Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Никифор Тарасович Васянка Книга: Йӑлӑмра = В заволжском лесу Рассказ: Кӑранташ (Сантӑр мучи калавӗ) Пӗрре эпӗ юлташсемпе пӗрле кӳршӗри пасар ялне çимӗке кайрӑм. Ун чухне эпӗ тӑххӑрта пулнӑ. Хурӑнлӑ çул тӑрӑх шап-шурӑ тум тумланнӑ халӑх утать. Икшер-виçшер е çич-сакӑр çын таранах пухӑнса, вӗçӗмсӗр шакӑлтатса пыраççӗ. Вӗсем уяв çитнӗ май пурте тирпейлӗрех тумланнӑ. Ҫамрӑксем те, ваттисем те катан пир кӗпесем тӑхӑннӑ, çӗнӗ çӑпата сырнӑ. Хушӑран сӑран атӑ, пушмак тӑхӑннисем те пур. Каччисем пилӗкӗсене пурçӑн пиçиххисем çыхнӑ. Хӗрсен пилӗкӗсенчи сарӑ, хӗрлӗ, симӗс е кӗрен çӳхе хӑюсем çилпе вӗлкӗшкелесе илеççӗ. Эпир ачасем, çул çинчи, тусана вӗçтерсе, пӗр-пӗринпе вылякаласа утатпӑр. Акӑ çул варрипе пӗр урапа чӗриклетсе пырать. Ун çине çӑка чӗрессем тиенӗ, пӗр уйран çӳпçи, юман катка хунӑ. Ҫамрӑк арçынпа хӗрарӑм ӑйӑр кӳлнӗ урапа çинче ярӑнса иртсе кайрӗç. Ӑйӑрӑн мӑйӗнче пӗчӗк шӑнкӑрав тенкӗлтетет. Унччен те пулмарӗ, рулӗ çумӗнчи çап-çутӑ шӑнкӑравне янраткаласа, пӗр лайӑх тумланнӑ çын утсӑр урапапа (хальхи пек каласан, велосипедпа ӗнтӗ) вӗçтерсе çитет. Кӳршӗ ялта вӗрентекен Анисимов учитель пулнӑ иккен вӑл. Ун чухне хальхи пек мар, утсӑр урапапа çӳрекен çын сайраччӗ. Эпир утсӑр урапан кайрипе малти кусатӑранӗсем ирхи хӗвел çутипе йӑлтӑртатса пынине питӗ киленсе пӑхса юлтӑмӑр. Акӑ тата ещӗк тиенӗ урапа, ерипен хӑлтӑртатса, пирӗнтен иртет. Ун çинче кӑвакрах сӑхманне йӳле янӑ пиччепе хура шупӑр тӑхӑннӑ инки тата виçӗ ача… Ҫапла, инçетререхри ялсенчен çынсем çимӗке ут кӳлсе пыраççӗ. Эпир çуранах, апла пулин те, питӗ савӑнӑçлӑ. Чаплӑ çимӗк ачисем мар-и! Яла пырса кӗтӗмӗр. Ҫимӗк пуххи пуçланнӑ та ӗнтӗ. Пасар ялӗнче халӑх хӗвӗшет. Урамсенче тата укӑлча картинче çатан урапасем те вӗçӗ-хӗррисӗр. Хӑш-пӗр çатанӗсем тӳрех ялти çынсем картишнелле кӗрсе каяççӗ. Хӑнасем те çатан çинчен сике-сике анаççӗ. Пӗри алла хут купӑс тытнӑ. Тӗрлесе илемлетнӗ кӗпе тӑхӑннӑ каччӑсем çап-çутӑ кунчаллӑ сӑран атӑпа. Ещӗк ураписем çине ачасене лартса тухнисем те сахал мар. Ураписем çинчен анаççӗ, пурте çимӗк варринелле туртӑнаççӗ… Аякранах параппан çапни илтӗнет. Темӗн