СОДЕРЖАНИЕ Пeрремeш сыпaк Пeрремeш сыпaк П?рнеске acта пурaнать? Мaкaнпи ятлa пeчeк хeре тeл пулни. П?рнеске патпне Мaкaнпи пурaнма куcатъ. Ку вaл, ачасем, Атaл ятлa аслa шыв хeрринче пулса иртнe. Атaл шывe калама cук сарлака. Пeр cырантан тепeр cыранe кaшт cеc курaнать. Атaл тaрaхeнче вара, хaвaрах пeлетeр eнтe, мeн авалран cапла тeлeнмелле ecсем пулса иртеcce. Аслa Атaл варринче пeчeк утрав пур. Cак утрав йeри-тавра питe aшaх. Cавaнпа кунта ни пaрахутсем ишсе килеймеcce, ни пулacсем пул тытма c?реймеcce. Утрав cинче пeрре пaхма никам та пурaнмасть тейeн cав, питe шaп кунта. Чим! Такам пур мар-и кунта? Cапла, cак утрав cинче П?рнеске ятлa пeчeк пукане пурaнать. Мeншeн П?рнеске тесе чeнеcce тетeр-и? И-и, чухлас пулать eнтe, ара, cак пукане чaннипех те пуc п?рне пысaкaш cеc. Cавaнпа ячe те П?рнеске eнтe унaн. Тепeр чухне эсир, ачасем, ун умeпех aна курмасaрах иртсе кайма пултаратaр, ара, пуc п?рне пысaкaшскере aна асaрхасси те caмaл мар. П?рнеске кунта пeр-пeччен пурaнать. Вaл йывac-курaкпа питe туслa, ирсерен сывлaм шывe ecет, кaнтaрла вара апат-cимec хатeрлеме утрав варринелле тухса каять. Унaн кунта хaйeн тeнчи, хaйeн сунар кайaкeсем, хaйeн выльaх-чeрлeхe. Кaткaсем aна хaйeн сeтне параcce, чавкапуc чечекeнчен вaл пыл пухать, премeк курaкне вара caкaр вырaнне cиме пултарать. Cапла cул c?ресе таврaнать те П?рнеске хeвел ансан п?ртне кeрет. Cывaрма выртать. Ч?речисене те, алaкне те вaл нихacан та питeрмест, мeншeн тесен унaн п?рчe умeнче ceрeпех шaрчaксем сeрме купaс калаcce. П?рнескене ыйхaран шaнкaрав чечекeсем шaнкaр-шaнкaр шaнкaртатса вaратаcce. «Пaхма мeнлерех вара вaл П?рнеске?» – тетeр-и? Пaхма вaл, ачасем, пирeн пекех. Cавра питлe, каcaр сaмсаллa, хура куc харшиллe. Куce хaйeн хaмaр та самаях хaнчaр. Ара, пукане куce cапла пулмалла та. Пурне те курмалла та-ха унaн, атту пeри-пeри aна тепeр чухне таптаса та кайма пултарать... Cамки хайхискерeн пысaк. Ара, ырa пуканесен cамки пысaк пулмалла eнтe, мeншeн тесен унaн нумай шухaшламалла, инкеке лекнe кашни чeрe чуна епле пулaшассине пeлмелле. Хaлхи те П?рнескен пысaк. Ара, тав-рара пулса иртнине йaлтах илтмелле eнтe. Питcaмартийe вара пиcсе cитнe улма пек. Тути хулaн. Пуcне вaл шeвeр вecлe калпак тaхaннa. Калпакне унaнне юман хуппинчен Каюра тусe ceлесе панa. Калпакe cине вaл яланах чавкапуc курaкe тaрaнтарса лартать, вара пeр-пeр авалхи cар пуce пекех туйaнать. Унaн калпакe cинчи чавкапуc курaкe cине час-часах ывaннa пыл хурчeсем вecе-вecе пыраcce, унта ларса канаcce, нектарне пухса апат тaваcce те малалла пыл пуcтарма вecсе каяcce... П?