Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Никифор Тарасович Васянка Книга: Йӑлӑмра = В заволжском лесу Рассказ: Утравпа çурутрав – Атьӑр, ачасем, Атӑл варринчи ешӗл курӑнакан çӗр тавра çаврӑнса килӗр. Ялтан пирӗн пӗлӗш – шкул ачи килнӗ. Вӑл Олег ятлӑ. Атӑл леш енне те каçса курман. Уйрӑмах çав шыв варринчи çӗрсене кайса курасшӑн. – Атьӑр! – Анчах мӗнле? Мӗнпе кайӑпӑр? – Кимӗпе. Пирӗн урамра пурӑнакан Сережа ашшӗ кӳршипе пӗрле çӗр выртмаллах пулла кайнӑ. Эрикпа иксӗмӗрӗн Сережӑпа Тольӑна ун патне леçсе хӑварас пулать. Халех эпир Кивӗ Атӑл таппине кимӗпе каятпӑр, – терӗ Коля. Атӑл хӗрринчи сӑртлӑхрах вырӑнта шӑкӑлтатса калаçакан Сережӑпа Толя пырса тӑчӗç. Олега хӑйсемпе пӗрле илсе кайма вӗсем те хаваслансах килӗшрӗç. Ачасем çӳреме юратаççӗ. Шыв хӗррине чупса анчӗç те Кольӑсен сӑнчӑрпа кӑкарса хунӑ киммине пысӑк каскаран вӗçертрӗç. Ӑна шывалла кӑштах тӗртрӗç те ун çине улттӑн кӗрсе ларчӗç. Вӗсем, кӗсменӗсене майласа, Атӑл леш енне çул тытрӗç. Атӑлӑн сулахай енчи хӗррипе анаталла ярӑнса анчӗç те Кив Атӑл таппине çавӑрӑнса кӗчӗç. Унта шыв ерипен çеç юхать, кимӗпе тӑвалла ишме йвӑрах мар. Серӗжӑпа Тольӑна пулӑçсем патне антарса хӑварнӑ хыççӑн ачасем тӑвалла шурӗç. Хальхи Атӑла киввипе пӗрлештерекен шыв юппи тӑрӑх паçӑр ишсе каçнӑ вырӑна пырса тухрӗç. – Акӑ,Олег, хайхи çӗр тавра çаврӑнса çитрӗмӗр те. Хӑвах куртӑн ӗнте. Атӑл варринче тип çӗр пур, йӗри тавраллах шыв. – Куртӑм, куртӑм. Питӗ лайӑх кӑтартса патӑр. Тата курасчӗ-ха… – Унта йывӑç-курӑк ӳсет, колхоз ӗнисем, пӑрусем, лашасем çӳреççӗ. Хурал пӳрчӗсем курӑнаççӗ. Хӳшӗсем пур. – Авӑ Шупашкар çыннисем çуллахи вӑхӑтра канма килекен вырӑн. Ачасем те кунта каçаççӗ. Вӗсем хӑйӑр çинче выляççӗ, шыва кӗреççӗ, пулӑ тытаççӗ… – Унпек хӑйӑрлӑ вырӑнсем Шупашкартан анатарахра та пур, Кувшинка тӗлӗнче. Сӗнтӗрвӑрринчен тӑварахра та, анатарахра та ун пек çӗрсем чылай. Шупашкар çывӑхӗнчи Ҫӗктер хӑма завочӗ тӗлӗнче те отӑ пур. Ӑна таврари çынсем çапла калаççӗ. Отӑ тени вырӑнти сӑмах. Кӗнекесем çинче пуринче те ун пек çӗрсене утрав теме йышӑннӑ). – Утравем вӗсем Атӑл пек пысӑк юхан шывсем варринче кӑна мар, пӗчӗкреххисенче те пулаççӗ. Тата кӳлӗсем варринче, тинӗссемпе океансенче нумай. – Эсӗ, Олег, пӗлетӗн