те пӗр çакса капӑрлатнӑ карусель çаврӑнать. Ун тавра халӑх питӗ нумай пухӑннӑ. Пӗрисем, карусель çине ларса çаврӑнма черет кӗтсе, кӗпӗрленсе тӑраççӗ, теприсем курса савӑнаççӗ. Параппан çапаканӗ çумӗнчех пӗр кӑтра каччӑ авкалана-авкалана хут купӑс туртать. Вӑльтӑрт-вӑльтӑрт карусель Вӑтӑр, хӗрӗх çаврӑнать. Ҫимӗкрен те Варуççи Хӗп-хӗпӗртӗк таврӑнать. Ах, ларса çаврӑнасчӗ пӗрре… Юлташсем карусель çине ярӑнасси çинчен те сӑмах хускатнӑччӗ. Киле таврӑнас умӗн, çынсем сахалтарах чухне, çаврӑнатпӑр терӗç. Унчен курса çӳремелле. Пасар урамӗ тӑршшӗпех лавккасем лартса тултарнӑ. Урапа çинчен япала сутакансем те пур, ал вӗççӗн суту-илӳ тӑвакансем те. Вӗсен таврашӗнче тати-сыпписем халӑх утать. Ҫамрӑксем пасар варрипе хут купӑс каласа, юрласа иртеççӗ. Шӗшкӗ тӗмми айӗнче Ҫырла çӗçки илемлӗ; Пӗтӗм тӗнче умӗнче Пирӗн çӗршыв илемлӗ. Юртакан ыр утран, ай, мӗн юлать? Мӗн чул çул çӳрени, ай, çав юлать. Пирӗн çамрӑклӑхран, ай, мӗн юлать? Мӗн ӗçлени-туни, ай, çав юлать… Ҫимӗк халӑхне куркаласа тӑнӑ хушӑра асӑрхаман та, эпӗ юлташсенчен çӗтсе юлнӑ. Унталла-кунталла пӑхкаларӑм – çук. Вара çынсемпе пӗрле лавккасем патне пытӑм. Унта хамӑн хӗреснаттене курах кайрӑм. Ӑна Еххӗм пичче тетчӗç. Еххӗм пичче хӑйӗн лавккинче вак-тӗвӗк тавар сутать. Вӑл çаврарах пит-куçлӑ, лутрарах кӗлеткеллӗ çын. Жилеткӑллӑ костюм, пӗрме кунчаллӑ сӑран атӑ тӑхӑннӑ. Тӑтӑшах кӑкӑрӗ тӗлӗнчи пӗчӗк кӗсйинчен вӑчӑраллӑ сехетне кӑлара-кӑлара пӑхать. Хӑй вӑр-вар çавӑрӑнкалать çеç. Вӑл мана юрататчӗ. Пирӗн пата пырсан, яланах шӳт тукаласа калаçатчӗ. Эпӗ лавка умӗнче чылайччен тӑтӑм, анчах çав кун Еххӗм пичче (хӗреснатте ӗнтӗ) манпа калаçмарӗ. Суту-илӳ тунӑ май ытлашши сӑмах хускатма вӑхӑт тупаймарӗ пулас. Ҫынсем мана лавкка умӗ çумнех хӗстерсе лартрӗç. Хӑйсем тупӑшсах тавар кӑтартма ыйтаççӗ, илеççӗ те. Еххӗм пичче ман ума лавка хӑми çине пилӗк пус пӑхӑр укçа хучӗ, хӑй тепӗр еннелле кайрӗ. Эпӗ тӗлӗнсе пӑхса тӑратӑп. Ку укçана кама валли хурса пачӗ-ха вӑл? Тавар илнӗ çынна тавӑрса пачӗ пулсан, мӗншӗн никам та илмерӗ-ха ку укçана? Мана пачӗ пулсан, мӗншӗн вӑл ун çинчен нимӗн те шарламарӗ? Аптӑранипе Еххӗм пичче еннелле пӑхатӑп. Вӑл мӗн