Тупмалли Кĕнеке авторĕ пирки Кашкăрпа тĕл пулни Çĕрĕк пан улмисем Ăнман кĕнман кĕтӳçĕ Макçăм аслашшĕ Çамрăк юлан утçă Пĕчĕк повар Тăрăшуллă вĕренекен Пурнăçланайман ĕмĕт Иккĕмĕш çăкăр Кăткăс ыйту Кĕнеке авторĕ пирки Михаил Николаевич Краснов (литературăри псевдонимĕ − Ара Мишши) 1953 çулхи çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи Кĕтеснер ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Вăл ĕмĕр тăршшĕпех Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухиччен вун пилĕк çул хушши Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствинче министр çумĕнче тата этноконфесси хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕнче вăй хунă. Ăна Чăваш Республикин патшалăх граждан службин действительнăй патшалăх советникĕн иккĕмĕш класлă, чинне панă. Медальсемпе, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Культура министерствисен Хисеп грамотисемпе наградăланă. 2008 çулта Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн хисеплĕ ятне панă. Ĕç тивĕçĕпе вăл Чăваш Республикин писательсен пĕрлĕхĕпе, Чăваш кĕнеке издательствипе, хаçат-журнал тата радио-телевидени редакцийĕсемпе тачă çыхăну тытнă. Литература енне унчченех туртăннă Михаил Николаевич. Анчах та пикенсех хайлавсем шăрçалама нумаях пулмасть тытăннă. Вырăсла тата чăвашла çырать. Ку кĕнекене унăн малтанхи калавĕсем кĕнĕ. Вĕсене вăтам классенче вĕренекенсем валли хайланă. Çĕрĕк пан улмисем Паян шăмат кун. Ирхине, шкула кайиччен, ачисене амăшĕ çапла каларĕ: «Чĕппĕмсем, паян мунча кунĕ. Уроксем хыççăн нумай тытăнса ан тăрăр, тӳрех киле килĕр. Хĕллехи кун мунча часах сивĕнет». Маçăма каллех путишле пĕр ç аса килчĕ. Ун чухне вăл иккĕмĕш класра вĕренетчĕ. Пулăмĕ, пĕр енчен пăхсан, кулăшла та пек, тепĕр енчен − самаях тăна кĕртекенни. Суллахи кун Макçăм пахчара çĕр улми йăранĕсене çум курăкран тасататчĕ. Аппăшĕ урăх ĕçпе таçта кайнăччĕ. авăнпа арçын ача пĕчченех тăрмашатчĕ. Ку çемьере тахçанах çирĕпленнĕ çакнашкал йăла: ял уявĕччен пахчана çум курăкран тасатса, кăпкалатса тухмалла. Хăнасем килнĕ тĕле пĕр çум та пулмалла мар. Йăла тăрăх, тăвансемпе пĕлĕшсем сĕтел хушшине лариччен анкартине тухса пахча çимĕç еплерех ӳснипе кăсăкланаççĕ. Йăрансем таса та тирпейлĕ тĕк кил хуçисене мухтаççĕ. Амăшĕ вара: «Эй ĕнтĕ, пахчана эпир мар, ачасем тирпейлесе тăраççĕ», − тет. Вăл çапла ырланишĕн шăпăрлансем каçса кайсах савăнаççĕ. Уява пухăннисем вĕсен ĕçне хаклани те кăмăла çĕклет. Ялти çынна чи малтан ĕçчен пулнăшăн сума сăваççĕ-çке-ха. Чи ырă ят ку. Вăл темĕнле пысăк мулран та хаклăрах. Çавăнпа упрамалла та ăна. Усал ят çын çумне çыпçăнса ĕмĕрлĕхех намăс пичечĕ пек юлма пултарать. Ырă ят вара умри çула маяк пек çутатса пырать. Шухăш çăмхине сӳтсе каллех айккинелле пăрăнчĕ-ха Макçăм. Çапла, çав кунхине çум çумлатчĕ вăл. Кунĕ питĕ шăрăх, çурăм тăрăх шапăртатса тар юхать. Макçăмăн ĕçлес те килмест ĕнтĕ, час-часах айккинелле пăхкалать. Сасартăк кӳршĕ пахчари улмуççи ун куçĕ тĕлне пулчĕ. Пан улмийĕсем пысăк та хĕп-хĕрлĕ, турачĕсем йывăррăн усăнса тăраççĕ. Çуллахи сортсем питĕ пылак пулаканччĕ. Шăрăхпа авă чĕлхе-çăварĕ те типнĕ ĕнтĕ Макçăмăн. Тен, çав пан улмисене астивсенех ăш хыппи иртĕччĕ-и?.. Йĕри-тавра никам та çук. Макçăм чăтăмлăхĕ иксĕлсе пычĕ, пĕр-ик улмине хăвăрт кăна татса илме шут тытрĕ вăл. Анчах амăшĕ тăтăшах: Çыннăнне ан тыт!» − тени чарса тăчĕ-ха ăна. Çапах шăрăх аптратсах çитерсен пан улми тутанас кăмăл çĕнтерчĕ-çĕнтерчех. Епле чăтса тăрăнха ĕнтĕ: хĕрлĕ, кĕрен пан улмисем ытла илемлĕн курăнаççĕ, ешĕл çулçисем вара кăчăк туртнăнах туйăнать... Макçăм хăй те сисмерĕ − урисем тахăш самантра çав çăтмах пахчи тĕлне илсе çитерчĕç ăна. Вăл хăвăрт кăна карта урлă каçрĕ те тепĕр хут йери-тавра çаврăнса пăхрĕ − никам та çук. Авă пуç тăрринчех усăнса тăраççĕ вĕсем, йăрăм-йăрăм кĕрен пан улмисем. Лăс-лăс силлерĕ улмуççи турачĕсене. Шапăр-р! тăкăнчĕç хайхискерсем çĕр çине. Ура пусма та вырăн çук, шутсăр нумаййăн патлатса ӳкрĕç. Хăшĕ-пĕри пуç çинех шаплатрĕ. Ырлăха кĕрсе ӳкнĕ ача суйла-суйла, тирке-тирке пан улми пуçтарчĕ. Хитрисене, якисене хĕвне чăмтарчĕ. Сийĕнче футболкăпа шортă кăначчĕ çав. Шорттин хăть кĕсье пулинччĕ. Макçăм паçăрхи çулпа каялла чавтарчĕ. Нумай тăмарĕ ку илĕртӳллĕ пахчара, мĕнле килнĕ, çаплах хăвăрт кăна карта урлă каçрĕ те хăйсен пахчине улма йăран хушшине çитсе тăчĕ. Пан улмисем, чăнах та, калама çук тутлă. Пĕрне, тепĕрне çирĕ ача, анчах та тек анмарĕ. Мунча чулĕ пек тем пусарчĕ чунне, кăмăлне пăсрĕ. Амăшĕн сăмахĕсем шав хăлхара янăрарĕç... Пан улмийĕсем татах та пур-ха. Тулĕк картишне кĕме хăрать вĕсемпе Макçăм. Амăшĕ курсан тӳрех: «Ăçтан илсе килтĕн кусене?» − тесе ыйтĕ. Ют çыннăнне пĕçертсе тухнине пĕлсен, паллах, вăрçса пĕтерĕ. «Халь тин каялла кайса та хураймастăн. Мĕн тăвас?» − аптăрарĕ ача. Хайхискерсене çĕр айне пытарма шут тытрĕ. Мунча айккинерех шăтăк чаврĕ те юлашки улмасене унта хучĕ. «Кайран çийĕп-ха», − терĕ ăшĕнче. Кайран вĕсем çинчен темшĕн вуçех манчĕ. Асăннă пăтăрмах хыççăн эрне иртсен, мунчара çăвăннă чухне, тин аса илчĕ Макçăм хайхи пан улмисем çинчен. Тумланмасăрах, çарамасах чупса тухрĕ пахчана. Вăрттăнлăха упракан вырăна пырса тăчĕ, çĕре сирме, чавма пикенчĕ. Куçĕ умне çĕрĕк пан улмисем тухса выртрĕç. Вĕсене çиеймĕн ĕнтĕ, хăшĕ-пĕри хуралсах, кăмпалансах кайнă, теприсенчен нимĕн те юлман. Эх, епле илемлĕччĕ, тутлăччĕ вĕсем малтан!.. Каллех амăшĕн асăрхаттарăвĕ аса килчĕ: «Вăрланипе тутă пулаймăн». Питĕ намăсланчĕ Макçăм. Сывăх çыннин сăмахĕсем яланхиллех тĕрĕс пулнине вăл тепĕр хут курса ĕненчĕ. Вĕсем арçын ачан пуçне те, чунне те çирĕп кĕрсе вырнаçрĕç. Ăнман кĕнман кĕтӳçĕ Макçăм пĕчĕк мар ĕнтĕ. Тем тума та пĕлет вăл. Колхоз ĕçĕсене хутшăнсах тем тума та вĕренчĕ: хăмла татма, çĕр улмипе кăшман кăларса пуçтарма, утă çулса тавăрма, пухса капана хывма... Çава тытса пăрçа ани умне те тăчĕ. Пĕр сăмахпа, аслисемпе тан пилĕк аврĕ. Çан-çурăмĕ тăрăх вара тар шапăртатрĕ. Пур ĕçре те малта пулма тăрăшрĕ çав. Кăшт ӳсерехпе лаша та шанса пачĕç ăна. Унпа хăмла йăранĕсене кăпкалататчĕ, утă-улăм пуçтаратчĕ Макçăм. Каярахпа, вырма пуçлансан, комбайнер пулăшуçинче тăрăшрĕ, куккăшĕпе пĕрле СК-4 комбайна юсарĕ. Саккăрмĕш класс хыççăн вара ашшĕн тракторĕпе çӳреме вĕренчĕ. «Беларусь» ăна çăмăллăнах парăнчĕ. Макçăм çу каçипех хирте вăй хучĕ − тырă турттарчĕ, хире навус кăларчĕ, колхозри пĕр ĕçрен те юлмарĕ. Каччă шутне кĕрсе пыраканскере хурçă утпа ĕçлеме шутсăр килĕшрĕ. Тракторист профессийĕ те илĕртрĕ... Икĕ эрне кĕтӳçре те çӳресе пăхрĕ арçын ача. Тĕрĕссипе, ку вăхăта питех аса илме юратмасть вăл. Кĕтӳç пуласси трактор çӳретессинчен те йывăртарах иккен. …Авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне шкула тăваттăмĕш класра вĕренекенсем пурте пухăнчĕç. Вĕсен хушшинче Валера та пур. Унăн аллинче «Чайка» маркăллă çĕнĕ сехет йăлтăрать. Хĕвел çутинче циферблачĕсем куçа пушшех йăмăхтараççĕ. Пĕрле вĕренекенсем пурте хăлхи патне тытса итлерĕç «моднăй» сехет шакканине, еплерех ĕçленине тĕрĕслерĕç. Пур енĕпе те пахаларĕç: лаптак корпусĕ ылтăн тĕслĕ-мĕн, çыххи чĕнрен. Валерăна пурте ăмсанчĕç. Класри арсын ачасенчен урăх никамăн та сехет çук-çке-ха. Хĕр ачасенчен çеç Люба иккĕмĕш çул вĕçкĕнленсе çӳрет. Унăн амăшĕ лавккара ĕçлет. Сутуçăсен ачисем ялан чаплăрах та якарах çӳренине ялта пурте пĕлеççĕ. Капăр тум, тутлă канфет − йăлтах пур вĕсен. Çавăнпа та Макçăм Любăна иртĕннĕ хĕр ача тесе шухăшлать, ăна шута хумасть. Валера вара ĕçчен çемьерен, чăн-чăн арçын ача. Вăл ку чаплă сехете хăй ĕçлесе илнĕ. Ачасем мухтарĕç, чылай ыр сăмах каларĕç ăна. Кăштахран Валера сăмах хушрĕ: Ку çеç те мар-ха, манăн тата велосипед пур. Ăна та хам ĕçлесе илнĕ укçапа туяннă. Пурте шăпланчĕç, хăшĕ-пĕри Валерăна вăрттăн ăмсанчĕ. Мĕнле майпа çавăн чухлĕ укçа ĕçлесе илме пултарнă эсĕ? − тĕлĕнсе пĕтереймеççĕ ачасем. Аттепе иксĕмĕр кĕтӳ кĕтрĕмĕр. Укçа самаях ĕçлесе илтĕмĕр, − савăнăçлăн хуравлать Валера. Аттепе анне мана сехетпе велосипед туянса пачĕç. Çакăн хыççăн Макçăм та çуллахи каникула чăтăмсăррăн кĕтме пуçларĕ, кĕтӳç пулма тĕв турĕ. «Çăвĕпех кĕтӳ кĕтĕп те Валерăнни пек сехет туянăп!» − ĕмĕтленчĕ вăл. Вăхăт сисĕнмесĕрех шурĕ. Çу уйăхĕн пуçламăшĕнче вăл амăшĕ патне пычĕ те хăйĕн вăрттăн ĕмĕтне пĕлтерчĕ: Анне, манăн та Валерăнни пек сехет туянас килет. Кăçалхи çулла каникулта сысна кĕтĕвĕ кĕтес тетĕп. Юрать-и? Амăшĕ тӳрех чĕнмерĕ, вăрах шухăшласан тин хăй килĕшменнине хыпарларĕ. Ывăлне пуçĕнчен шăлчĕ те юратса çапла каларĕ: Сехетпе велосипедне аçупа иксĕмĕрех илсе парăпăр. Кĕтӳçе ан кĕрĕш. Макçăм пурпĕр çине тăчĕ: Манăн хамăн ĕçлес килет. Валера вăй çитернĕ вĕт. Эпĕ те пултаратăпах. Ывăлĕ чылай ӳкĕтлерĕ амăшне, лешĕ аранах ирĕк пачĕ вара. Çуллахи каникул пуçлансанах амăшĕ Макçăма Валерăпа ашшĕ патне кĕтӳçе вырнаçтарчĕ. Хальхинче вĕсем пăрусем пăхрĕç. Хĕрĕх пуç ытла. Пăрăвĕсем тата питĕ чарусăр, ирĕке тухсанах хӳре тăратса сиккелеме, выляма пуçлаççĕ, таçта çитиех чупаççĕ. Пĕрре те вырăнта тăрасшăн мар. Ĕнесем апла мар, пуç çĕклемесĕр симĕс курăк çиеççĕ, таçталла вирхĕнмеççĕ, лăпкă çӳреççĕ. Пăрусем хыççăн хăваласа чупма пĕрре те çăмăл пулмарĕ Макçăма. Çапах та вăл нăйкăшмарĕ. Ирхине пилĕк сехетрех тăма тиврĕ унăн. Ултă сехетре кĕтĕве хире хăваласа тухмалла-çке-ха. Кăнтăрла кӳлĕ патне тапăра антармалла: пăрусем таса шыв ĕçчĕр. Апат хыççăн пуçласа мĕн тĕттĕмленичченех вĕсене ешĕл курăк çинче çитерсе çӳретмелле, каç пулттипе тин фермăна хăваласа кĕртмелле. Пĕр ăнман кун çанталăк уйрăмах шăрăхчĕ. Хĕвел ир-ирех çунтарма пуçларĕ. Пăван эшкерĕ выльăх-чĕрлĕх тавра тек сĕрлесе вĕçет, пĕр канăç памасть. Тĕрлĕ хурт-кăпшанкă, çулăхнипе тарăхнă пăрусем хӳре тăратсах тарчĕç. Кĕтӳçсем ниепле те тытса чараймарĕç вĕсене. Аслă кĕтӳçе те, çамрăксене те итлемерĕç чарусăрскерсем. Уй-хир тăрăх куç курмиех саланчĕç. Кашни ĕçĕн хăйĕн вăрттăнлăхĕ, йывăрлăхĕ çав. Валера ашшĕ пĕччен мĕнех