Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско–юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Силэм Юлия Александровна Книга: Капелька = Тумлам Сказка: Тумлам Пурăннă тет çакă çутă тĕнчере Тумлам. Сеп-сенкер, пысăк-пысăк куçлă. Пўске пек çаврака. Мăтăрт-мăтăрт мăнтăркка. Питĕ илемлĕскер. Пĕррехинче вăл уçăлма тухрĕ. − Мана пăрахса ан кай, − йăлăнчĕ Çĕр. − Çук, каятăп. Йăлăхтарчĕ çĕр çинче, терĕ Тумлам. Йăкăшт ярса пусрĕ малалла. Тўрех Сивĕ килсе çўçентерчĕ. − Ай! − йăпшăнчĕ Çĕр çумнерех. − Ан хăра, Тумлам. Эпĕ сана шăнтса пăрлантармастăп, − терĕ Сивĕ. Тумлам йăкăлт-йăкăлт сиккелерĕ. Тăпăрт-тăпăрт тутарчĕ. Хуçкалансах ташларĕ. Алă çупсах савăнчĕ. Йăлтах ăшша пиçрĕ. Сасартăк Çил сиксе тухрĕ. − Ай, вĕçтерсе каять, − хўтлĕх шырарĕ Тумлам. − Ан хăра манран, − терĕ Çил. − Эпĕ санпа пĕрле вĕçĕп. Тумлам малалла ыткăнчĕ. Кĕтмен çĕртен Хура Пĕлĕт килсе хурлантарчĕ. − Ан хăра, Тумлам, − терĕ Пĕлĕт. − Лар ман çине. Чуччу ярăнтарăп. Лартрĕ те Тумлама хăй çине вăр-вар çаврăнтарчĕ. Аслати кĕр кĕрлерĕ кĕтмен çĕртен. Хăлтăр-хăлтăр хăлтăртатрĕ. Хăнтăр-хăнтăр тутарчĕ. Шартах сиктерчĕ. Тумлам шикленсех ўкрĕ. − Ан хăра, Тумлам, − çине-çинех шарт та шарт авăтрĕ Аслати. − Эпĕ сана тĕнче кĕрлевне кăтартăп. Лартрĕ те Тумлама хăй çине кăр-р кăна кĕрлеттерчĕ. Сасартăк Çиçĕм çиçрĕ ялтлатса. Тумлам куçне мăч-мăч мăчлаттарчĕ ытла çутă ўкнипе. − Ан хăра, Тумлам, − терĕ Çиçĕм. − Эпĕ сана Сарă кун çĕршывне илсе çитерĕп. Çиçсе пыратчĕ хайхи Çиçĕм çиçкĕнлĕхĕпе. Пат! тумларĕ ун çине тепĕр тумлам. − Ай! − айлатрĕ Тумлам. − ўкетĕп. − Аван-и! − шавларĕ Çĕнни. − Эс те Тумлам. Эп те Тумлам. Иксĕмĕр пулăпăр пы-ысăк Тумлам, − терĕ те унпа пырса пĕрлешрĕ. − Эсĕ пысăкланса кайнăçке! − парашютпек вĕçсе анчĕ Тумлам умне Çулçă. − Эпĕ сана хўтлĕх парăп. Симĕс çулçă çине вăшт кăна вырнаçрĕ Тум-лам. Ларчĕ-ларчĕ çапла. Ăна сасартăк тунсăх пусрĕ. Сивĕ çухалнă. Çил çук. Пĕлĕт пытаннă. Аслати лăпланнă. Çиçĕм çиçмест. Хăçанччен лармалла-ха çапла çулçă-парашют çинче? Йăкăлт турĕ унталла, мăкăлт турĕ кунталла. − Кил хам патăма, Тумлам! − хĕрхенчĕ Хĕвел. Вăрăм аллисене тăсрĕ. − Кил, кил, манăн шевлесемпе выляса савăн. Хĕвел Тумлама хăй патне илчĕ. − Пăчăхсах вилетĕп вĕт эп сан патăнта! −хурланчĕ Тумлам. − Манăн çĕр çинех каяс килет. Яр мана, тархасшăн. Хĕвел чармарĕ. Çав вăхăтра тўпере Асамат Кĕперĕ карăнчĕ. −Лар ман çине! − чĕнчĕ Тумлама. Çапла каларĕ те ăна хăй çине лартрĕ. Туххăмрах ярăнтарса çитес çĕре çитерчĕ. Тумлам урипе çĕр çине ярса пусрĕ. Чупсах каясшăнччĕ. Ĕлкĕреймерĕ. Таçтан пĕтĕрт-пĕтĕрт Тĕтре сикрĕ тухрĕ. Умри çула картларĕ. Куçăм нимĕн те курмасть, − тăп чарăнса тăчĕ Тумлам. −Ан хурлан. Эпĕ сан йăвуна ăшăтма килтĕм, − йăсăрланчĕ Тĕтре. Тумлам вăл каясса чăтăмлăн кĕтрĕ. Кĕçех тĕтре сирĕлчĕ. Таврара çутă та ăшă пулса тăчĕ. Тумлам каллех çĕр çинче сиккелеме пуçларĕ. Вăл питĕ-питĕ хĕпĕртерĕ. Ăна çĕр çин-чех пуринчен те ытларах килĕшрĕ. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.