Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско–юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Силэм Юлия Александровна Книга: Пылпа çăкăр Повесть: Килйыш каллех пĕрле 1 Сашшук − пилĕк çулхи лара-тăра пĕлмен арçын ача. Ялта пурăнать вăл, пысăк та вĕрçĕнĕ çуртра. Ашшĕ-амăшĕпе пĕрле. Кун каçиччен мĕнле кăна вăйă вылямасть-ши, тупата! Хутран тĕрлĕ чечексем касса ăсталать, тем ўкерет, тем сăрлать. Тепĕр чух çўхе пусмаран çĕленĕ сумкинчен (шкул сумки тет ăна) тетрадьсем, ача-пăча журналĕсем, букварь кăларса хурать. Пуканисем − вĕренекенсем, Сашшук хăй − вĕрентекен. Е тата теттисене ретĕн-ретĕн лартса тухать те хăна-вĕрле пуçтарать. − Атте, анне, эсир аякран килнĕ хăнасем пулăр-ха, тархасшăн, − тесе ăшталанать вара. − Вăхăт çук. Ан чăрмантар. Пуканўсем пур вĕт, тет кун пек чухне яланах ĕçлĕ амăшĕ. − Вĕсем калаçма пĕлмеççĕ, − хирĕçлеме пăхать ывăлĕ. − Эппин, урăхла выля. Ан чăрмантар, − тет ашшĕ те. Аптрать Сашшук. Аçтан кăна пĕр вĕçĕм ĕç тупăнать-ши çак пысăккисен? Кăмăлĕ хуçăлнипе тутине тăсса кăштах ларать те унтан, аслисем сĕннĕ пек, çĕнĕ вăйă пуçарать. Пĕррехинче вăл ашшĕпе амăшĕ яланхинчен хыттăнрах калаçнине илтрĕ. − Сансăрах аван пурăнăпăр! − терĕ амăшĕ. − Пурăнăрах! — касса татрĕ ашшĕ. − Эсĕ мĕн туса тăратăн кунта? − алăк патĕнчи ывăлне асăрхарĕ вăл сасартăк. − Вĕçтер халех хăвăн пўлĕмне! Теттисем патне Сашшук хурланса таврăнчĕ. Пĕлет аслисене чăрмантарма юраманнине, анчах ашшĕпе амăшĕ мĕншĕн кăмăлсăр пулнине ăнланаймасть. Сашшук, акă, нихăçан та хăйĕн пуканисене, пĕчĕк упа-утаманĕпе хĕрлĕ киккириклĕ автанне кўрентермест. Çывăрма выртас умĕн те юнашар хурать. Кăмăлĕ çаврăнсан, вăл малти пўлĕмре хыттăн калаçнине пăхмасăрах выляма пуçларĕ. −Эсĕ, Марине, макăраканни пул, эсĕ вара, упа-утаман − вăрçаканни, − хăй тĕллĕн калаçрĕ арçын ача. Юратнă теттисене малтан хире-хирĕç лартса тухр, унтан − юнашар. − Халь килĕштерĕр ĕнтĕ, яланах хирĕçме юрамасть вĕт, унсăрăн пуç ыратма пултарать, анненни пек. −Сашшук, пуçтарăн, − илтĕнчĕ çав вăхăтра амăшĕн кăмăлсăр сасси. − Хулана пурăнма куçатпăр. «Атте кампа юлать, пĕрле пырать-и?» − ыйтасшăнччĕ Сашшук, ĕлкĕреймерĕ. −Хулара эсĕ ача садне çўреме пуçлăн, − васкаса калаçрĕ амăшĕ. − Ху пекех пĕчĕк ачасемпе... Мĕн чухлĕ тетте унта − килтинчен нумай, чуччу та пур! Çĕнĕ сăмах илтсен, ашшĕ çинчен самантлăха манчĕ Сашшук. «Ача сачĕ! Мĕн-ши тата вăл? Эх, хăвăртрах каясчĕ унта!» − хавхаланчĕ пĕчĕкскер. Тепĕр темиçе кунтан, чăнах та, хапха умне пысăк машина çитсе чарăнчĕ. Амăшĕпе шофер васкасах хăшпĕр япаласене тиеме пуçларĕç. Сашшук та хăйĕн теттисене пуçтарчĕ: пуканисене хул хушшине хĕстерчĕ, автанĕпе пĕчĕк сумкине аллине тытрĕ, упа-утамана çеç ниçта хума пĕлмерĕ. −Анне, çак упана эс йăт-ха, − амăшĕн кĕпи аркинчен уртăнчĕ Сашшук. Ахаль те йывăр çĕклем йăтăрланă Софья Петровна ача сăмахне тăнламарĕ те, хĕрелсе тăртаннă куçне тартса, грузовик патнелле шухăшлăн утрĕ. Кайри пўлĕмре пĕр сăмах чĕнмесĕр, мĕн пулса иртнине сăнаса, ашшĕ тăрать. − Кўр, хам пулăшам, − терĕ Павел Дмитриевич, унтан, ывăлне çавăтса, урама тухрĕ. − Ме, тыт упа-утаманна, − машина тĕлне çитсен ачине çупăрларĕ вăл. − Ку теттене иксĕмĕр пĕрле туяннине астăватăн-и? − Ахă, − терĕ Сашшук, − атте, эсĕ те пĕрле пыратăн-и? − Çук, − ассăн сывларĕ ашшĕ. − Ну, лайăх пурăн, ывăлăм! Сасартăках Сашшука çав тери кичем пулса кайрĕ. −Каймастăп, − терĕ вăл, кĕтмен çĕртен сăмаха пат татса. − Атте епле пурăнĕ пирĕнсĕр? − Епле каймастăп?! − пăшăрханса ўкрĕ амăшĕ. − Каймастăп, − терĕ ача тепĕр хут. − Аçу кайран пырать, ывăлăм, − ним калама пĕлмен енне персе ячĕ Софья Петровна. − Атя, лар хăвăртрах, шофера нумай кĕттеретпĕр. Сашшук йывăррăн сывласа илчĕ те амăшĕ хыççăн утрĕ. 2 Хулана куçса килнĕренпе мĕн чухлĕ çĕнни, халиччен курманни-илтменни пулчĕ Сашшукшăн! Çурчĕсем çўллĕ те капмар, чўречисем те, шăналăк пекех, пысăк куçлă. Кăмака та хутмаççĕ − пурпĕрех ăшă. Пусă та çук − шывĕ пўлĕмех килет: сивви те, вĕри те. Урамра тата! Пĕр вĕçĕм çын иртет. Сашшук пурăнакан çурт умĕпе машинăсем унталла-кунталла кумаççĕ. Шутлама хăтланчĕ те, пўрнисем çитмерĕç — вуннăран иртсенех такăнчĕ. Малтанхи кунсенче çак çĕнĕлĕхсемпе тĕлĕнтермĕшсене пула килти пăтăрмаха та манчĕ вăл, ашшĕшĕн питех тунсăхламарĕ. − Уй, мĕн чухлĕ хăярпа помидор илсе килнĕ эсĕ, анне? − кĕтсе илчĕ амăшне пĕр кунхине. Чупса пырса йывăр сумкăна йăтма хăтланчĕ, сасартăк тем пулчĕ, шухăша кайса, тăп чарăнчĕ. − Анне, ку пахчаçимĕçе ăçтан тупрăн эсĕ? −— ăшталанчĕ пĕлесшĕн. − Пасарта туянтăм, − хуравларĕ Софья Петровна. Ачана çакă çырлахтармарĕ. − Пирĕн пахча ăçта? − ыйтрĕ каллех. Ялти пахчапа нумай асаилў çыхăннă. Çу кунĕсенче, каçкўлĕм, Сашшук тата ашшĕпе амăшĕ йăран шăварма тухатчĕç. Кун каçипе лĕпленме ĕлкĕрнĕ шыва ашшĕ мăшăр витрепе йăтса тăрать, Сашшук пĕчĕк лейкипе, амăшĕ пысăккипе йăрансене лĕшкентереççĕ. − Атте, анне, хăярĕ, кишĕрĕпе çарăкĕ мĕншĕн курăнмаççĕ? − Шăтма ĕлкĕреймен, − ăнлантарчĕ ашшĕ пĕррехинче. − Кашни кун сана кĕтеççĕ вĕсем. Пĕчĕк Сашшук шăварсах тăрсан, хăвăрт çитĕнĕпĕр теççĕ. Тепрер эрнерен йăрансем сип-симĕс тум тăхăнчĕç. Еплерех хĕпĕртерĕ пĕчĕк пахчаçă! −Эсĕ пулăшнипе тип-тикĕс шăтса тухрĕç вăрăсем, савăнтарать тата ашшĕ. − Кил-ха, юратам пĕчĕк ĕçчене. Анчах хăйсем ўстернĕ пахчаçимĕçе тутанса пăхма ĕлкĕреймерĕç − Сашшукпа амăшĕ хулана куçса килчĕç. Кунсем çĕрпе ылмашрĕç, вăхăт хăвăрт шурĕ. Кил хуçи, Софья Петровнăн тăванĕ Тарье аппа, ĕçреччĕ ун чух, амăшĕ те çитсе ĕлкĕрейменччĕ. Сашшук хăй тĕллĕнех хваттерте «хуçаланать». Ĕнтĕ пĕчченлĕх, пĕрешкел вăйăсем йăлăхтарса та çитерчĕç. Выртса çывăрас − ыйхă килмест. Аптранă енне ача кĕнеке çўлĕкĕ патне пычĕ. Ача-пăча кĕнекисем хăйĕн те нумай, анчах кунта хытă хуплашкаллисем, хулăннисем чылай. Пĕрин хыççăн теприне тытса пăхрĕ вăл. Укерчĕклисене уçкаласах «вуларĕ». Чи çўлте кăвак тĕслĕ, хытă хуплашкаллă хулăн кĕнеке выртать. Питĕ пĕлес килет, мĕнлескер-ши вăл? Пукан лартрĕ те Сашшук çўлелле кармашрĕ, çĕклесе илме вăй çитменрен, илĕртўллĕ япалана майĕпен хăй патнелле шутарчĕ. Анчах асăрханса ĕлкĕреймерĕ − капăр кĕнеке урайнелле вăркăнчĕ, вĕлтĕрр вĕçсе саланчĕç ун ăшĕнчи сăнўкерчĕксем. Сашшук хыпалансах вĕсене пуçтарма тытăнчĕ. Аслисем мĕн тейĕç? Итлемен ача, йăлăнтармăш тесе ятламĕç-и? Ку мĕн тата? Сашшук çине, шурă шăлĕсене кăтартса, ашшĕ кулса пăхать. Куç умне яла пĕчченех юлнă ашшĕ тухса тăчĕ. Мĕнле пурăнать-ши вăл аякра, уншăн тунсăхламасть-ши ? Тепĕр сăнўкерчĕке илчĕ. Кунта Сашшук ашшĕн чĕрçийĕ çинче ларать, амăшĕ − юнашар, пурте савăнăçлă. Пĕчĕк чĕре канăçсăррăн кăлт-кăлт тапма пуçларĕ. Епле тунсăхламĕ ашшĕ унсăрăн? Ывăлĕпе амăшне куçса кайма ирĕк панăшăн ўкĕнет те пулĕ. Паллах, çапла, пăшăрханатех. Чун-чĕри çав тери пăлханчĕ пĕчĕкскерĕн, хурланнипе макăрса та илчĕ, вара, чĕркуçленсе ларсах, сăнўкерчĕксене пуçтарчĕ, иккĕшне хăварчĕ, шкап çумне таянтарса хучĕ. Амăшĕ килĕ те хĕпĕртĕ ак, тавçăрулăхшăн ырлĕ те. Шухăш çинех алăк шăкăлтатса уçăлчĕ, амăшĕ таврăнчĕ. −Анне! Эпĕ аттен сăнўкерчĕкне тупрăм. Акă вăл! − пўрнипе сăнўкерчĕк çине тĕллесе кăтартрĕ Сашшук. Атте хăçан килет? Софья Петровна чĕнмерĕ, çине-çинех хашлатса сывларĕ. −Анне, анне, мĕн пулчĕ? − амăшĕ çумне асăрханса лăпчăнчĕ Сашшук. − Эсĕ те аттене кĕтетĕн-и? Амăшĕ хирĕç нимĕн те хуравламарĕ. Ывăлне пуçĕнчен ачашларĕ çеç, унтан: − Ырантан эсĕ ача садне çўреме пуçлăн, − терĕ. (…) Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.