тăвайĕ? Арçын ачасен ăслайĕ сахалтарах хальлĕхе. Кунĕпех пăрушкасем хыççăн чупрĕç ачасем. Каç енне аран кăштăртатрĕç, ураран ура иртми пулчĕ, ларса йĕменни кăна. Макçăмăн пырĕ тĕпĕнче тем капланчĕ, кăмăлĕ тăвăрланчĕ... Çапах та юлашкинчен çăлăнăç çитрех. Кĕтӳçсене каçхи сăвăма пынă дояркăсем пулăшрĕç. Пысăк йыш пăрушкасене ферма витисене хăваласа кĕртрĕ-кĕртрех. Макçăм тепĕр кунне ирех вăранчĕ, тумланса каллех кĕтӳ кĕтме каясшăнччĕ, анчах та амăшĕ çапла каларĕ: Кĕтӳç пулаймарăн, ывăлăм. Паянтан сан вырăнна Ваççа кукку ĕçе тухать. Ку хыпар Макçăма аптăратсах ӳкерчĕ. Чылай хуйхăрса çӳрерĕ вăл. Çапах каярахпа лăпланчĕ. «Опыт çукки чăн-чăн кĕтӳç пулма чăрмантарчĕ пуль», - тесе шухăшларĕ. Тепĕр кунне ирех колхоз уйне утă пуçтарма тухрĕ. Çурла уйăхĕн вĕçĕнче, çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланас умĕн, ашшĕпе амăшĕ Макçăма алла çыхмалли сехет, шăпах Валерăнни пекки, туянса пачĕç. Арçын ача калама çук хытă хĕпĕртерĕ. Ашшĕ ывăлĕн аллине сехет çыхса янă май çапла каларĕ: Ку − хăв ĕçлесе илнĕ укçапа туяннă пĕрремĕш япала. Çавă хаклă та. Велосипед та туянса пачĕç, анчах тӳрех асăрхаттарчĕç - йăмăкĕпе иккĕшĕн валли. Пурăна киле хĕр ача велосипедпа ярăнма юратманни палăрчĕ, ытларах Макçăм çӳрерĕ унпа. Акă авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕ те çитрĕ. Кăçал Макçăм пиллĕкмĕш класа каять. Шкула питĕ хавас кăмăлпа утрĕ вăл. Унăн аллинче − хăй ĕçлесе илнĕ укçапа туяннă сехет. Телейлĕ Макçăм куç хӳрипе тек-текех ун çине пăхать. Хăйне çитĕннĕ çын пекех туять вăл халь. Макçăм аслашшĕ Макçăм час-часах аслашшĕне аса илет. Темиçе çул каялла, сакăр вунă çул урлă каçсан, ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ ватă. Таврара хисеплĕ, паллă çын пулнă вăл. Панă сăмаха çирĕп тытнă, çилпе вĕçтермен, илемлĕ, анчах суя сăмахсемпе никама та илĕртмен. Пуçланă ĕçе яланах вĕçне çитернĕ. Кам пулнă-ха Макçăм аслашшĕ? Колхозра вăл телерадиомеханикра вăй хунă. Ку ăсталăха çартан вĕренсе килнĕ. Хăйĕн ĕçне лайăх пĕлнĕшĕн ăна пурте хисепленĕ. Вун çиччĕри яша 1943 çулта çара илнĕ. Анчах çул çитмен пирки ăна малтанах радистсен курсне йышăннă. Йăлт çăмăллăн, хăвăрт ăша хывнă вăл. Вĕренсе пĕтерсен ăна, чи лайăх курсанта, радиостанци пуçлăхне лартнă та ятарлă çар чаçне янă. Тăван çĕре таврăнсан хăш-пĕр фронтовик пек мухтанса калаçма, вăрçă терчĕ-нушине аса илме юратман вăл. Ыйтусене кĕскен, темиçе сăмахпа çеç хуравланă. Макçăм вара унпа чăнласах мухтанма пултарать. Çартан аслашшĕ 1951 çулта çеç таврăннă. Унăн кăкăрĕ çинче виçĕ орден - медаль ялтăранă, хулпуççийĕ çинче − старшина пакунĕсем. Виçĕ çултан маттур ар яла электричество кĕртнĕ. Краççын лампиллĕ ял çапла «çутта тухнă». Аслашшĕ тивлечĕпех ку тăрăхра ыттисенчен маларах телефонлă пулнă. Пирвайхи хĕрĕх номере колхоз правленине, производство участокĕсене тата хуçалăх ертӳçисен килĕсене кĕртнĕ. Каярахпа Мускава кайса çĕршывăн Патшалăх планĕнчен ялта радиоузел лартма ирĕк илнĕ. Кирлĕ аппаратурăна хăйĕн укçипе туянса, тавар пуйăсĕпе тиесе таврăннă телерадиомеханик. Эрнерен радиоузел Вăрмар поселокĕнчи чугун çул станцине çитнĕ. Аслашшĕ ăна ялта вырнаçтарнă. Часах колхозăн радио редакцийĕ те йĕркеленнĕ. Вăл кашни каç колхозниксене ыран камăн ăçта ĕçе тухмаллине пĕлтерсе тăнă. Хыпарсемсĕр пуçне радио колхозниксене юрă-кĕвĕ кăларăмĕсемпе савăнтарнă. Ăна валли ятарлă графит грампластинкăсем туяннă. Аслашшĕ ĕне ферминчи хĕрлĕ кĕтес валли ялта чи пĕрремĕш телевизор туянса панă. Мĕнпур çамрăк каçсерен унта пухăннă, пĕрле тĕрлĕ кăларăм пăхнă, уйрăмах вара футбол, хоккей вăййисемпе кăсăкланнă. Аслашшĕн аллисем чăннипех те ылтăн пулнă. Ял çыннисем ун патне тăтăшах электрооборудовани − магнитолăран пуçласа утюг таранах − юсаттарма пынă. Пĕррехинче тĕлĕнмелле ĕç пулса иртнĕ. Райцентрта пăрăхсем тăрăх шыв паракан управленин электричество пульчĕ çĕмĕрĕлнĕ. Вырăнти специалистсем виçĕ кун нушаланнă, анчах та юсайман. Çакна пĕлсен колхоз председателĕ район пуçлăхĕсене çапла каланă: «Манăн колхозра электрооборудовани тĕлĕшпе ĕçлекен ăста специалист пур. Вăл пĕлменни ним те çук-тăр». Председатель Макçăм аслашшĕне хăйĕн «Волга» машинине лартнă та райцентра илсе кайнă. Мĕн тетĕр эсир? Икĕ сехетре йăлт йĕркене кĕртнĕ телерадиомеханик, поселокри халăха шывпа тивĕçтернĕ. Çакăн хыççăн колхоз председателĕ çунат хушнă пек, чупса мар, вĕçсе çӳренĕ. Хăйсен ялĕнче çавăн пек ăста пуррипе савăннă та, мухтаннă та ертӳçĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан Макçăм аслашшĕ столяр ĕçĕпе аппаланма юратнă. Вăл ял çыннисем валли чӳрече рамисем, алăксем, çăл пурисем тунă. Вĕллесем уйрăмах хăтлă пулса тухнă. Чăн-чăн ăста çаврăнăçулăхĕ, тирпейлĕхĕ пур япалара та курăнать. Макçăм аслашшĕн мастерскойĕнчи инструментсем яланах ĕçе хатĕр тăнă, таса та юсавлă пулнă. Çавăнпа арçын ача аслă тăванне питĕ юрататчĕ, ун пек пулма тăрăшатчĕ, унран вĕренсе пыратчĕ. Юлташĕсем умĕнче яланах