те пулин каласса кӗтетӗп. Анчах вӑл ман енне çаврӑнса та пӑхмасть, çынсемпе калаçать, пӗрмай тавар сутать. Ывӑç тупанӗпе хупларӑм ӗнте укçана. Мӗн тӑвас? Ман пуçӑмра тӗрлӗ шухӑш явӑнать. Илес-ши е илес мар? (Пилӗк пус ун чухне пӗчӗк укçа марччӗ, унпа чилай япала илме пулать.) Калас-и хӑйне е… Енчен укçи ман валли мар пулсан? Вара… вара вӑрӑ пулатӑп-çке. Хӑйне парас е ыйтса пӑхас мар-ши пӗрех хут? Тепре шухӑшлатӑп та ыйтма хаяймастӑп. Калас, анчах укçине вӑл калла илсен, мана намӑс пулать-çке. Мӗншӗн тӳрех паман, тейӗ. Эпӗ мӗншӗн ыйтнине вӑл тавщӑрса илет ӗнте. Тата укçине мана памӗ те. Хам та сисмерӗм, укçана ярса тытрӑм та нимӗн шарламасӑрах аяккалла пӑрӑнтӑм. Хам, хӑранипе, сиксе чӗтретӗп. Хыçалтан: «Тытӑр, тытӑр ӑна, вӑл укçа вӑрларӗ», – тесе кӑшкӑрассӑнах туйӑнать. Пасар урамӗ тӑрӑх утатӑп. Ерипен çынсем çине пӑхма пуçларӑм. Мана никам та сӑнамасть иккен, пурте хӑйсен ӗçӗпе тӑрмашаççӗ. Сутӑн илнӗ япалисене урапа çине майлаштарса хураççӗ е пӗр-пӗринпе юмахласа утаççӗ. Вара эпӗ часах лӑплантӑм. Хама хам хӑюллӑрах тыта пуçларӑм. Мӗнех вара пилӗк пус! Еххем усламçӑн ун пеккисем темӗн чухлех…» Тепӗр лавка патне пырса та тӑтӑм. Манӑн тахçанах пуçламан кӑранташ туянас килетчӗ. Шкулта пире ун чухне учительницӑ çуршар кӑранташ çеç татса валеçетчӗ. Ӑна та, çухатасран, анне ман кӗпе çумне çыхса яратчӗ. Ҫавӑн пеки те пулчӗ, ачасемӗр, пирӗн ӗмӗрте. Япали сахалтарах, ӑна питӗ тирпейлӗ, перекетлӗ тыткалас пулать. Хут-кӑранташ илме те килте укçи çитмесчӗ. Пӗр хушӑ тата юман çӑпанӗпе тутӑх пӑтӑ ярса чернил тӑваттӑмӑр. Кӑранташ кӑтарт-ха, – терӗм усламçӑна. Вӑл мана тӳрех виçӗ кӑранташ тыттарчӗ. Эпӗ пӗр кӑранташне суйларӑм та иккӗмӗшне каялла патӑм. Ҫавӑнтах вӗсенчен пӗрне тепӗр ача илчӗ. Вӑл укçа тӳлене вӑхӑтра эпӗ кӑранташа кӗсьене чикрӗм хутӑм. Пилӗк пус укçана усламçӑна тыттарас тесе тӑратӑп… Ҫав вӑхӑтра усламçӑ тепӗр енелле çавӑрӑнчӗ, мана çинсем лавкка умӗнчен хӗссе кӑларчӗç. Эпӗ нумаях шухӑшласа тӑмарӑм, малалла утрӑм. Вӑт телей-тӗк телей! Пилӗк пус та кӗсъере, кӑранташ та пур. Кӑранташӗ тата ахалли мар, химически пулнӑ. Ӑна эпӗ пӗр пуçӗнчен чӗлхе вӗçӗпе йӗпетсе пӗлтӗм. Ун пеккине туянма