Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско–юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Семендер Юрий Семенович Книга: Почему поёт петух = Автан мӗншӗн авӑтать Стихотворение: Ылтăн панулми Ӗлӗк-авал пӗр патша, Хӑй вӑл пулнӑ тет кукша, Йӑпанса илес шутпа, Путиш тӑвас кӑмӑлпа Акӑ мӗнле евитлет, Пур халӑха пӗлтерет: – Кам кӑтартӗ патшӑра Ӗненме çук мыскара? Çав çынна патша вара Ылтӑн панулми парать! Çакӑ хыпара илтсен, Вӑл енчен те ку енчен Купсасем те улпутсем, Тӗрлӗ мыскараçӑсем Тытӑнаççӗ пухӑнма, Путиш вӑййи кӑтартма. Шел, ку мыскараçӑсем Юраймаççӗ патшана. Ак кӗртеççӗ тарçӑсем Кӑкшӑм йӑтнӑ чухӑна. – Эп, патшам, – тет çав хресчен, – Укçа панӑччӗ сана, Хале ӗнтӗ майӗпен Тавӑран пуль парӑмна. – Мӗн укçи? Ман сан умра Виçӗ пус та парӑм çук. Суяпа çўрекене Эй, хупас хысна çуртне! – Чим, эс суя терӗн-и, Ӗненместӗп терӗн-и? Э-хе-хей! Апла пулсан, Ылтӑн панулми халь – ман! – Çук-ха, чим-ха, – тет патши, Йӑлтӑрт! çеç тӑвать кукши, – Шутласан апла-капла, Эс суймастӑн пулмалла... Витерсе пӑхать хресчен Патшана ик куçӗнчен: – Ман сӑмах чӑнах пулсан – Парӑмна, эппин, татсам? – Çук-ха, чим-ха, — тет патши, Йӑлтӑрт! çеç тӑвать кукши, Унӑн ылтӑн улмине Памах тивет хресчене. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.