мухтанатчĕ. Унăнни пек пултаруллă та ăста асатте ялта тата камăн пур-ха?! Макçăм халĕ те час-часах аслашшĕн мастерскойне туртăнать. Пушă вăхăт тупăнсанах унта чупать, каскалама, савалама вĕренесшĕн-çке. Ват çын эрешлĕ чӳрече хашакĕсене епле хатĕрленине пăхса тăма уйрăмах юрататчĕ ача. Асатте, пар-ха, эпĕ те туса пăхам, − тетчĕ. Малтан кăранташпа йĕрлесе тух. Акă ме сана лекало. Унтан хуллен, асăрханса касма пуçла. Кунта тĕрлĕ инструментпа тимлĕ ĕçлемелле, − ăнлантаратчĕ аслашшĕ. Макçăм тытса пăхман инструмент çук-тăр мастерскойĕнче. Пӳрне вĕçĕпе вĕсен çивĕчĕшне пĕрре мар тĕрĕсленĕ. Аслашшĕ мăнукне чылай ĕç вăрттăнлăхне уçса пачĕ çав. Çамрăк юлан утçă Çуллахи каникул вăхăтĕнче Макçăм тантăшĕсемпе кун сиктермесĕр ял хуçалăх ĕçĕсене хутшăнатчĕ. Арçын ачасем лашапа çӳреме юрататчĕç. Анчах ку чыс пурне те тивĕçместчĕ çав. Чи маттуррисене çеç ут шанса паратчĕç. Выльăх-чĕрлĕхпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле-çке-ха. Йĕвен-тилхепене алăра çирĕп тытмалла. Макçăмсен тăван колхозĕ лаша кĕтĕвĕ тытатчĕ Вĕсем валли ятарласа вите тунăччĕ. Ун пек пысăкки районта урăх пулман-тăр. Тĕрлĕ ăратлă çĕр ытла лаша усратчĕç кунта. Кӳлмелли лашасем пулăшнипе кулленхи тата тĕрлĕ тапхăрти хирти ĕçсене пурнăçлатчĕç. Лаша авалтанпах хресченĕн шанчăклă пулăшуçи-çке-ха. Кирек мĕнле çанталăкра та − хĕллехи çил-тăман-и, кĕрхи-çурхи йĕпе-сапа-и − эсĕ кăтартнă çулпа пĕр пăркаланмасăр шав малаллах утать вăл. Виçĕ çулччен ăйăр − тиха шутĕнче. Ăна алла хăнăхтарма питĕ йывăр. Чарусăрскер кӳлтересшĕн мар хăйне, тапать, çыртать. Хăй çине утланнă юлан утçа сирпĕтсе антарас тесе кутăн-пуçăн сиккелет. Пур арçын та итлеттереймест çав вĕсене. Чылай чухне конюхсем е хăюллă яшсем (аслă классенче ăс пухакан арçын ачасем) çеç кӳлме хăнăхтараççĕ утсене. Утланса çӳремелли лашасем те пурччĕ. Конюхсем каланă тăрăх, вĕсем − урхамахсем. Кусем уйрăмах илемлĕ, çӳллĕ; хăвăрт чупаççĕ. Пысăк куçĕсем кăвар пек çунса тăраççĕ. Сиккипе е юртса пынă чухне вăрăм çилхисем сывлăш хумĕпе юмахри пек илемлĕн вĕлкĕшсе пыраççĕ. Пĕр вырăнта тăма юратмаççĕ урхамахсем, малти урисемпе тек-текех çĕре кукалеççĕ, халь-халь тапса сикме хатĕр тăраççĕ. Йывăр ĕçе кӳлсе тухмаççĕ вĕсене, Акатуя хутшăнма упрасçĕ. Çулталăкĕпех хатĕрлеççĕ çав ăмăртăва, тренировкăсем ирттереççĕ. Маттурскерсене ятарлă шампуньпе çуса, çан-çурăмне щеткăпа хырса, тасатса тăраççĕ, çилхи-хӳрине якатаççĕ, тураса илемлетеççĕ. Мĕн авалтан вĕсене чĕрĕ çăмарта çитерсе вăй кĕртнĕ. Макçăм урхамахсене питĕ юратать, айккинчен те пулин чылайччен сăнаса тăрать. «Эх! Пĕрре те пулин утланасчĕ çавсене!» − вăрттăн ĕмĕтленет вăл. Анчах хальлĕхе пĕчĕкрех-ха арçын ача, вĕсем патне çывхарма хăрать. Тĕлĕкре пурпĕр вĕсемпех аташать. Урхамахĕсем çунатлă пек. Макçăм улма-чăпар тĕсли çине ларса çӳле-çӳле, тӳпене çитиех, вĕçсе хăпарать пек... Сасартăк хăй те вĕсенчен пĕри пулса тăрать!.. Пĕррехинче Макçăм тĕлĕкĕсене амăшне каласа пачĕ. Ӳсетĕн, ывăлăм, çавăнпа ярăнатăн, вĕçетĕн тĕлĕкре, − терĕ ăна пуçран шăлса амăшĕ. Колхозра çăк (йывăр туртакан) лашасем те пурччĕ. Вĕсене ытларах лаша кĕтĕвне çĕнетме тытса усраççĕ, тепĕр чухне йывăр лав туртмалли ĕçсене конюхсем çеç кӳлеççĕ. Çутă хăйăр тĕслĕскерсем питĕ пысăк. Урисемпе таплаттарса пынă чухне çĕр кисреннĕн туйăнать. Вăтам çулти ачасем вĕсем патне çывхарма та хăраççĕ. Илья Муромец лаши çакăн евĕрлĕрех пулнă-тăр. Малаллахи ĕç-пуç çуллахи каникул вăхăтĕнче пулса иртрĕ. Хăмла плантацийĕнче пĕчĕк бригада ĕçлетчĕ. Арçынсем суха пуç тытнă, арçын ачасем вара лашасене йĕвенрен çавăтса утаççĕ. Улттăмĕш класс пĕтернĕ Макçăм та − вĕсен хушшинче. Хăйне лаша тытма ирĕк панăшăн вăл шутсăр савăннă. Хĕпĕртемесĕр, кашнинех шанмаççĕ ку ĕçе. Выльăха хăрамасăр кӳлме те, тăварма та пĕлмелле. Хăçан тата мĕн çитернине пăхса тăмалла, шыв ĕçтерме ертсе каймалла. Ҫуллахи уяр кун. Хĕвел тӳпене хăпарса çитсен самаях хĕртме пуçларĕ. Шăрăх. Антун сăмах хушрĕ: «Ну, арсем, апат вăхăчĕ те çитрĕ. Хырăм хыр тăррине кайрĕ. Апатлансан вара начар улпут та выртса каннă тет. Эпир те сулхăнра хăяккăн тӳнĕпĕр. Эсир, çамрăксем, лашасене кӳлĕ хĕррине шăварма илсе кайăр». Ача-пăча çавна çеç кĕтнĕ тейĕн. Вĕсем йăпăр-япăр çикелерĕç, лашасене хăвăрт кăна тăварчĕç те сиккипе вĕçтерчĕç хушнă çĕре. Хăмла плантацийĕнчен иртсен Макçăм сасартăках хăйсене хирĕç килекен амăшне курчĕ. Вăл хăйĕн участокĕ патнелле утатчĕ. Колхоз хăмла нумай туса илетчĕ. Ку тĕлĕшпе районта çеç мар, республикăра та малтисен ретĕнчеччĕ. Кашни колхозницăна çичшер рет уйăрса паратчĕç. Пĕр ретре вара − ик çĕре яхăн хăмла авăрĕ. Çуркуннерен пуçласа хура кĕркуннеченех вăй хурать унта Макçăм амăшĕ. Ачисем пулăшаççĕ, пĕрле ĕçлеççĕ. Малтанах тĕм çинче ик-виçĕ парка калча уйăрса хăвараççĕ. Тимĕр çекĕллĕ вăрăм шăчăсемпе çӳлти карта çине шпагат е пралук çакаççĕ. Ун тăрăх явăнса сакăр-вунă метр çӳллĕш çитĕнет те хăмла. Кĕркунне вĕсем çинче симĕс сапакасем çакăнса