рнескен халачe те питe хитре, шап-шурa. Тeррине, тeррине пaхaр-ха, ачасем, ? епле хитре тeрe пур ун халачeн аркинче! Халата aна лeпeшсем тeрлесе панa. Эсир пeлетeр пуль eнтe, лeпeшсем ку утрав cинче чи aста художниксем шутланаcce. Вeсем епле художник пулса кайнине пeлес тетeр-и тата? Aна та калам, эппин. Тахcан eлeк лeпeшсем пурте пeр тeслe, шап-шурa пулнa. Пeррехинче cапла лeпeш чeппи хaй амaшне паллайман та, ара, пурте пeр тeслe те-ха вeсем, паллайман та ют ceре лекнe. Кунта икe лeпeш пурaннa, вeсен ачи-пaчи пулман. Вeсем вара хaйсем патне cапла лeпeш чeппи лекнeшeн савaнсах кайнa, aна усрава илес тенe. Cакaн cинчен, чeппи аташса кайса урaххисем патне лекни cинчен, амaшe пeлнe те часрах унта вecсе пынa. Анчах лешсем чeппине парасшaн мар, пирeн пата вaл хaй килсе лекрe, тенe. Лeпeш амaшe чeппине часрах тaван килне илсе каясшaн пулнa. Хайхи хирec? тухса кайнa. Пeчeк лeпeшe те, паллах, тaван килне туртaннa eнтe. ? Анне, аннеceм! ? тесе кaшкaрнa вaл вeceмсeр. Амaшe, паллах, aна хaйпе илсе кайнa eнтe. Cавaнтан пуcласа вара, чeпписем хaйсен амaшне часрах палласа илмелле пултaр тесе, кашни лeпeш cунаттисене хaй евeрлe сaрлама тытaннa. Акa мeншeн тeрлe тeслe, тeрлe тeрeллe лeпeшсем пур eнтe ceр cинче. Акa мeншeн лeпeшсем aста художник пулса тaнa eнтe... П?рнеске халачe cийeнчен пилeкне вaрaм, илемлe пиccихине cыхнa. Пиccихийe те унaн хайне евeрлe, aна вaл c?cе курaкeнчен явса тунa. Кун пек хитре те вaрaм c?cе курaк cак утрав cинче кaна ?сет. Урине пукане хeрлe атa тaхaннa. Атти те унaн ытарма cук чипер, кунчисене шурa йeрсемпе те cаврашкасемпе илемлетнe. Ку та лeпeшсен ecех. Cапла пeр лeпeшe унaн халатне илемлетнe чухне астумасaр сaррине тaкса янa. Сaррине утравaн тепeр енчен шaрчaксем пeчeк урапапа тин cеc турттарса килнe пулнa. Темиcе пeрчe сaрa П?рнескен атти cине те ?кнe. Лeпeш cакна курнa та вара унaн аттине тe сaрлас тенe, шурa йeрсемпе те cаврашкасемпе илемлетме тытaннa. Чим, эпe сире тата чи кирли cинчен калама маннa-cке. П?рнескен тата хec, чaн-чaн хec пур. Ана вaл яланах хaй cумeнче cакса c?рет. Хeceн аврине ылтaнпа, йeннине кeмeлпе илемлетнe. Ылтaнe-кeмeлe вара хeвел cинче ытарайми cиcсе ялкaшать. Cав ырa кaмaллa пeчeк пуканене хec мeн тума кирлe тесе ан шухaшлaр. Ырa кaмaллa пулнa пиркиех хece кирлe те eнтe aна, ара, унaн мeн чухлe пeчeк чeрe чуна усал-тeселтен сыхлама лекет... Хece пурри пиркиех eнтe П?