Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско–юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Семендер Юрий Семенович Книга: Почему поёт петух = Автан мӗншӗн авӑтать Стихотворение: Çĕнĕ çĕлĕк Шур сухаллӑ, витӗр куçлӑ Ухтиван Чӗрӗ тилӗ тытса пынӑ вӑрмантан. Карчӑкне парать вӑл кивӗ çӗлӗкне: – Пер вута, – тет, – эп çӗлетӗп çӗннине. Мулаххай тем самантрах каять çунса. Шурсухал ларать мӑн çӗçӗ хӑйраса. Ну, тӑванӑм, – тет вӑл пӑшӑлккӑ тилле, – Ташша яр та пирӗн кӑмӑла çӗкле. Тилӗ-тус çап çут çӗççе пӑхса илет – Чунӗ кӗрхи çулçӑ пек тӑр-тӑр чӗтрет. Кантӑкран кӑчӑк туртать ӑна вӑрман, Ах, епле-ши хӑтӑлас ку тамӑкран? Шурсухалӗ ал çупмашкӑн пикенет: – Ну, ташла, сан пурӑнас куну иртет. – Ташласса ташлап-ха, – тет ӑна тилли, – Кӗпе кирлӗччӗ эрешлӗ-тӗрӗлли... Карчӑк васкасах уçать хӑй арчине, Шыраса тупать чи капӑр кӗпине. - – Ай, кӗпи, – тет тилӗ, – чӑн та лайӑх ку, Пуçӑма валли параймӑр-ши хушпу? Хушпуне те пачӗ карчӑк хайхискер. Пурпӗрех-ха тилӗ ташламасть темскер. – Кӗвӗ май, – тет, – савӑнса сулкалама Кӗмӗл сулӑ кирлӗ икӗ аллӑма. Мӑшӑр сулӑ тӑхӑнсан кил хуçине Вӑл каларӗ: – Ну, янрат–ха кӗслўне... Тытрӗ ватӑ тӗнкӗл-тӗнкӗл кӗслине, Шӑрантарчӗ чи юратнӑ кӗввине. Капӑр тилӗ пӗрре юхрӗ юхӑм пек, Хӗрнӗçемӗн хӗрсе кайрӗ çиçӗм пек. Шурсухалӑн чунӗ çу пек ирӗлет, Карчӑкки те ташламашкӑн пикенет. – Ах, уçсамӑр, – тет тилли, – чўречӗре, Пӑчӑпа кӗç чарӑнса ларать чӗрем... Ватӑ карчӑк кантӑка уçса ярать – Чее тилӗ вӑшт кӑна тухса тарать. ...Кивӗ çӗлӗк çунса кайнӑ паçӑрах, Çӗнӗ çӗлӗк – вӑрманти сӗм чӑтлӑхра. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.