ӗнтӗ: тинӗс вӑл питӗ, питӗ пысӑк, унӑн вӗçӗ-хӗрри курӑнмасть. Шкулта çутçанталӑк çинчен вӗреннӗ чухне утравсемпе тинӗссем çинчен кӑштах илтсе пӗлнӗ тата карттӑсемпе те паллашкаланӑ ачасем хӑйсем мӗн-мӗн пӗлнине пӗр-пӗрне çав тери интересленсе кала-кала параççӗ. – Утравсемсӗр пуçне пысӑк шывсем хӗрринче тата çурутравсем пур, – тет Коля. – Ай, курасчӗ, пӗлесчӗ. Мӗнле çӗрсем вӗсем… Олег тата курасшӑн, унӑн тата ытларах пӗлес килеть. – Юрать. Юрать, Олег. Кӑтартӑпӑр. Куратӑн акӑ, пӗлетӗн, тет Коля. Аллисемпе хӑлаçланса кӑтартса, калама тытӑнать: – Акӑ халӗ эпир çурутрав çинче тӑратпӑр. Чӑнахах та çапла. Утрав евӗрлех вӑл. Анчах унӑн уйрӑмлӑхӗ те пур. Ҫавна халех курса пӗлӗпӗр. Ку енче акӑ – Атӑл шывӗ, çурçӗр енче – ӗлӗкхи Атӑлтан юлнӑ шыв таппи – затон. Хӗвелтухӑç енӗпе вӗсене пӗрлештерекен шыв юппи юхса выртать. Тепӗр енче вара… – Атьӑр, кимӗпех кайса пӑхӑпӑр. Халӗ çеç ишсе тухнӑ шыв юппипех тепӗр хут çула тухар. Шкул ачисем ӳркенмеççӗ. Кимӗ Кивӗ Атӑл таппи еннелле çул тытрӗ, унтан, торф поселокӗн пристанӗ патне çитерехпе, вӑл тӑвалла пӑрӑнчӗ. Сосновка ялӗ енелле ярӑнса кайрӗ. Анчах та Сосновкӑ тӗлӗнче унӑн çулӗ пӗтрӗ. Малалла иртме, Атӑлалла çавӑрӑнса тухма çук. – Акӑ кунта типӗ çул пур, улӑх тӑрӑх выртать. Ку вырӑнтан инçех те мар, вӑл Йӑлӑм вӑрманне çавӑрӑнса кӗрет. Ҫав çулпа эпир Йӑлӑма çурантах каятпӑр. Ку кӗпер урлӑ, Сосновкӑн улӑх çумӗнчи урамӗ витӗр,автомашинӑсемпе çӳреççӗ, – терӗ Сережа. Коля та каламасӑр чӑтаймарӗ: – Йӑлӑмра лӑсӑллӑ йывӑç нумай – хыр, чӑрӑш. Вӗтӗ лӑсӑллӑ йывӑç-курӑксем те пур. Темӗн тӗрлӗ кӑмпа та тупӑнать. Уйрӑмах хыр кӑрӑçӗпе шурӑ кӑмпа нумай. Хурӑнай та сахал мар. Эпӗ çулленех çавӑнта кӑмпана çӳретӗп, – терӗ вӑл, аллипе тӑвалларах тӗллесе. – Эх, манӑн та кӑмпана каясчӗ, – терӗ Олег. – Пӗрре илсе кайӑпӑр, терӗç Серӗжӑпа Коля. Ачасем кимӗ çинчен анчӗç те Олега типӗ çул тӑрӑх Атӑл еннелле илсе кайрӗç. Ку утрав евӗрлӗ çӗртен тӑвалла, хӗвеланӑçнелле, ешӗл çарансем сарӑлса выртаççӗ. Ҫурутрав йӑлӑм енчи çӗрпе таччӑн çыхӑннӑ икен. – Ҫурутравӑн уйрӑмлӑхӗ çакӑ ӗнте, – терӗ Коля, – виçӗ енне шыв хупӑрласа тӑрать, пӗр енче – типӗ çӗр. Паллах ӗнтӗ, пысӑк кӳлӗсемпе тинӗссем хӗрринчи çурутравсем кун пек пӗчӗк мар. Хӑш-пӗр