рнеске яланах пур усал-тeселе те хирec тaма, кашни мeскeн чeрe чуна кирлe чухне пулaшма пултарать. Акa мeнле пукане вaл cав аслa Атaл варринчи пeчeк утрав cинче пурнакан П?рнеске. Халe eнтe эпир, ачасем, П?рнеске мeнле кaмaллине, мeнле тумлине, мeнле сaнлине пeлтeмeр. Халь eнтe эпир aна кирек acта курсассaн та палласа илме пултаратпaр. Cапла-и? Пeррехинче П?рнеске ирхине ирех, шaнкaрав курaкeсем шaнкaр-шaнкaр шaнкaртатма тытaнсанах, вaранчe те лайaх cавaнса тумланнa хыccaн пахчине тухрe. Сасартaк вaл ч?рече умeнче халиччен курман чечеке асaрхарe. Чечекe пысaк... Тeлeннипе П?рнеске чечеке унтан та пaхрe, кунтан та пaхрe. Сасартaк: ? Аван-и, П?рнеске! ? тени илтeнчe. ? Кам ку? ? тeлeнчe П?рнеске. ? Ара, никам та cук-cке кунта. ?  П?рнеске  тeлeннипе  хaлхисене сиккелентерсе илчe. Йaли cапла унaн. ? Чим, сасa cакaнтан илтeнчe мар-и? Ак япала! Епле тeлeнмелле чечек. Ку, тем, ахальтен капла мар. Кунта такам cук пулe те. Чим, сaнасах пaхам-ха... ? П?рнеске чечек aшне пaхас терe cеc, лешe c?лелле, c?лелле ?сме тытaнчe. Эй, тeлeнтермeш! ? терe те П?рнеске нимeн тума пeлеймесeр шухaша кайрe. Cав хушaра каллех сасa илтeнчe. ? Аван-и, П?рнеске! Эпe ку. Эпe, пeчeк херача. Мана Мaкaнпи тесе чeнеcce. Ку чечек ? манaн cуртaм. ? Эпe вара ? пeчeк пукане, ? тесе хуравларe П?рнеске. Унтан чaтаймарe, хуллен cапла ыйтрe: Итле-ха, эсe мeнле лекнe унта? ? Эпe кунта cуралнa, ? кaмaллaн хуравларe пeчeк хeр, унaн сасси пуканене хитре юрa пекех илтeнчe. ? Ку мeнле чечек пулчe вара? Тем, паллаймарaм aна. Кун пек чечек утрав cинче халиччен ?сместчe мар-и?  терe П?рнеске хeрача cинчен тeплeнрех пeлес шутпа. ? Ку чечеке мaкaнь теcce. Мана cавaнпа, cак чечек aшeнче cуралнипе eнтe, Мaкaнпи теcce, - aнлайтарса пачe пeчeк хeрача кaмaллa сассипех. ? Мaкaнпи, ? терe П?рнеске, ? ан ман пата. Атя пeрле выльaпaр. ? Хaвпа пeрле выляттарас тетeн пулсан, санaн мана сывлaх сунмалла, вара хaв патна тухма ыйтмалла. Ун чухне тин ман cурт аялалла анe. ? Сывлaх сунатaп, Мaкaнпи, ? терe П?рнеске савaнса кайсах. ? Тух ман пата. Cакaн хыccaнах чечек аялалла анса-анса пыра пуcларe, акa, ceр патнех cитрe. Хайхи мaкaнь cеcки уcaлса кайрe те унтан пeчeк хeрача сиксе тухрe. Вaл хeрлeпе сарa cипрен тeртнe пусмаран ceлетсе тунa икe аркaллa кeпепе, хaйeн cивeчe вaрaм, пуceнче хeрлe тутaр. Пичe-куce вара ытарма cук хитре. П?