тахçанах ӗмӗтленччӗ-ха. Унтан эпӗ пилӗк пус укçапа кӑштах пӗремӗк, хутпа чӗркенӗ канфет, хӗвел çаврӑнӑш илтӗм. Юлашкипе карусель çинче те ярӑнтӑм. Киле каяс умӗн юлташсемпе тӗл пултӑм. Кашнинех кӑшт хӗвелçаврӑнӑш парсан, вӗсем тӗлӗнчӗç. – Эсӗ, Сантӑр, ӑçтан укçа тупрӑн вара? – тесе ыйтрӗ Ваççа. Унччен эпӗ нихçан та суйманчӗ, анчах та çавӑн чухне манӑн темӗншӗн тӗрӗссине калас килмерӗ. – Анне парса ячӗ, – терӗм çеç эпӗ. – Аннӳ?.. Суятӑн. Вӑл эсӗ паян кунта килнине те пӗлмест пулӗ-ха. Тата унӑн укçи те çук-ха, пӗлетӗп. Кӑштах пулсассӑн та, сана вӑл вырӑнсӑр тӑккалама парса ярас çук, – терӗ Ваççӑ. Ыттисем те ман çине ӗненмесӗр пӑхрӑç. ( Ҫумра укçа пулнӑ пулсан, çул çинчех каламалла!) Чӑнах та ӗнте, эпир питӗ чухӑн пулнӑ. Атте патша вӑрçинче вилнӗ. Эпир аннепе иксӗмӗрех пурӑннӑ. Ӑçтан унта вак-тӗвекшӗн тӑккаламаллӑх укçа пултӑр? Юлташсене тӗрӗссине каламалла та, анчах пӗрре урӑхла сӑмах персе янӑ хыççӑн манӑн ниепле те чӑннине калама çук. – Пачӗ çав, – тетӗп, – акӑ, курӑр эпӗ кӑранташ та илтӗм, химически… – тетӗп. Юлташсем пурте кӑранташа тытса пӑхрӗç. Вӗсенчен сурчӑкпа йӗпетсе, пӳрнисене вараларӗç – чӑнах та химически иккен. Эпӗ кӑранташа вӗсене те çырма кирлӗ чух пама пултӑм. – Юрать, Сантӑр, юрать. Пит те лайӑх ӗнтӗ, – терӗç вӗсем, пурте манпа килӗшсе. Вара, хӗвел çаврӑнӑш вӑрри шӗкӗлчекелесе, килелле утрӑмӑр. Килте мана анне тахçанах кӗтнӗ пулнӑ. Апат çиме ларсан, вӑл ман çине пӑхрӗ те: – Мӗн пит çутӑлса килтӗн, çимӗкре кулачӗ çитермерӗç пулӗ-çке, ывӑлӑм, – терӗ. Аннене тӗлӗнтерес тесе, эпӗ малтан юриех нимӗн те шарламарӑм. Кӑштах тӑхтасан хайхи кӑранташа кӗсъерен кӑлартӑм та шӑкӑрт! хутӑм сӗтел çине. – Акӑ кур. Анне, мана мӗн парса ячӗç! – терӗм. – Кам пачӗ ӑна сана, ывӑлӑм? – тесе ыйтрӗ вӑл лӑпкӑ сасӑпа. Вара эпӗ, савӑнса, аннене пӗтӗмпех каласа патӑм.. Ӗнте анне мухтасса кӗтсе ларатӑп, анчах ӗç пӗтӗмпех урӑхла пулса тухрӗ. Эпӗ каласа панине анне питӗ хумханса итлерӗ. Пӗрре хӗрелсе, тепре шуралса кайса ларчӗ. Унтан питне сапун аркипе хупларӗ те ӗсӗклесе йӗрсе ячӗ. – Ай-яй, мӗнле-ха капла, ывӑлӑм? Мӗн туса хутӑн эсӗ, Сантӑр? Пӗтетӗн-çке, ачам. Вӑрлама тытӑнтӑн-и?.. – терӗ. Анне