Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Растворцев Андрей Васильевич Книга: Хранители очага Рассказ: Çумǎр Çеруш асламăшĕ патне яла килчĕ. Каникул кунĕсене ирттерме. Пĕрремĕш класс пĕтернишĕн вăл питĕ савăнать, мăнаçланать. Халĕ ĕнтĕ вăл питĕ ăслă, ăна нимпе те тĕлĕн-тереймĕн. Çеруш сĕтел хушшинче ӳкерсе ларатчĕ. Сасартăк тулта тем шавлама пуçларĕ. Арçын ача чӳречерен пăхрĕ. Урамра çумăр çăвать иккен. Тепĕр чӳречерен вара хĕвел шăрантарса пăхать. «Ун пек пулма пултараймасть-çке», – терĕ те ăшĕнче Çеруш крыльца çине тухрĕ. Çумăрăн шултра тумламĕсем тусанлă сукмак çине çеç ӳкеççĕ, анчах малалла каймаççĕ. Асламăшĕн çерем çинче курăк çисе çӳрекен хурĕсем пĕр-пĕрин çине тĕлĕнсе пăхаççĕ: вĕсенчен пĕрисем çине çумăр ӳкет, теприсем çине ӳкмест. Карта çумĕнче тĕлĕрсе выртакан сысна çури те ниепле те тăна кĕреймест: мĕнле-ха капла, унăн çурăмĕ çинче çумар ташлать, пуçĕ вара хĕвелпе пиçĕхет. Çеруш тĕлĕннипе кулса ячĕ, сукмак урлă чупма тытанчĕ: пĕрре унталла, тепре кунталла, пĕрре унталла, тепре кунталла. Калама çук тĕлĕнмелле вĕт-ха: пĕр енче çумăр çăвать, тепĕр енче çумасть! Кăштахран çумăр чарăнчĕ, ешĕл çерем урлă тем пысăкăш асамат кĕперĕ карăнчĕ... Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.