рнеске хeрача патне чупса пычe те aна ачашшaн сылтaм аллинчен тытрe. Вара иккeшe ташлама, сиккелеме тытaнчec. Вeсем савaннине шaрчaксем курчec те т?рех хaйсен сeрме купaсeсене калама тытaнчec. Мaкaнпипе П?рнеске вара кeвe май ташларec те ташларec. Вылянa-ташланa май вeсем хaйсене валли юрa та шутласа тупрec: Шaнкaр-шaнкaр шыв юхать те, Шaнкaр-шaнкaр шыв юхать. Шaнкaрч чeппи шыв ecет те, Шaнкaрч чeппи шыв еcет. Ян-ян каять, сас каять те, Ян-ян каять, сас каять. Пирен маттур сасa ку та, Пирeн маттур саса ку. П?рнескепе Мaкaнпи те, П?рнескепе Мaкaнпи Иккeш вaиa выляcce те, Иккeш вaйa выляcce...   Юррине юрласа пeтерсен вара Мaкaнпи: ? Ай, юлташ пулсан, выляма та мeн тери лайaх! - терe. ? Эпe те пeччен пурaнса йaлaхса cитрeм, ? хaй шухaшне каламасaр чaтаймарe П?рнеске. Вeсем иккeшe те выляма чарaнчec. ? Канар-ха кaштах, - терe хeрача. ? Канар, эппин. Каннa май кaштах калаcaпaр та. Кала-ха, Мaкaнпи, чечек aшeнче пурaнаканскер, эсe йывac-курaка питe юрататaн пулe? ? Юратмасaр! Мeн тери хитре йывac-курaк ?сет те, ара. ceр cинче. Эсe те йывac-курaка юрататaн-и? ? Эпe те юрататaп.  Cавaнпа cак утрав cинче пурaнатaп та eнтe. Итле-ха, Мaкaнпи, атя ман п?рте кайса курар. ? Атя. Анчах та каялла килнe чухне аташса каймaп-ши эпe? ? Cук, эпe сана aсатсах ярaп. Кунти кашни тeмескене лайaх пeлетeп эпe. ? Апла атя, кайaпaр. П?рнеске Мaкaнпие аллинчен cавaтрe те хaй п?рчe патне илсе кайрe. Вeсем п?рте шалах кeчec. ? Ай, мeн тери хитре cурт! ? савaнса кайрe Мaкaнпи П?рнеске п?ртне курсан. – Мeн тери пысaк! Пурaнма та ирeк кунта. Пeчeк хeр аллине cупса илчe те cил кaларса ташлама тытaнчe. Унaн кeпи арки cиле пула кaшт ceкленчe те чутах aна c?лелле вecтерсе каймарe. Юрать П?рнеске хeрачана аллинчен тытса eлкeрчe. ? Ой, тавтапуcах, П?рнеске. Эсe питe ырa кaмaллa, чaн-чaн тус, – тав турe aна Мaкaнпи. П?рнеске хaйне мухтанипе вaтанса кайрe те ним сaмах чeнме те пeлмерe. ? Ман п?ртре, чечек aшeнче, тaвaртарах cав кaштах. ? Апла ман пата пурaнма юл, Мaкaнпи. Пире кунта иксeмeре те питe лайaх пулe. Ман п?ртeм аслa. ? Хаваспах юлатaп, П?рнеске. ? Юл, юл, Мaкaнпи. Эпир иксeмeр питe килeштерсе пурaнaпaр. Юрать-и? Ирсерен эпe тaрса тумланaп та хамaра валли cимешкeн пыл пуcтарaп. ? Эпe вара киле юлaп та сана кeтeп. Юрать-и? Эсe килессе кeтсе юрла-юрла п?рт-cурт aшчиккине илемлe чечексемпе хитрелетeп, кантaксене шaлса кайaп. Cапла кун хыccaн кун иртe, эпир иксeмeр калама cук телейлe пулaпaр. Мaкaнпи П?