çине пӑхса, эпӗ хам та макӑрма пуçларӑм. Вӑтаннипе пуçӑма унӑн чӗркуççийе çине хутӑм. Чылайччен макӑрнӑ хыççӑн анне ман пит-куçӑма саппунӗпе шӑлса тасатрӗ те çапла каларӗ: – Ну, юрӗ-çке. Ҫитӗ ывӑлӑм, лӑплан… Йӗрсе-макӑрса нимӗнех те тӑваяс çук. Аллу кукӑрӑлсах кайиччен ӑна çийӗнчех тӳрлетес пулать. Усламçӑ Еххӗм пире ютах мар. Унӑн сана çимӗк ячӗпе кучченӗç илсе пама тивӗç те пур-и, тен? Ҫапах та унӑн япалине, унӑн укçине вӑрттӑн илсе чикме юрамасть. Илтетӗн-и çакна, Сантӑр? Юрамасть, тетӗп!.. Пилӗк пусӗшӗн ӑна çӑмарта парӑпӑр, çырлахӗ. Анчах малашне эсӗ нихӑçан та, никамӗнне те, нимӗн те ан тӗкӗн. Асту, йывӑçа вӑхӑтра тӗкӗ памасан, вӑл пӗтӗмпех тайӑлса анма пултарать, тенӗ ваттисем. Ачаллах пӑсӑлсассӑн… Анне йывӑррӑн сывласа илчӗ те кӑштах чарӑнса тӑчӗ. Аттене аса илчӗ курӑнать. Унтан вӑл темле хурлӑхлӑ сасӑпа малалла калама пуçларӗ. – Эпӗ чухӑн ӗнте, тӑлӑх арӑм. Пысӑк асаппа тертленсе пурӑнатпӑр. Апла пулин те, эпӗ çын япалине тӗкӗнмен, ӑмсанман та. Эсӗ, авӑ, Сантӑр, пӗр кун хушшинче икӗ юрӑхсӑр ӗç тунӑ. Иккӗ çеç те мар, ытларах та. Юлташсене тӗрӗссине каламан, суйнӑ. Намӑс мар-и сана, Сантӑр? Мӗншӗн ун пек хӑтланатӑн эсӗ? Юрать-ха мана, аннӳне, каласа патӑн… Укçана ыйтмасӑр илни çинчен хӑвах кайса пӗлтер. Халех кай та тӗрӗссине кала. Ытти пирки…малалла мӗн-мӗн тунине те кала эсӗ ӑна. Каçару ыйт. Кӑранташне ӗнтӗ…(Анне сӗтел çине выртакан кӑранташа алла илчӗ.) Йӑкӑртнӑ, вӑрттӑн илсе тарнӑ япала… мӗн тӑвас-ха. Хуçӑм та перем, акӑ вучаха. Вӑрланӑ япала вӑл. Мӗнле куçпа пӑхӑн ун çине? Мӗнле çырӑн унпала? Ҫунтаратӑп та яратӑп? – терӗ, аллипе сӗтеле çатлаттарса. Анне кӑранташа хуçма тӑчӗ – Ан тив, ан тив-ха, анне. Тӑхта!.. – çухӑрса ятӑм эпӗ. – Е пӑрах эппин вучаха, пӑрах! Пӗттӗр, çӗттӗр куç умӗнчен пӗрех хут!.. – Хамӑн каллех куççуль шӑпӑртатса анчӗ. Анне ман çине чылайччен шеллесе пӑхса тӑчӗ. Унтан: – Ну, юрӗ-çке, юрӗ эппин, ывӑлӑм. Тивмӗп, хуçмӑп. Ме! Леçсе пар хуçине, халех чуп, айӑпна йышӑнма пӗл, – терӗ вӑл татӑклӑн, мана чӑмӑрӗсемпе юна-юнах. Ҫав хушӑра хӑй шывланнӑ куçӗсемпе шӑла-шӑла илет. Эпӗ çавӑнтах кӑранташа ярса тытрӑм та пасар ялне кайма тӑтӑм. Анне мана тытса