тăраççĕ. Аякран плантаци вăрман евĕрех курăнать. Хăйĕн йӳçенкĕрех уçă шăршипе сăмсана кăтăклать, куçа илĕртет. Ун айккипе иртме те, кунта ĕçлеме те ырă. Авăн уйăхĕн малтанхи кунĕсенче хăмла пуçтарма тухаççĕ. Сапакисем симĕс те тулли чухне хăвăрт пуçтарса ĕлкĕрмелле, çавăнпа ку ĕçе час-часах шкул ачисене те явăçтараççĕ. Пĕр кунта кашни вĕренекен вунă-вун пилĕк, опытлă колхозницăсем çирĕм-çирĕм пилĕк килограмм таран пухаççĕ. Кунта ĕçлекенсене аван тӳлеççĕ. Хайхи алла çыхмалли сехет тата велосипед туянмалăх ĕçлесе илме пулатех. Макçăм − лаша çинче, сиккипех пырать. Вăркăш çил ун питне уçăлтарать, çӳçне вĕл-вĕл вĕçтерет. Сасартăк амăшĕ умĕнче арçын ачан хăйне маттур юлан утçă пек кăтартас килсе кайрĕ. Вăл икĕ урипе те лашана айккинчен тапса илчĕ çеç − лешĕ уттине хăвăртлатрĕ. Амăшĕпе тĕлме-тĕл пулсан ача пĕтĕм вăйранах кăшкăрса ячĕ: «Анне, кур-ха, эпĕ епле сиккипе пыратăп!» Амăшĕн сăнĕ вĕлтлетсе хыçра юлчĕ. Макçăм хăлхине: «Ывăлăм, асту, асăрхан!» − тени çеç кĕчĕ. Ача лашине шав хăваларĕ. Вăтăр-хĕрĕх метртан лешĕ сасартăк тăп! чарăнчĕ. Çакна кĕтмен шăпăрлан ирĕксĕрех малалла сулăнса кайрĕ. Аллипе ăйăра мăйĕнчен хыттăн ыталаса тытрĕ те ун пуçĕ умнех шуса анчĕ. «Мĕншĕн лаша çапла турĕ-ха?» − аптăрарĕ арçын ача. Умнелле тинкерчĕ, машина кустăрми выртать иккен, ун айĕнче вара çилпе целлофан хутаç вĕлкĕшет. Ахăртнех, çак япаларан хăранă шанчăклă тусĕ. Макçăм лашине лăплантарса ăшă сăмахсем каларĕ, ачашларĕ. Тепĕр хут утланса меллĕрех вырнаçса ларчĕ те малалла сиккипе чуптарса мар, уттарса кайрĕ. «Юрать-ха, анне курмарĕ, вăл курнă тăк епле намăс пулатчĕ», − тесе шухăшларĕ вăл ăшĕнче. Макçăм мĕн пĕчĕкрен амăшĕн сăмахне итлеме хăнăхнă. Вăл ăна начар вĕренсе е хăйне йĕркесĕр тытса хурлантарасран пит хăрать, çавăнпа яланах тантăшĕсен хушшинче чи лайăххи пулма, çывăх çыннине савăнтарма тăрăшать. Ырă та йăваш кăмăллă амăшĕн çепĕç пуплевĕ уншăн чи хакли-çке-ха. Пĕчĕк повар Макçăм амăшĕ апат-çимĕçе питĕ тутлă хатĕрлет. Чылай çул шкул тата колхоз столовăйĕсенче, участокри больница апатланмăшĕнче поварта ĕçленĕ вăл. Хуть те мĕн пĕçертĕр - пурте тутлă, техĕмлĕ пулать. Чĕлхе çăтса ямалла. Ҫавăнпа юратать те Макçăм амăшĕн алли хатĕрленĕ апата. Халиччен никам та тиркемен унăн яшки-пăттине, хуплăвĕ-пӳремечне... Хăнасем пуçтарăнсан вара мухта-мухта çиеççĕ. Канмалли кунсенче кашни эрнерех амăшĕ ир-ирех тăрса кăмака хутса ярать, кăвар çинче çатма икерчи пĕçерет. Эх, епле тутлă шăршă сарăлать пӳртре!.. Ирхине Макçăм çак шăршăпа вăранать те вырăн çинчен йăпăр-япăр сиксе тăрать. Тин пиçнĕ икерче çиме тӳрех кăмака умне чупать. Амăшĕ, паллах, ачисене сăйлама яланах хапăл, куркапа сĕтне те лартса парать. Вĕри икерчĕпе ăшă сĕтрен тутлăраххи мĕн пур-ши? Кил ăшши, анне вучах умĕнче ухватпа çатма çавăрни, пӳртре вара − калама çук ырă-ырă, хăтлă... Çакă мар-и-ха телейлĕ ачалăх? Икерчĕ çисе тăраннă Макçăм каллех вырăн ăшне чăмать, тепĕр ăстрăм ирхи ыйхăпа киленет. Тен, çавăнпа Макçăм канмалли кунсене яланах савăнса кĕтет. Апат хыççăн пурте пĕрле мунча хутаççĕ, хурăн милĕкĕпе çапăнса çан-çурăма кантараççĕ. Кайран пӳртре сĕтел хушшине вырнаçса сăмавар умĕнче çырла варенийĕпе е пылпа чей ĕçеççĕ… Килти пахчара çичĕ-сакăр вĕлле хурт çемйи тытнă пирки пылак çимĕçсĕр ларман вĕсем. Тĕп утарçă, паллах, амăшĕ. Макçăм ăна пулăшма юратать. Хăй вара яланах тĕлĕнет, мĕншĕн амăшне пыл хурчĕсем сăхмаççĕ-ха? Авă çара алăпах хăвалать вĕсене. Тен, ачашшăн пупленипе пĕр чĕлхе тупаять хайхискерсемпе... Тĕрĕссипе, пыл хурчĕсене хур тĕкĕпе асăрханса хăваламаллине Макçăм та пĕлет. Амăшĕ кĕске хушăрах пăхса тухать вĕсене. Тĕп пыл хуртне − амине − уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать. Кашни çемьерех пур унашкалли, пуринчен те пысăкраххи. Ĕçлекен пыл хурчĕсем − чи йышлисем. Вĕсем ăвăсран карас ăсталаççе, пĕр чечекрен теприн çине вĕçсе çӳресе сĕткен, çеçке тусанĕ пухаççĕ, пыл тăваççĕ. Сăрă хуртсем − аçасем − пыл пухмаççĕ, яланах амапа юнашар. Тепĕр ама, çамрăк ама, çуралсан хурт çемйи икке пайланать. Çăвăр хуртсем уйрăлса тухсан çывăхри пĕр-пĕр йывăç туратти çине пырса лараççĕ. Анчах аякка вĕçсе кайма та, çухалма та пултараççĕ. Уйрăмах çине тăрса пыл пухнă чухне, çу варринче, уйрăласси те часах. Йĕри-тавра темĕн тĕрлĕ чечек çурăлнă. Çакă илĕртет те вĕсене. Çавăнпа та вĕлле хурчĕсен çемйисене асăрхасах тăмалла. Макçăм та, аппăшĕпе йăмăкĕ те варение питĕ юратаççĕ. Амăшĕ çулсеренех темиçе тĕрлине пĕçерет, хура тата хĕрлĕ хурлăханран, пан улмирен, чиерен... Хăмла çырлинчен хатĕрлени пушшех килĕшет Макçăма. Амăшне хаваспах варени пĕçерме пулăшать арçын ача, çырласене авăртать е пан улмисене турамăн-турамăн ваклать. Пылак çимĕç вĕреме кĕрсен кăпăкне пуçтарсах тăрать. Хатĕр варение кĕленче савăтсем çине ярса лартать те ăна хăçан хатĕрленине хут çине çырса çыпăçтарать. Амăшĕ пĕррехинче тĕтĕмленĕ кăлпасси илсе килнĕччĕ. Епле тутлăччĕ вăл! Колхозра ятарлă цех уçнă-мĕн. Тепĕр виçĕ-тăватă çынпа пĕрле Макçăм амăшĕ те вăй хума пуçларĕ унта. Питĕ тутлă кăлпасси хатĕрлетчĕç ĕçченсем. Унта ыхра, пăрăç, техĕмлĕ тутă кĕртекен ытти хутăш яратчĕç. Тăван тăрăхрах кăларакан аш-какай апатне ялĕпех мухтатчĕç. Унтанпа Макçăм темĕн тĕрлĕ кăлпасси те астивнĕ, анчах та амăшĕ хатĕрленĕ пек тутлине тутанса курман. Амăшне кура Макçăм та пĕчĕклех апат пĕçерме вĕренчĕ. Арçын ача пулсан та ку ĕçе кăмăллать вăл. Ялта чылайăшĕ апат янтăлассине хĕрарăм ĕçĕ тесе шутлать, арçын тĕпелте тăрмашнинчен тăрăхлама юратать.