рнескене аллинчен тытрe те юрласа ячe: Шaнкар-шaнкар шыв юхать те, Шaнкар-шaнкaр шыв юхать. Шaнкaрч чeппи шыв ecет те, Шaнкaрч чeппи шыв ecет...   Иккeмeш сыпaк   Мaкaнпипе П?рнеске инкеке лекнe Лeпeше caлаcce. Ceр пус пуличчен ceр тус пултaр тени тeрссси палaратъ. Тискер эрешменпе cапacни.   Пeррехинче Мaкaнпипе П?рнеске п?ртeнчен тухрec. Сасартaк вaйсaррaн кaшкaрни илтeнсе кайрe: ? Пулaшaр! Пулaшaр! ? Такам пулaшу ыйтать мар-и? ? терe те П?рнеске лайaхрах илтес тесе ик хaлхине чанках! c?лелле ceклерe. ? Ой, хaратaп эпe! ? c?cенсе илчe Мaкaнпи. – Пирeн утрав cине тaшмансем тапaнмарec пуль те... ? Ан хaра, ? лaплантарма васкарe aна П?рнеске. ? Хамaр утрав cинчех тaшманран хaраса тaмaпaр-ха. ? Вaл cавaнтах хecне йeннинчен туртса кaларчe. Хурca хece хeвел cинче cиceм пек ялтaраса илчe. – Тaшмана эпир aна ак cак хурca хecпе aса кeртeпeр! – кaшкaрса ячe паттaр пукане. ? Пулaшaр! Пулaшaр! – каллех илтeнчe кaшкaрнa сасa. ? Ой, чaнах та такам пулaшу ыйтать! Ун сассине эпe те илтрeм! – терe Мaкaнпи. ? Апла aна пулaшмалла! – хeceпе сулса кaшкaрса ячe П?рнеске. – Ав cав енчен, кaнтaртан илтeнетунaн сасси. Пукане часрах сасa илтeннe енне чупса кайрe. ? Чaнах та сасa cав енчен илтeнет! ? терe те Мaкaнпи П?рнеске хыccaн ыткaнчe. Вeсем кaвак cеcкеллe утмaлтурат патне чупса cитрec. Чечек хыceнче ахлатни илтeнчe. П?рнеске утмaлтурат cеcкине сирчe те ниcта кайса кeрейми cапкаланакан лeпeше асaрхарe. Хaй шап-шурa, cуначeсемпе cурaмe cинче вара икшер хура йeр, cавaнпа П?рнеске aна т?рех палласа илчe: ку - Тeпeш ятлa лeпeш, леш хайхи унaн атти cине сaрa тaкса яраканни. ? Пулaшaр! ? вaйсaрланнa сассипе тепре кaшкaрчe Тeпeш, П?рнескепе Мaкaнпие курсан. ? Ах, шуйттан эрешменe! ? cилленсе кaшкaрса ячe П?рнеске. ? Ав епле тертлентересшeн иккен вaл манн туссене! Эрне каялла вaл ман cурта та cапла хaй картипе хупaрласа илесшeнччe. Ун чухне эпe унaн мeнпур картине ceмeрсе тaкрaм, хaйне утрав cинчен яланлaхах хуса ятaм. Кунта унaн юлашки карти юлнa пуль-ха. ? Пулaшaр, caлaр! ? хaйaлтатса сасa пачe каллех лeпeш. ? Пулaшaпaр, пулaшaпaр, лeпeш тусaм! ? терe aна лaплантарса П?рнеске, унтан Мaкaнпие чeнчe. – Эсe эрешмен картине cав енчен ват, эпe ку енчен кeрсе ceмeрем. Мaкaнпи калаca-калаcа эрешмен картине тaпaлтара пуcларe: ? Ан пултaр эрешмен карти ceр cинче. Ан пултaр! П?рнескепе Мaкaнпи питe маттур ecлерec, вeсем эрешмен картине ватса тухрec те лeпeше танатаран хaтарчec. ? Тавтапуc сана, П?