Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Сарине (Иванова) Лидия Михайловна Книга: Наян мулкач Пьеса: Кашкăрпа пакша Вылякансем: Кашкăр, Пакша, Пакша çури. Вăрманта. Пĕр çўллĕ йывăç тăрринче Пакша мăйăр катса ларать. Мăйăрне катнă май вăл турат çинче ярăнать. Йывăç хăвăлĕнчен Пакша çури пăхса ларать, ăна амăшĕ мăйăр çитерет. Кĕçех унта выçă Кашкăр чупса пырать. Кашкăр (çўлелле пăхатъ, çиллес сасăпа): Пакша, мĕн туса ларан? Ха, улпут пек курăнан! Эс унта мĕскер чăмлан? Хырăм выçрĕ ман, ăнлан. Пакша мăйăрне катма чарăнать. Çўлтен аялалла Кашкăр çине тĕлĕннипе кан-н! пăхать. Пакша. Виçĕ ывăç майăр, кур! Тата пĕ-ĕ-ĕчĕк ывăл пур. Мăйăр çиме юратать, Анчах шăлĕ тин шăтать. Кашкăр (кăмăлсăррăн). Хырăм питĕ выçрĕ ман, Эпĕ кашкăр кашама-а-н! Ку сăмахсене илтсен Пакша çăмламас хўрине выляткаласа йĕкĕлтеме тытăнать. Пакша. Çапла пуль те... Мĕн тăвас? Кунта кама айăплас? Кам ĕçлемес çав çимест, Ăна нимĕн те лекмест. Кашкăр (тарăхса). Апла мар. Мана –- лекет! Чăтма çук çиес килет. Кур! Тăрап икĕ уран. Хырăм пушă. Хăв куран. Пакша. Пуш хырăм вăл аван. Кашкăр, эс пулман айван. Ну, апла пулсан ташла, Ташши пултăр чăвашла! Пакша такмак калама тытăнсан Кашкăр лўпперрĕн енчен енне тайкаланса чалт-чалт! сиккелеме тытăнать. Кăна курсан Пакша çури ахăлтатма пуçлать, Пакша хăй те кулса ярать. Кашкăр хăйĕнчен тăрăхланине сисет, ташлама чарăнать. Кашкар (хаяррăн). Эпĕ сире култарам, Халех туртса антарам! Чăмласа çăвар тулли Çăтса ярăп ним юлми! Кашкăр йывăç вуллине силлеме пуçлать. Çакна курса Пакша çури сехĕрленсе ўкет. Пакша çури. Кашкăр пичче кăшкăрать! Аннем, манăн чун хăрать. Мăйăр çитерсен кăштах Кашкăр пулĕ тен лăштах? Пакша (çурине шăппăн лăплантаратъ ). Хытă ан калаç, хуллен. Выçă Кашкăр, ху пĕлен... Кашкăр çăварне карса хуратъ, Пакша йывăç тăрринчен мăйăр хупписене пăрахать. Кашкăр çăварне мăйăр хуппи тулать. Кашкăр (мăйăр хуппине çăварĕнчен кăларса пăрахатъ). Хуппи ўкрĕ, мăйăр – çук, Çăвар карни усси çу-у-ук! Пакша манран пĕчĕкрех, Анчах... пурпĕр чеерех! Кашкăр йывăç патĕнчен пăрăнса вăрманалла кĕрсе каять. Пакшапа çурийĕ турат çинче телейлĕн ярăнаççĕ, мăйăр катаççĕ. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.