чарчӗ. – Ҫук! Ҫук-çук, ывӑлӑм… Ямастӑп! Ниçта та каймастӑн. Сана тек шанма та, ачам.. Ят ярса кӑна çӳрен. Кам ачи ку? – Ҫавӑн, – тейӗç. Вӑл авӑ мӗнле иккен, пӗчӗклех вӑрра вӗреннӗ, текенсем те тупӑнӗç. Сӑмахӗ мана ытларах лекӗ. Эх, Сантӑр, шыраса тупрӑн ӑша çунтармалли!.. Чим, Еххӗм кум патне хам каятӑп. Вӑл пӗтӗмпех майлаштарӗ… Е, çук! Паян каяс мар… Анне пӗтӗмпех вӗриленсе кайрӗ. Нимӗн тума пӗлмест, хурланнипе йӗре пуçларӗ. Хамӑн та чун кӳтсе çитрӗ. Тек чӑтса тӑма çук. – Эпӗ хам каятӑп, каятӑпах, анне. Ан кӳрен-ха эсӗ, аннем, ан çиллен…Хам айӑпа, ку инкеке манӑн хамӑннах сирмелле… – терӗм те пӳртрен чупса тухрӑм. Тӳрех пасар еннелле вӗçтертӗм. Сӑмаха тӳррӗн, нимӗн суймасӑр каланӑшан Еххӗм пичче мана ырларӗ. Анчах хӑйне темле урӑхларах, ман çине çилленнӗ пекрех пӑхнӑн туйӗнчӗ. – Укçине ӑна хӑвнах патӑм та-ха. Ун çинчен эпӗ…акӑ мӗн, ачамккӑ, халь мар-ха, терӗ. Сӳрӗкреххӗн тата та темиçе сӑмах хушрӗ. Мана лавкка умӗнче мӗскӗннӗн тӑраканскерне, паçӑр вӑл асӑрханӑ иккен. Херхенесси те кӑштах пулнӑ-и, тен? Çимӗк кучченӗçӗ тутанса пӑхтар, тенӗ-и ӗнтӗ? Тен, юри ман кӑмӑла, эпӗ мӗнле ача иккенне сӑнаса пӗлесшӗн те пулнӑ пулӗ. Ман ума укçа хурса хӑварчӗ те хӑй пӗр сӑмах та чӗнмерӗ. Халӗ те темле… Халӗ вӑл çав пилӗк пусшӑн çӑмарта илесси-мӗн пирки те шарламарӗ, аннепе темӗн çинчен калаçса пӑхма шутлани çинчен çеç асӑнчӗ. Ҫимӗк пуххи саланса пӗтме те пуçланӑ. Лавккасем умӗнче кӗпӗрленсе тӑраканем çук. Тавар илекенех те курӑнмасть. Ҫапах та усламçӑ манпа калаçасшӑнах пулмарӗ. Вӑл аллине çӗклерӗ те мана хут-кӑранташ сутакан лавка еннелле кӑтартрӗ çеç. Кӑранташ хуçи – типшӗмрех, тӑрӑхларах сӑн питлӗ, хурчка сӑмсаллӑ, вӑрӑм кӗлеткеллӗ усламçӑ. Хура халат тӑхӑннӑ, пуçе çине кивӗрех шелепке лартса янӑ. Выçӑ куçлӑ хӑй, сивлеккӗн пӑхать. Кӑранташа илчӗ те вӑл хама тӳрех хӑлхаран ярса тытрӗ. Кӑра çиллӗ выçтах мана çавӑнтах туласа, лутӑркаса тӑкатчӗ пулӗ. Кӑшкӑркаласа калле-малле турткалама пуçларӗ. Юрать-ха, пирӗн телее, Павел Петрович çавӑнтах тытса чарчӗ. – Ан тив ачана, ан çап! Хӑй йӑнӑшнипе вӑл хӑйех чухласа илнӗ… – Чухланӑ сана. Тата мӗн те пулин шӑхӑртасшӑн çӳрет пулӗ-ха, – терӗ ӑна хирӗç