рнеске. Тавтапуc сана, Мaкaнпи. Тавтапуc сире, тусaмсем, ? вeceмсeр тав тума тытaнчe инкекрен caлaннa лeпeш. ? Хaтартaр мана танатаран. Юрать-ха, тискер эрешмен хaй килсе cитеймерe, атту эпe сире курайман та пулaттaм. ? Cук, cук, ырa тусaм, эрешмен пирки ан шухaшла, – лaплантарма васкарe aна П?рнеске. – Эпe aна утрав cинчен хусах ятaм. Текех вaл пирeн утрав cине килес cук eнтe. Вaл текех... Анчах вaл калас сaмахне те вecлеймерe, сасартaк cилeллeн кaшкaрни илтeнсе кайрe: ? Хурах! Хурах! Cаратрec мана! Cаратрec... Утрав cине эрешмен aшталанса чупса тухрe. ? Ку лeпeш ман танатана лекнe. Ман чура вaл. Парaр мана хам чурана! Парaр! ? кaшкaрма тытaнчe вaл. Лeпeш, хaраса ?ксе, Мaкaнпи cумне йaпшaнчe. ? П?рнеске, ан пар лeпeше cав тискер эрешмене! – кaшкaрчe Мaкaнпи. – Ан пар! ? Хaратaп, хaратaп эпe эрешменрен! – тесе лeпeш cаплах Мaкaнпи cумнерех йaпшaнчe. ? Ан хaра, лeпeш. Ан хaра, эпe пур чухне сана никам та к?рентереймe! – терe те П?рнеске, хecне хытaрах cатaрласа тытса, эрешмен еннелле ярса пусрe. ? Хурах! Cаратрec мана! – cаплах кaшкaрса тaчe лешe. ? Халех тасалнa пултaр кунтан! - хушрe aна П?рнеске. – Асту, эрешмен. Юлашки хут калатaп сана! Тасал ман куc умeнчен. Тепре тeл пулсан, пуcна касса тататaп. ? Хурах! – кaшт каялла чакса паcaрхинчен те хытaрах кaшкaрма тытaнчe эрешмен. – Ырaпа калатaп сана, П?рнеске, пар ман танатана лекнe лeпeше! Ку П?рнескене питe тарaхтарса ячe: ? Эс тата хaратса тaратaн-и-ха! ? кaшкaрса ячe те вaл эрешмен енне хeceпе сулса ячe. Лешe чул хыcне тарса ?крe те шыв еннелле cил пек сaптaрчe. ? Асту, П?рнеске, эпe сана аса илтерeп-ха! – кaшкaрчe аякран. ? Хама к?рентернине манмастaп эпe! Асрах тыт, тавaратaпах сана куншaн! Анчах П?рнеске эрешмен хaратма пaхнине пeрре те шута хумарe, вaл кaшкaрашнине хирec кулса cеc ячe. Чaннипех те хaйeн утравe cинче вaл никамран та хaрамасть. Ырa пукане Мaкaнпипе лeпeше аллинчен тытрe те вeсене хaй килнелле cавaтса кайрe, хуллен юрлама тытaнчe: Шaнкaр-шaнкaр шыв юхать те, Шанкaр-шанкaр шыв юхать. Шaнкaрч чeппи шыв ecет те, Шaнкaрч чeппи шыв ecет...   Мaкaнпипе Тeпeш те пeрле хыттaн юрлама тытaнчec: Ян-ян каять, сас каять те Ян-ян каять, сас каять. Пирeн маттур саса ку та, Пирeн маттур сасa ку. П?рнескепе тусeсем те, П?рнескепе тусeсем Пeрле вaйa выляcce те, Пeрле вaйa выляcce. Тус-йыш пeрле пулнa чух та, Тус-йыш пeрле пулнa чух, Пире тaшман хaруш мар та, Пире тaшман хaруш мар...