Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Растворцев Андрей Васильевич Книга: Домовёнок Фока и его друзья Рассказ: Тӳпене çĕкленни Картишçĕ чунĕ тухаслах хăрарĕ пулин те, вĕçевçĕ пулса курчĕ: малтан ула курак çаклатса кайрĕ ăна, кайран тепĕр кайăк каялла илсе килчĕ. Çавăн хыççăн вăл çĕнĕ вĕçев çинчен ĕмĕтленме тытăнчĕ. Питĕ килĕшрĕ ăна çӳлтен çĕр çинелле пăхса пыма, уйрăмах çакă тĕлĕнтерчĕ: аялта чухне пурте санран пысăкрах пек туйăнать, çӳлтен пăхатăн та – йывăçсем те, çурчĕсем те – пурте санран пĕчĕк. Сенкер тӳпере вара хăвна улăп пекех туятăн. Анчах вĕçеве мĕнле йĕркелемеллине Картишçĕ тавçăраймасть-ха. Ларать вăл хăйĕн лупас тăрри айĕнчи пӳртĕнче шухăша кайса, тусĕсем çинчен те, кил управçин тивĕçĕсем çинчен те пĕтĕмпех манса. Сенкер тӳпе – акă мĕн канăç памасть ăна! Кăварçăпа Хĕрт-сурт тусне пулăшма шут тытрĕç. Малтанлăха вĕсем Хукка управçăпа канашласа пăхрĕç. Хукка питĕ ăслă, алли те ун ылтăн. Çавăнпа та кил управçисем вăл сывлăша мĕнле çĕкленмеллине пĕлессе шанаççĕ. Хукка пулăшма хатĕр иккен. – Вĕçес тĕк пурин те вĕçмелле вара, – терĕ вăл. Управçăсене ку шухăш çунатлантарсах ячĕ. – Вĕçетпĕр! Эпир те вĕçетпĕр! – тесе сиккелерĕç вĕсем. Çуткăç мучи кăна хытă иккĕленчĕ тӳпене хăпарасси пирки. – Унашкал ĕçпе аппаланма эпĕ ватă ĕнтĕ, – терĕ вăл. – Эсир вĕçĕрех, мана çĕр çинчен пăхса тăни те юрĕ. Хукка чупса кайса килĕнчен пысăк хăмпăн ӳкерчĕкне илсе килчĕ. – Акă. Эпир çакăн пек япала тăвăпăр! – терĕ вăл. Ыттисем пурте харăссăн кăшкăрса ячĕç: – Ур-ра! Эпир те хăмпă хăпартса вĕçĕпĕр! Вара пурте çийĕнчех ĕçе пикенчĕç. Кил управçисем кунăпех тĕрлĕ тĕслĕ хутсенчен темскер çыпăçтарчĕç, аялта шăтăк хăварчĕç. Хăмпи илемлĕ пулса тухрĕ вĕсен. Картишçĕ улăмран çирĕп çатан çыхрĕ, ăна уçă хăварнă шăтăк тĕлне сăпка пек çакса ячĕ. Кăварçă сăпка варрине хăйĕн юратнă краççын лампине вырнаçтарчĕ. Кирек хăш вăхăтра та каялла анма май пултăр тесе çип çăмхи илчĕç, вĕçне çĕр çинчи шалчаран çыхрăç, тепĕр вĕçне сăпкара çавăрса чĕркеме авăр турĕç. Çиппи ятарлă пушкар çине чĕркенет. Вĕçеве ирхине тухас терĕç. Тепĕр кунне ирхи апат хыççăн пурте хайхи хăмпă патне пухăнчĕç. Кăварçă краççын лампине чĕртсе ячĕ те, унăн ăшши вĕçмелли япалан шăтăкĕнчен кĕме тытăнчĕ. Кăçех хăмпă вĕри сывлăшпа тулчĕ, карăнчĕ, çӳлелле çĕкленме пуçларĕ. – Утăрья! Пирĕн те ĕç тухрĕ! – шлепкисене хаваслăн çӳлелле ывăтрĕç кил управçисем. Хайхи хăмпăн сăпки çĕртен уйрăлас патне çитсен Картишçĕ, Хĕрт-сурт, Кăварçă тата Хукка ун çине кĕрсе ларчĕç. Çуткăç мучи тытса тăракан япалине илчĕ те, хăмпă çӳлелле хăпарма пуçларĕ. Пушкар çаврăнса пынăçемĕн çиппи пушанса çитсен хăмпă çӳлте чарăнса ларче, урăх хăпараймарĕ. Тĕрлĕ тĕслĕскер аялтан пăхсан сенкер тӳпере хитре пан улми пек çакăнса тăрать! Кил управçисем çăмха çиппи çитнĕ таран хăпарчĕç. Нихçан курманнине курчĕç вĕсем кунтан. Туссем сăпкара енчен енне чупа-чупа пăхса тĕлĕнчĕç, савăнчĕç, пĕрне-пĕри саламларĕç. Вĕсем тавра тĕрлĕ кайăксем вĕçсе иртрĕç, мĕн япала-ши ку тесе сăнарĕç. Картишçĕ вара, çакăн пек çӳллĕшне иккĕмĕш хут улăхнăскер, пӳрнипе çĕрелле кăтартса хаваслăн кăшкăрчĕ: – Курăр-ха эсир, курăр, çынсем мĕнле пĕчĕк аялта! Çурчĕсем мĕнле пĕчĕк тата! Эпир вĕсемпе танлаштарсан – улăпсем! «Улăпсем» çӳлтен пăхаççĕ, аялта вара çаран çинче пĕчĕк ĕнесем çӳреççĕ, пĕчĕк юхан шывра пĕчĕк хурсем ишеççĕ. Çулсем çинче вара кăткăран та пĕчĕкрех машинăсем унталла-кунталла чупаççĕ. Мĕнле интереслĕ, мĕнле хитре! Кил управçисемшĕн ку чăн-чăн тĕлĕнтермĕш, ниçта шăнăçайми савăнăç пулчĕ. Вĕсем пурте нихçанхинчен хытăрах хĕпĕртерĕç, хăйсемпе пĕр шайра вĕçсе çӳрекен хăлатсемпе кăйкăрсем пекех çунатланчĕç. Акă ĕнтĕ краççын лампи сӳнчĕ, хăмпă ăшĕнчи сывлăш сивĕне пуçларĕ, вара туссем ерипен çĕр çине анса ларчĕç. Эх, мĕн чухлĕ ырă туйăм çуратрĕ кил управçисен чун-чĕринче çӳл тӳпене çĕкленни! Кайран, кĕрхи çумăрлă та тĕтреллĕ каçсенче, техĕмлĕ чей ĕçе-ĕçе мĕн чухлĕ калаçмарĕç пуль вĕсем çав вĕçеве аса илсе! Питĕ мăнаçланчĕç туссем хăйсен вăйĕпе çавăн пек чаплă вĕçекен япала ăсталама пултарнипе. Унтан та ытларах хăйсен хăюлăхĕпе мăнаçланчĕç. Вĕсен калаçăвне итлесе ларакан Çуткăç мучи вара хăйĕн тусĕсене кашнинчех кăштах ăмсанчĕ. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.