Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Растворцев Андрей Васильевич Книга: Домовёнок Фока и его друзья Рассказ: Пӳрт-çурт пуçтарни Пĕр ăшă та хĕвеллĕ çу кунĕ Хĕрт-сурт, Картишçĕ тата Кăварçă пурăнакан çуртри кил хуçи арăмĕ пӳрт-çурт пуçтарма шутларĕ. Хĕл каçса çăва тухнă хыççăн яланах çапла тăвать вăл. Упăшкипе ачисене вырăн таврашĕсемпе кавирсене шаккаса-силлесе тасатма кил хушшине кăл арче, хăй вара пӳртри ĕçĕсене тума юлчĕ. Кил управçисем виççĕшĕ те ăна пулăшма пикенчĕç. Хĕрт-сурт урайĕнчи çӳп-çапа, кăмака хыçĕнчи эрешмен картине шăпăр айнелле тĕкет, сĕтел-пукан айĕнчи, диван хыçĕнчи хĕлĕпе пуçтарăннă тусана пĕр çĕре пухать. Алă çитмен вырăнсене кĕрсе тухать вăл, ачасем кăранташ шĕвĕртнĕ чух, канфет çинĕ чух ӳкерсе хăварна çӳп-çапа тупса тухать, Çĕнĕ çул уявĕнчен пытанса юлнă теттесене, пĕчĕк тӳмĕсене, пластилин юлашкисене, ытти ăпăр-тапăра курăнакан вырăна тур-тать... Кăварçă чӳрече кантăкĕ çинчи çумăр шывĕн йĕрĕсене, çыпăçса-хытса ларнă тĕпренчĕксене куçа курăнмалла пултăр тесе хĕвел çути ӳкерсе тăрать. Картишçĕ те тар юхтарсах ĕçлет. Вăл хăйĕн пĕчĕк урисемпе кавирсене, урай саррисене таптаса тусанне кăларать. Кавирсем çинче ташланă чух тусан çĕкленнипе питĕ сунаслаттарать, апла пулин те Картишçĕ хăй ĕçне пăрахмасть. Çапла яра кун тăрмашрĕç. Пурте лăштăрах ывăнчĕç: хуçасем те, кил управçисем те. Анчах пӳртри тирпейлĕх, таса та уçă сывлăш ĕшенĕве тӳрех ирттерсе яраççĕ. Чӳрече кантăкĕсем йăлтăртатса кăна тăраççĕ, хĕвел те таса урай тăрăх кăмăллăн шăвать. Кавирсенчен çурхи ырă шăршă кĕрет, вĕсем çинче пĕр тусан пĕрчи те кураймăн. Сĕтел çи виттийĕсем те тасалăхпа çиçсе тăраççĕ. Хуçа арăмĕ тутлă пӳремеч пĕçерчĕ. Паллах, кил управçисене тав тума та манмарĕ. Вĕсем те техĕмлĕ апат-çимĕçпе хăналанчĕç. Пурте кăмăллă, пурте хаваслă. Таса кил-çурт чуна та тасатать. Кăварçă, Хĕрт-сурт тата Картишçĕ чей ĕçсе ларнă чухне пĕр-пĕрин умĕнче хăйсен ĕçĕпе кăштах мухтанкаласа та илчĕç. Унашкал йăла çук мар çав вĕсен. Чăнах та, хăвăрах шутлăр-ха ĕнтĕ: вĕсем хутшăнмасан, вĕсем пулăшмасан пулаятчĕ-ши çакăн пек хăтлăх?! Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.