çур-утрав çинче çӗршер пин çын та пурӑнать. Ялсем нумай, пысӑк хуласем… Пӗтӗм патшалӑх вырнаçнӑ çурутрав та пур. – Пирӗн асатте Крым çурутравӗ çинчен каласа кӑтартатчӗ. Вӑл унта вӑрçӑ чухне пулнӑ. Эппин, Крым вӑл шыв хӗрринчи паян курса çавӑрӑннӑ типӗ çӗр пек ӗнтӗ, – тет Олег. – Ҫапла, çапла, Олег. Лӑпах çавӑн пек çӗр вӑл. Ӑна икӗ енӗпе Хура тинӗс шывӗ хупӑрласа тӑрать. Тепӗр енче – Азов тинӗсӗ. Пӗр тӗлтен çеç вӑл Украинӑ çӗрӗпе пӗрлешет. Крым вӑл – курорт çӗршывӗ. Унта ӑшӑ. Чир-чӗртен сывалмалли санаторисем нумай, канмалли çуртсем… – Ман анне унта курорта кайса килчӗ. Вӑл Хура тинӗсре шыва кӗнӗ. – Ман пичче унта пионерсем канмалли чаплӑ лагӗрьте пулнӑ. Хура тинӗс хӗрринчех, Артекра… Вӗсем те тинӗсре шыва кӗнӗ, иçӗм çырли пахчисене кайса курнӑ. Артека шкулта лайӑх вӗренекен пионерсене яраççӗ. Тен, эпир те, пысӑкланарахпа, кайса курӑпӑр-ха. – Тата, илтнӗ пулӗ, Ҫӗпӗрте, Инçет Хӗвелтухӑçӗнче, Камчаткӑ ятлӑ çурутрав пур. Унта хӑш-пӗр вырӑнсенче шӗп-шӗвӗр тӑрӑллӑ çӳллӗ тусем пурри çинчен калаççӗ. Ҫӗр айӗнче вӗри шывсем сирпӗнсе тухаççӗ, тет, сиплӗ шывсем… – Пулӗ, пулӗ çав. Ҫитсе курасчӗ… Тӗрлӗ çӗрсем пур иккен пирӗн таврара та. Ҫӗршывӑмӑр сарлака та пуян çав, – тет Олег, пуçне пӑркаласа. Хӑйне кимӗпе ярӑнтарса çӳретнӗшӗн тата утравсемпе çур-утравсем, тинӗссем çинчен ӑнлантарса панӑшӑн вӑл хӑйӗнчен аслӑрах юлташӗсене чун-чӗререн тав турӗ. Юлашкинчен çапла каларӗ: – Апла иккен. Халӗ пӗлетӗп эпӗ. Пысӑк шывсем варринчи тип çӗре, ӑна йӗри тавраллах шыв хупӑрланса тӑрать пулсан, утрав теççӗ. Ҫавӑн пек çӗр хӑш енӗпе те пулин пысӑк тип çӗрпе çыхӑнса тӑрать пулсан, ӑна çурутрав темелле. – Ҫапла, Олег, çапла… Ачасем питӗ кӑмӑллӑн шӑкӑлтатса, Кивӗ Атӑл таппи патнелле пӑрӑнчӗç. Кимӗ часах хуланалла çул тытрӗ… Йӑлӑм енче хаваслӑ кӗвӗ шӑранать: Трам-та-та-та! Трум-ту-ту-ту! Харӑс! Ать, два, три! Таврана янратрӗ Пионер юрри. Авӑ çӗнкассем ӗнтӗ, Авӑ хулари отряд. Канма, уçӑлмашкӑн Йӑлӑма утать. Трам-та-та-та! Трум-ту-ту-ту! Харӑс! Ать, два, три! Йӑлӑма янратрӗ Пионер юрри… Паттӑрӑн сывлатпӑр, Куç-пуçсем вутла. Итлӗр, рапортлатпӑр, Кӑмпари отряд. Ян-янах кайтӑр Пионер юрри. Кунта Йӑлӑмра вӑл, Кӑмпа чи ырри! Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.