Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Растворцев Андрей Васильевич Книга: Хранители очага Рассказ: Хăюллă кăсăя Пулăçă пăр çинче ларать, пĕчĕк вакран пулă хыççăн пулă туртса кăларма ĕмĕтленет. Анчах пулли кĕмест, çавăнпа ăна тунсах пусать. Сасартăк ун патне пĕчĕк кăсăя вĕçсе пырать. Тавралла виçĕ çавра тăвать те пулăçăн хулпуççийĕ çине ларать. Пулăçă тĕлĕнсех каять. Кайăк хура çĕлĕклĕ пĕчĕк пуçне, пулăçă пекех, тарăн вак еннелле çавăрса шăтарасла пăхма тытăнать. Унтан хулпуççи çинчен пулăçă чĕркуççийĕ çине сиксе анать, унталла-кунталла чупкаласа илет, хăюллăн вак анине пырса вырнаçать. Енчен енне пăхкаласа лару-тăрăва хак панă хыççăн хайхискер вак анинченех аялалла сăнама тытăнать. Пулăçă тĕлĕннипе ахлатса ярать! Кăсăя нимрен те хăрамасть иккен. Акă вăл вак тĕпнеллех анса вăлта вĕçĕнчи пулă çимĕçне сăхма тытăнать. Ǎна васкавлăн çисе янă хыççăн пăр çине сиксе тухать те пулăçа хăюллăн куçĕнчен пăхать. Кичеммĕн ларакан пулăçă хаваслансах каять, хайхи пулă çимĕçне пăр çине кăларса хурать. Çи, маттур кăсăя, çи... Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.