уçламçӑ. – Ҫук, йӑнӑшатӑн, Карпӑч. Чухласа илмен пулсан, кӑранташа вӑл сан патна каялла илсе килес те çукчӗ, – терӗ учитель. – Ачан кӑранташ туянас килнӗ, вӗренесшӗн ӗнтӗ. Чӑнах, кӑранташшӑн сана укçа паман вӑл. Укçи те пулман пулӗ, анчах япалана апла илсе кайма юраманнине кайран тавçӑрса илнӗ… Учитель мана хулран тытрӗ те хӑй патнерех туртса илчӗ. Эпӗ мӗн ятлине, хӑш класра вӗреннине ыйтса пӗлчӗ. – Ҫапла, Фӗдор Карпӑч. Сантӑр, авӑ вӗренме те çӳрет. Малалла вӗренесшӗн вӑл. Ятласса та ятламалла пулӗ те-ха ӑна çак пулса иртнӗ ӗçшӗн. Паллах, ахаль хӑвармалла мар. Ӑсне-тӑнне хытарасах пулать. Анчах, акӑ мӗн, Федор Карпыч, кӳр-ха эсӗ кӑранташна, çав кӑранташах… Ачана пар ӑна. Ме ил, укçине хам паратӑп, – терӗ учитель, Карпӑча пӑхӑр укçа тыттарса. – Кӑранташа илсе панӑ хыççӑн учитель манпа пӗрле кӑштах аяккалла утрӗ те йӑвашшӑн атте-анне çинчен ыйтса пӗлчӗ. Унтан çапла каларӗ: – Ҫын япалине нихӑçан та ан тив. Уйрӑмах шкулти япаласене ан пӑс, ан çӗмӗр. Халӑх пурлӑхне ан тӗкӗн, ӑна тирпейлӗ упрама вӗрен. Аннӳне хисепле, юлташусемпе та харкашса хирӗçесрен сыхлан. Вара эсӗ йӗркеллӗ çын пулатӑн, – терӗ учитель. Чылай вӗрентсе каларӗ. Юлашкинчен: – Паянхи ӗç çинчен аннӳ пӗлсен мӗн калӗ? Мӗнле тӳссе ирттерӗ? – терӗ учитель. – Аннӳне эпӗ кӑштах пӗлетӗп. Вӑл хавшак чӗреллӗскер, хыпӑнса ӳкетех… – Пӗлет вӑл, Павел Петрович, пӗлет. Эпӗ ӑна пӗтӗмпех каласа патӑм. Анне малтанах кӑранташа кӑмакана пересшӗнччӗ. Хуçма, çунтарса яма памарӑм. «Кунта чупса килетӗп» – терӗм. Анне тарӑхса кайни, хурланса йӗни çинчен те каларӑм. Эпӗ çине тӑрсах пасар ялне чупса килнине учитель ырларӗ. Хӑвӑртрах анне патне тавӑрӑнма хушрӗ. Ҫинçе те пилӗк çӳрен лаши те, Ҫинçе те пилӗк çӳрен лаши… Ҫамрӑксем юрласа иртеççӗ. Мӗн чухлӗ аса илмен пулӗ эпӗ вӗсен юрри-кӗввисене. Уйрӑмах çав кун ирхине илтнӗ кӗвӗ хӑлхаран каймасть. Ҫӳрен те ыр утран, ай мӗн юлать? Мӗн чул çул çӳренисем, ай çав юлать. Пирӗн те çимӗкрен, ай мӗн юлать? Мӗн курни те илтни, ай çав юлать. «Ҫакӑ та çимӗкрен»… «Ҫимӗкрен-уявран, ай, мӗн юлать?..» текелесе, хушӑран юрласа та илетӗн. Пулни-илтнисем куç умне тухаççӗ. Капӑр каруселӗ хӑй ӗçнех тӑвать. Шӑнкӑрав шӑнкӑртатса