ĕ Пĕррехинче çапла Макçăм шкултан таврăнчĕ, апат ларса çирĕ. Кастрюльти яшка ыттисене валли сахалрах пек туйăнчĕ ăна. Шутларĕ-шутларĕ те хăй пĕçерме пикенчĕ. Краççынпа çунакан керогаз çутрĕ (ун чухне ялсене кăвак çулăм çитейменччĕ-ха). Ун çине кастрюль лартрĕ, шыв ячĕ, какай татăкĕ чăмтарчĕ. Йăлтах амăшĕ пек тума тăрăшрĕ вăл, улма шуратса турарĕ, каярахпа пĕр ывăç салма хушрĕ. Хушăран сыпса пăхса яшка тутине тĕрĕслерĕ. Акă апат та пиçрĕ, пӳртре тутлă шăршă сарăлчĕ... Макçăм керогаза сӳнтерес тесе аврине пăрчĕ − çулăм паш! тем çӳллĕш хыпса илчĕ! Ача хăранипе çухалса кайрĕ. Мĕн тумалла? Керогаз аврине тепĕр хут тытма хăрать, çулăм тата вăйларах çĕкленсен?.. Вăрах шухăшласа тăмарĕ, кӳршĕсем патне пулăшу ыйтма чупрĕ. Ваççа куккăшĕ килтехчĕ. Вăл хăвăртах каçрĕ те керогаза сӳнтерчĕ. Ача аран лăпланчĕ. Унăн айăпĕпе пушар та тухма пултарнă вĕт-ха... Яшки тутлă пулнă вара. Пурте юратсах çирĕç, Макçăма ырларĕç. Паллах, ку савăнтарчĕ, унччен пăшăрханнин йĕрĕ-палли те юлмарĕ. Повар пулма аван иккен! Техĕмлĕ те усăллă апат пĕçерсессĕн сана пурте мухтаççĕ. Тăрăшуллă вĕренекен Шкулти учительсем Макçăма пĕрмаях мухтаççĕ, ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнне илсе параççĕ. Ывăлĕ лайăх вĕреннипе, хăйне йĕркеллĕ тытнипе ашшĕ-амăшĕ те кăмăллă. Пытармалли çук, çакă ăна хăйне те килĕшет. Ачалăхпа çамрăклăх ырă ĕмĕтсемпе пуян… Çул − çӳревсем, çĕнĕ юлташсемпе пулăмсем − йăлтах интереслĕ. Шкулта ирттернĕ çулсем − чи хаваслисем. Пур çĕре те ĕлкĕрес, хутшăнас килет. Макçăм та яланах малта пулма тăрăшать − вĕренӳре те, обществăлла ĕçсенче те. Утса-чупса мар, вĕçсе çӳрет тейĕн. Урокра пуринчен малтан алă тăратать, часрах доска умне тухма ăнтăлать. Хăй пĕлни, мĕн вĕренни ăна çунатлантарса тăрать. Спорт мероприятийĕсемпе физкультура урокĕсенче вăл çĕмрен пек. Тус-тантăшĕ ун çине юратса та ăмсанса пăхнине аванах сисет арçын ача. Çакă ăна пушшех хавхалантарать, тата та маттуртарах, хастартарах пулма хистет. …Паян урамра ирех юр вĕçтерет. Макçăм шкула кайма хатĕрленет. Чи малтан хăйĕн краватьне пуçтарчĕ. Тирпейсĕрлĕхе тӳсме пултараймасть вăл! Пур çĕрте те тасалăхпа йĕрке хуçаланччăр. Хăвăрт кăна апатланчĕ те портфельне тепĕр хут тĕрĕслерĕ, унтан тĕкĕр умне тăрса шкул костюмне тăхăнчĕ. Вĕр çĕнĕ те хитрескер питĕ килĕшет ăна. Ашшĕпе амăшĕ пĕлсех туяннă çав. Ывăлне яка, çыпăçуллă тумлантарма тăрăшаççĕ. Хатĕрленсе çитсен Макçăм тинех хапха алăкĕнчен тухать, шкулалла çул тытать. Урамра çаплах асар-писер çил-тăман ахăрашать. Çĕр каçиччен юр кĕрчĕсем тата та ӳснĕ. Темшĕн çакăн пек çанталăка килĕштерет ача. Тăман пĕтĕм ырă мара таçта вĕçтерсе каяссăн туйăнать... Шурă юр вара пĕтĕмпех тасатса çутатать. Сывлăш та уçă ун пек чухне. Асар-писер çанталăк лăплансан чунра канăçлăх хуçаланать. Тавралăх шап-шурă кăпăшка юрпа витĕннĕ-мĕн. Пĕтĕм тĕнче тасалса, çуталса лăпланнă пек, унпа пĕрлех − Макçăм та. Куç тулли черченкĕ илем чуна çĕнетет, хитрелетет. Ăшра темĕнле асамлă, ырă, хавас кăмăл-туйăм çуралать… Çулăн ик айккипе ларакан йывăçсен турачĕсем мамăк пек кăпăшка юрпа витĕнсе усăннă. Тĕллĕн-тĕллĕн йăмăх хĕрлĕ пилеш кăвар пек хĕмленет, çырлине астивме сĕнет. Шурă юр тĕнчинче чăннипех асамлă йывăç пек курăнать вăл. Çурт тăрринче те хулăн сийпе юр выртать. Пĕр сăмахпа, Макçăм хĕл ытамĕнче. Шкул инçе мар вырнаçнă. Хуть те мĕнле çанталăкра та − çумăр-и, çил-тăман-и, вăйлă сивĕ çил-и −çак çула хăвăртах утса тухать арçын ача. Çав хушăрах уроксем, обществăлла ĕçсем (вĕсем вара унăн пайтах!) çинчен шухăшлать. Сăмсине темĕн тĕрлĕ тутлă шăршă кăтăклать. Кашни килте мĕнле ирхи апат пĕçернине туйса пырать вăл. «Кусем салма пĕçернĕ-ха, теприсем кукăль янтăласа ĕлкĕрнĕ, çуллă икерчĕ шăрши те пур. Кусем вир пăттипе сăйланаççĕ пулас. Кăмăл çĕкленӳллĕ, урасем хăйсемех вашлаттарса утаççĕ. Макçăм çаплах шăршăсен тыткăнĕнче... Лашан та хăйĕн шăрши. Ут утлансан хăвна паттăр пекех туятăн. Ачалăхри ытарайми шăршăсене, савăк самантсене, тăван яла ăçтан манăн-ха?.. Асра кăна мар, чĕрере упранаççĕ вĕсем. Класра Макçăм пĕрремĕш е иккĕмĕш ретри парта хушшине ларма юратать. Вĕрентекене яланах тимлĕ итлет. Урокра темăна лайăхрах ăнлансан, ăша хывсан киле панă ĕçсене пурнăçлама та çăмăлрах. Хыçалта ларакансем, шел те, час-часах учитель сăмахне хăлха урлă ирттерсе яраççĕ, пăшăлтатса, вăрттăн калаçса лараççĕ, хĕр ачасем патне çыру çыраççĕ... Паллах, вĕренӳре