Тупмалли Пeр кунхине урамра Cутa пайaрки Чуччу Вaтанакан автан Хeрхенекен хур аcи Ылтaн алaллa aстасем Хeвел Ceлeк йaва Пулла кайсан Кураксемпе хурaнсем Чaвашла Хаклa хaна Пылак ача Парне Эп чунпа пуянрах Ир кyлeм Ытарми хeл Хeл илемe Ceнe cул Йeлтeрceсем Куян юрри Кашкaр сaмахe Ме-ке-кек Манaн маттур тусaмсем Тaлaх чeпeсем Тигр Теттесем Пылак пан улмисем Арпус Груша Cуркунне Eмeт Шкул карапe Лавcaсем Cумaр умeн Cумaр Хама cеc, тен, хaналас? Тата тaххaр пур Чунуccи Сaмах вaййи Cывaр, уйaх Ачалaх Туптарусем CEНE CУЛ Илeртyллe ирхине Ытарми тaван ене Cитрe тaчe Хeл Мучи — Сивe cурceр юрacи.   Пуcланать кecех Ceн cул, Кивe cул, чипер эс юл! Чeрере — уяв кeвви, Ирттeр япaххи, кивви.   Купaс калать cил ачи — Шурa кунсен вaйacи, Ташa ташлать юр пeрчи, Алa cупать Хeл Мучи.   Ват йaмра каш-каш кашлать, Ташлайманшaн хаш сывлать, Ывaннaн, пашка-пашка Сиккелет умра пакша.   Ceнe cул йaл-йaл кулать — Cут тeнчемeр савaнать. КУЯН ЮРРИ Йытaран та, ceленрен те Хaрамастaп нихacан. Cулaхчaр кaна — вeрентeп, Eмeр асaнec кайран.   Кирлe тeк тытса силлетeп Эпe ашкaнчaк тилле те. Кашкaра пeрре пaхсах Чeтреттерeп туххaмрах.   Упана? Сaмах та cук, Уттaр пaрaнса тyрех. Тигр-и? Вaй виcнe чух Маххa памaп пур пёрех.   Хeл Мучи cеc хaратать, Тaм илтерме пултарать. КАШКAР СAМАХE Эпe — Кашкaр кашаман, кашаман, Cут тeнче тaр-тaр чeтрет эп пуртан. Эп пуртан кашлать вaрман каш та каш! Эп пуртан хашкать куян хаш та хаш! Килeнчен тухмасть этем — эп пуртан, Йaвинчех выртать Кампур — эп пуртан.   Акa эпe мeнлескер, маттурскер, Хaратма та улама aстаскер. Кам танлашe-ши манпа, паттaрпа, Аш хыптармaш чeр чунпа, кашкaрпа? Мулкачран cеc шикленеп тепeр чух, Телевизорта кулать питe шух.   Мaшкaллать-cке юриех кунсерен, Сарчe чап вaл тeнчипех ман cинчен. Тарaхмастaп пур пeрех эп aна, Сумлa ятшaн тавтапуc Куяна.