Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Растворцев Андрей Васильевич Книга: Хранители очага Рассказ: Кук тĕрри Кĕçĕр хĕллехи тĕксĕм пĕлĕтсем таçта кайса çухалчĕç. Ирпе ирех çӳллĕ-çӳллĕ сенкер тӳпене çурхи хĕвел хаваслăн ярăнса тухрĕ. Питĕ пысăк тата калама çук çутă вăл, кĕçех ăшшине сапма тытăнчĕ. Пӳрт тăрринчен çакăнса тăракан йĕке евĕрлĕ пăр тумламĕсем кăçех пат та пат тумлама пуçларĕç, унта та кунта пĕчĕк юхан шывсем шăнкăртатма тытăнчĕç. Кĕртсем тĕксĕмленчĕç. Йывăç тураттисем çинче çерçисем хаваслăн чĕвĕлтетме пикенчĕç. Çуркунне ăшши пурне те савăнăç парнелерĕ. Эпир те шăллăмпа иксĕмĕр урамалла тухса вăçтертĕмĕр. Çурхи кăмăл пире те çĕнĕ вăй-хал пачĕ. Хутран хуçлата-хуçлата кимĕсем, карапсем тăватпăр эпир, вĕсене шывсем тăрăх тинĕселле ăсататпăр. Каçа хирĕç шăллăм ман çине пăхса илчĕ те çавăнтах кăшкăрса ячĕ: – Сан питӳ çине кук тĕрри тапса тухнă! Кук тĕрри, кук тĕрри, чĕрӳ санăн чăх чĕри! – Шăллăм, эпĕ санран çӳллĕрех, çавăнпа хĕвел патне те санран çывăхрах. Акă мĕншĕн парнелерĕ мана вăл çуркунне паллине, кук тĕррине. Эсĕ пуррине вара хĕвел асăрхасшăн та пулмарĕ, ма тесен эсĕ пĕчĕк çеç-ха. Шăллăм капла каласан кӳренчĕ. Унтан чĕвен тăчĕ, хĕвеле майлă çаврăнса ун çинелле пăхрĕ. Питĕ тăрăшрĕ вăл хĕвел хăйне те асăрхатăр тесе. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.