чăрмантарать çеç ку. Япăх паллă, çаклатасси те çакăнтанах пуçланать. Кайран вара ăна тӳрлетессишĕн пайтах тăрăшмалла. Çавăнпа вăхăтра тимлĕ пулнинчен пахараххи нимĕн те çук. Макçăм урока кая юлакансен, сиктерекенсен йышĕнчен мар. Чирлесен те (сăмахран, шăнса пăсăлсан), сăлтавĕ пĕлтерĕшлĕ пулсан та уроксенчен юласшăн мар вăл. Чир пусса ӳкерсен, температура ӳссен кăна киле выртса юлать. Виçĕ-тăватă кун нушаланать çапла. Пĕрре шăм-шакĕ ыратнипе, вăйĕ çуккипе тертленет, тепре шухăшĕсем канăç памаççĕ. Ара, капла чирлесен вĕренӳре ыттисенчен хыçа юласси те часах. Кайран, сывалса шкула пырсан, учительсем умĕнче хăйне темшĕн айăплă туять. Вĕрентекен ун пирки ку юриех уроксене сиктерсе килте ларнă тесе шухăшлассăн туйăнать... Вĕренме юратать Макçăм. Каникулта та шкула каясса чăтăмсăррăн кĕтет. Пĕлӳ çурчĕ алăкне уçсах кĕтсе илет. Ачана ку амăшĕ алллине сарса ытамланă евĕрех туйăнать. Алла аттестат илсен Макçăм аслă вĕренӳ заведенине çул тытасшăн. Амăшĕн шанăçне тӳрре кăларасшăн, ĕмĕтне пурнăçласшăн ывăлĕ. Çамрăк чухне унăн амăшĕ Хусанти финанс институтĕнче пĕлӳ илесшĕн пулнă-çке-ха. Анчах та çемьери кăткăс лару-тăрăва пула ĕмĕчĕ пурнăçланайман. Макçăм амăшне питĕ юратать. Уншăн тем тума та хатĕр вăл. Амăшĕшĕн чи пысăк парне вара − ывăлĕ аслă пĕлӳ илни çинчен çирĕплетекен диплом. Çывăх çын савăнăçĕнчен хаклăраххи тата мĕн пур-ха? Пурнăçланайман ĕмĕт Расписани тăрăх, юрă урокĕсем кашни эрнерех пулаççĕ. Павел Прокопьевич − пултаруллă педагог. Вăл юрлама та, аккордеон калама та пит ăста. Калаçма ӳркенмен, ырă камăллă çын пулнăран пурте туртăнаççĕ ун патне: шăпăрлансем те, аслă классенче вĕренекенсем те. Унăн кăмăллă, вăйлă тенор сасси концертсенче час-часах янăрать. Шӳтлеме юратать пулин те, урокра çирĕп ыйтать çав Павел Прокопьевич. Вăл хушнине ачасем пĕр пăркаланмасăр пурнăçлаççĕ. Кашни класăн хăйĕн хорĕ пур. Шкулăн пĕрлештернĕ хорĕ концерт лартнă чухне халăх хăпартлансах итлет вара вĕсене. Зал илемлĕ сасăсемпе тулать. Çынсем сывламасăр тенĕ пекех лараççĕ. Юратнă, учителĕ аккордеонпа сцена çине тухсан пурте куç илми пăхаççĕ вĕт. Епле илемлĕ кĕвĕсем калать, еплерех юрлать вăл!.. Макçăм та çăвар карсах, тимлесех итлет ăна. Шкулти ушкăн тăван ялти Культура çурчĕн сцени çинче тăтăшах хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарать. Кӳршĕ ялсене те пĕрмаях концертсемпе тухса çӳреççĕ. Хорта илемлĕ саслă, ачасем сахал мар. Коля Кольцов азербайджан юрăçин Муслим Магомаевăн юррисене те хитре янратать. Макçăмпа пĕр класра вĕренекен Ваня Сергеев вара Италири паллă юрăçăн Робертино Лореттин юрисене шăрантарать. Пĕррехинче Павел Прокопьевич виçĕ арçын ачана, çав шутра Макçăма та, уроксем хыççăн хăварчĕ те вĕсен сассисене çĕнĕрен тĕплĕн тĕрĕслерĕ. Вĕрентекен трио йĕркелеме сĕнчĕ, сасăсем пĕрпĕринпе килĕшӳллĕн янăранине палăртрĕ. Учитель сĕнĕвĕпе ачасем савăнсах килĕшрĕç. Вĕсем тăтăшах репетицисем ирттерме, каярахпа концертсене хутшăнма пуçларĕç. Куракансем тăвăллăн алă çупни каччăсене тата та тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарчĕ. Çĕнĕ трио пурне те эстрада юррисемпе тĕлĕнтерме тăрăшрĕ. Кунашкаллисене уйрăмах яшкĕрĕм килĕштерет. Таврари хĕрсем солистсене вăрттăн куç хĕсеççĕ. Шкул хорĕ районти конкурссенче яланах малти вырăнсене йышăнать, çавăнпа та Макçăм Кĕтеснер шкулĕнче вĕреннишĕн питĕ савăнать, тепĕр чухне мухтанать те. Çамрăк юрăçсем кӳршĕ ялсене концерпа кайма пушшех юратаççĕ. Макçăм унта мĕнле çынсем пурăннипе, вĕсем еплерех тумланнипе, шкул, Культура çурчĕ епле ĕçленипе кăсăкланать. Çав вăхăтрах тантăшĕсемпе паллашма та ĕлкĕрет. Вĕсен йышĕнче каччăсем кăна мар, хĕрсем те пур. Çапах унччен вуланă журнал хуплашки çинче асăрханă пикене пĕрмай аса илет, ăна курма ĕмĕтленет Макçăм. Трио солисчĕсем пурте профессионал юрăç пулма шут тытрĕç. Ваня Сергеевăн тăван аппăшĕ ав Шупашкарти Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче юрлать иккен, пиччĕшĕ вара − музыка театрĕнче. Ваньăн та сасси илемлĕ. Юлташне кура Макçăм та солист пулма ĕмĕтленчĕ. Ĕмĕтпе таçта та çитме пулать-ха... Анчах Макçăм сивĕре шăннипе тăтăшах ангинăпа чирлеме пуçларĕ. Ун пек чухне юрласси пирки шухăшлама та май çук. Макçăма больницăна вырттарчĕç, вăрах сиплерĕç. Çапах та юлашкинчен пыр парĕсене касмалла тесе пĕлтерчĕç тухтăрсем. Унсăрăн вĕсем чĕрене тата ытти органа сиенлĕ витĕм кӳме пултарасси пирки асăрхаттарчĕç. Операци хыççăн Макçăм тек юрлаймарĕ. Сасси пачах улшăнчĕ, янăравлăскер те уçăскер таçта çĕтрĕ. Ку кăна та мар-ха, пырĕнче ялан типпĕн тем чăрмантарса тăчĕ. Апла пулин те Макçăм юрра юратма пăрахмарĕ. Илемлĕ те çемçе кĕвĕллĕ, тарăн шухăшлă, юрăсене итлеме кăмăллать вăл. Пĕр-пĕр оркестр вылякан кĕвĕ тӳрех тыткăна илет ăна. Поль Мориа француз ертсе пыракан ансамблĕн произведенийĕсем, Евгений Дога молдаван, Михаил Таривердиев Раççей композиторĕсем хывнă юрăсем ăна уйрăмах килĕшеççĕ. Юрă тĕнчи чăннипех илĕртет, чуна