĕмпе çыпăçтарма пикенчĕ. Вара илемсĕрленсе юлнăскере тĕттĕм шкапа шăкăрт кĕртсе лартрĕ. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.