илет те, хут купӑсӗ никӗлтетме тытӑнать. Йӗс ывсӑллӑ пысӑк параппанӗ панклатать те чанклатать, карусельне васкатать. Хӗвел каçа сулӑнать. Атьӑр тата тепӗр хут Ҫавӑрлан пек çаврӑнар, Ҫаврӑнар та савӑнар! Вӑйӑнк, вӑйӑнк самокат Хӑвӑрт-хӑвӑрт çаврӑнать. Тулли кӑмӑл-туйӑмпа Уяв тума ыр сунать. Савӑнмалла. Курмалли те нумай, итлес те килет. Кӑмӑллӑм та ӗнтӗ халӗ урӑх. Чун-чӗрене паçӑрхи пек тӑвӑр мар. Анчах киле васкамалла. Анне тем пекех кӗтнӗ эпӗ таврӑнасса. Урамра, хамӑр кил-çурт тӗлӗнче пӑхса тӑнӑ. Шикленнӗ те пулӗ, мӗскӗн. Хурланнӑ та, кӳреннӗ, савӑннӑ та-и тен, мана курсан. Хӗрхеннӗ ӗнтӗ хӑйӗн пӗртен пӗр ывӑлне. Аннен ачаш аллисем мана ыталаса илчӗç. Ҫупӑрлаççӗ ерипен. Пӗчӗк çамкам çине пӗр тумлам вӗри куççӳлӗ татӑлса анчӗ. Пӗçертсех ячӗ вӑл мана. Ҫапла пулса тухрӗ, ачасем, манӑн çимӗк историйӗ. Ку истори хам виличчен те асӑмран тухас çук. Ҫавӑн хыççӑн эпӗ çыннӑнне ыйтмасӑр пӗр япала та илмен. Вӑрçса тӳпелешсе те çӳремен. Савӑншӑн ӗнтӗ чунтан савӑнатӑп, кӑмӑлӑм манӑн уçӑ. Ҫапла, ачасем, эпӗ ӳссе çын пултӑм. Асатте ятне илтме те тивӗç çитрӗ. Тавтапуçах юратнӑ аннепе çав Павел Петрович учителе. Ҫавӑншӑн ӑшӑмра вӗçӗмсӗр тав тунӑ эпӗ вӗсене. Ун çинчен хӑйсене те каланӑ. Халӗ те вӗсен ятне ӑшшӑн асӑнатӑп. Эсир халӗ – совет ачисем, пионерсем. Совет çыннин чысӗпе пысӑк тивӗçӗ çинчен сирӗн уйрӑмах лайӑх пӗлес пулать. Юлашкинчен сире, ачасем манӑн çакна та каласа пӗлтерес килеть. Усламçӑ Еххӗме (хреснаттене ӗнтӗ) эпир çав 5 пусшӑн çӑмарта-мӗн паман. Анне вӗсене килӗнче ӗçлекелесе те майлаштарнӑ курӑнать. Вӑл пире уй-хир ӗçӗсем вӑхӑтӗнче е килте пулӑшма чӗнетчӗ. Хамӑр учитель вара, Павел Петрович, кӑранташшӑн укçа илме килӗшмерӗ, парас терӗмӗр-те – яхӑнне те ямарӗ. Илме мар, хӑй пире кучченӗç парса ячӗ. Эпир вӗреннӗ чухне кӗнеке-хут илме те вӑл пире чылай пулӑшрӗ. Тӗрӗссипе каласан, вӑл пире нихçан манмалла мар ырӑ турӗ. Йӑнӑш ярса пуснӑ урана калле илме, мана тӳрӗ çул çине тухма пулӑшрӗ. Мана çеç-и, таврари мӗн пур çамрӑка тата ваттисене те ырӑ тӑватчӗ. Хамӑра ӑс-тӑн паракана, йӗркеллӗ çын пулма вӗрентекене чун-чӗререн тавтапуç! Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.