савăнтарать. Макçăм хăй ăшĕнче те шав пĕр-пĕр юрă е кĕвĕ ĕнĕрлесе çӳрет. Çакă ăна ăмăр çанталăкра та кăмăлне çĕклеме пулăшать, кулленех савăнтарать. Кăткăс ыйту Пĕринче акăлчан чĕлхи вĕрентекенĕ Макçăмсен класне пулас професси пирки сочинени çырма киле ĕç панăччĕ. Малтанах ку ыйту питех шухăшлаттармарĕ-ха арçын ачана. Вăл хăвăрт кăна кĕске сочинени шăрçалнăччĕ. Унта хăй офицер пулма шухăшланине пĕлтернĕччĕ. Анчах хăш çарта хĕсметре тăрасси пирки шарламанччĕ. Арçын ачасем чылай чухне летчик, моряк е пограничник пулма ĕмĕтленеççĕ. Макçăм вăрах шухăшласа тăмарĕ, вăхăтра çырса парса лайăх паллă илес терĕ. Кăçал яш каллех пулас професси пирки шухăша путрĕ. Офицер пулĕ-и унтан? Вĕсен йăхĕнчен пĕр çар çынни те тухман-çке. Ашшĕ икĕ çул салтакра пулнă ĕнтĕ, килне кĕçĕн сержант званийĕпе таврăннă. Тепĕр чухне, кӳршĕ-аршă пуçтарăнсан, служба мĕнле иртни çинчен каласа пама юрататчĕ вара. Салтакра пулнă арçын яланах сумра çав. Пĕлĕшĕсемпе тăванĕсем кăсăклансах итлетчĕç. Макçăм та хăлха тăратсах тăнлатчĕ. Çул çитсен, паллах, вăл та çар ретне тăрĕ. Каччă йывăрлăхсенчен хăрамасть-ха, пĕчĕкрен хăнăхнă вĕсене. Виççĕмĕш класран пуçласа çуллахи каникулта кашнинчех колхозра ĕçленĕ. Тус-тантăшпа пĕрле утă пуçтарнă, хăмла татнă, çĕр улми кăларнă. Ялта ĕç нумай, пĕрре те пушă лараймастăн. Ир пуçласа каçчен е уй-хирте, е кил-тĕрĕшре тем тĕрлĕ ĕç те тупăнать. Ан ӳркен çеç. Аслисем хушасса кĕтсе тăмасть Макçăм. Ĕç тĕлне алли хăех пырать унăн, е пахчара йăран чавать, е çĕр улми анине хусăклать, е пуртă-мăлатук тытса кил картине юсать… Саккăрмĕш класс хыççăн Макçăм ашшĕн «Беларусь» тракторĕпе çӳреме вĕренчĕ те ял хуçалăх ĕçне пуçĕпех кӳлĕнчĕ. Ашшĕ ывăлĕшĕн савăнса пĕтереймест, килтисем вара ăна пысăк çын вырăннех хума пуçларĕç. Макçăмăн пĕр ырă йăла пур, ĕçе пуçличчен малтан ларса тĕплĕн шухăшлать, хăй ăсĕпе каллĕ-маллĕ виçет, тепĕр чухне хут çине çырсах план тăвать, юлашкинчен вара амăшĕпе канашлать. Ырă чунлăскер ăна яланах тĕрĕс сĕнӳ парать. Ывăлĕшĕн унăн сăмахĕ − чи хакли те пĕлтерĕшли. Шкул пĕтересси те инçе мар ĕнтĕ. Макçăм хăйĕн умĕнчи кăткăс ыйтăва çаплах татса параймасть-ха. Пĕрре мар шухăшланă вăл ун пирки, пĕрре мар пуç ватнă, анчах хăйне валли татăклă хурав тупаймарĕ-ха. Апла та виçсе пăхрĕ, капла та − пĕртен-пĕр çул-йĕр палăртаймарĕ. Тем тытса чарчĕ ăна, тем тăхтама хушрĕ. Ялта ӳснĕ каччăн, паллах, хăйĕн пурнăçне ялпах çыхăнтарас килет. Ĕçрен хăрамасть вăл. Эппин, кунта хăй валли шăл çемми ĕç тупатех. Кун пирки иккĕленмелли çук. Çавăн пекех Макçăм − тĕпкĕч, авалхи йăлапа килте тĕпе юлаканни-çке. Çемье вучахне сӳнтермелле мар унăн. Унсăр пуçне ку çуртра аппăшĕпе йăмăкĕ çитĕнеççĕ вĕт-ха. Вĕсемшĕн те яваплă туять хăйне арçын ача. Çамрăк пулин те йăлт ăнланать. Тулĕк тăван киле, çемьене тытса тăма ăçтан укçа-тенкĕ çитермелле? Вĕсен тăван ялĕнче «çăкăрлă» ĕç сахал çав. Çавăнпа та ял çыннисем укçа ĕçлесе илес тĕллевпе аякка çӳреççĕ. Шупашкарта та ĕç тупма çăмăл мар. Хастартараххисем, хăюллăраххисем çурçĕрелле, Çĕпĕрелле, тухса каяççĕ. Ытларахăшĕ - Тюмень облаçне. Вĕсенчен чылайăшĕ нухратне илсе килет-ха, анчах алăра тытма пĕлмест, икĕ-виçĕ эрнерех усăсăр тăккаласа пĕтерет. Унтан çак мĕскĕнсем каллех инçе çула тухаççĕ. Тепĕр чухне вăрăм укçа шыраса кайнисенчен хăшĕ-пĕри, шел те, пач хыпарсăр çухалать. «Пуйма кайнă, вилсе килнĕ», − тесе ахальтен каламан çав ваттисем. Макçăма кунашкал ĕç-пуç пачах та килĕшмест. Пурнăç йĕрки арканать ун пек тесе шухăшлать. Вăл лăпкă та телейлĕ çемьере çитĕннĕ, тăван ялне юратать, выльăх-чĕрлĕхе кăмăллать, хуçалăх техникипе аппаланма килĕштерет. Тин çеç çулнă курăк шăршине, тулли пучахлă хире, анчахрах сунă ăшă сĕте кăмăллать. Килти мунчара рехетленни мĕне тăрать тата!.. Вĕри чул çине шыв сапатăн та çан-çурăм каниччен хурăн милĕкĕпе çапăнатăн. Еплерех ырлăх! Унтан пахчана чупса тухатăн та сивĕ юр ăшне паш! кĕрсе ӳкетĕн. Эх!.. Ун пек çăтмах ăçта пур-ши тата?.. Ирхине автан сассипе ял вăранать. Ку-ка-ре-ку! Малтан пĕри сас парать, ун хыççăн ыттисем авăтма пуçлаççĕ. Хресчене вăраткăч кирлĕ мар. Каç кӳлĕм вара кĕтӳрен таврăнакан ĕнесем муклатса пырса кĕреççĕ яла. Чуна епле çывăх çак сассем... Ял илемĕн кĕвви чи паха симфонирен те хаклăрах пек туйăнать Макçăма. Яш тăван çĕр çинчех пурăнасшăн. Хăйне кăмăла каякан ĕçне те тупĕ. Анчах мĕнле професси суйлĕ вăл? Хальлĕхе хăй те пĕлмест-ха куна. Вăхăчĕ шухăшламалăх пур-ха. Вăл та хăвăртах иртсе кайĕ, сиссе те юлаймăн, умра − экзаменсем. Тĕрĕслеве халех хатĕрленме пуçларĕ Макçăм, алăран кĕнеке ямасть. Виçĕ çул каялла акăлчан чĕлхи учителĕ хушнипе çырнă сочинение Макçăм çĕнĕрен çырĕ. Çук, вĕрентекен валли мар, хăйне валли. Малтан тĕплĕ шухăшлĕ, пуç тавра çавăрттарĕ, çиччĕ мар, çитмĕл çичĕ хут та виçĕ... Тăван ял илемне ытараймасăр кунтах юлĕ-и, атте-анне килĕн тĕпкĕчĕ пулĕ-и е хулара хăйне тивĕçлĕ ĕç тупса тымар ярĕ... Шухăшлать-ха яш, шухăшлать, пурнăçăн тĕрĕс çулне шырать.