Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Никифор Тарасович Васянка Книга: Йӑлӑмра = В заволжском лесу Стихотворение: Кӑмпара – Ӑшӑ çӑмӑр шӑварать, Ҫут хӗвелӗ ачашлать, – Тапса тухрӗç нӳр çӗре Шур кӑмпасем йӗркерен. Каятпӑр пуль, ачасем, Отрячӗпех кӑмпана. Тантӑшӗсем, тусӑмсем, Атьӑр пурте вӑрмана!.. *** – Эпир хатӗр яланах!» – Тухрӗç кӑмӑллӑн çула. Юрласах-çке пӗр кӑна Вӗсем утрӗç малалла. Тытнӑ кунтӑк е пӗрне, Сумкӑ – çурӑм хыçӗнче. – Ан çухатӑр пӗр-пӗрне, – Тет вожатӑй çул çинче. *** Калӑр, калӑр, курнисем, Малтан пӗлме кайнисем: Татма пур-и кӑрӑçсем, Пур-и шурӑ кӑмпасем? – Пулнӑ, курнӑ, ак камсем… Питӗ йышлӑ кӑмпасем. Яка кӑмпа, шур кӑмпа… Суйла-суйла тат кӑна! – Шӑтса тухнӑ хыр кӑмпи, Хура кӑрӑç, ут тути. Шӑкӑриех уплюнкка Тункатасем тавралла. – Тӗмсем тавра пӑхкалӑр, Татӑр, татӑр, ачасем. Анчах ытла ан васкӑр: Темли те пур кӑмпасем. – Шурӑ кӑмпа – кур, лӑках. Типӗтсессӗн вӑл паха, Яшкара та техӗмлӗ, Ӑшаласан, пит сиплӗ. – Пухсан пухас ыр кӑмпа, Ҫиес ырӑ кӑмӑлпа. Шур кӑмпине ӑшалас, Шур кӑрӑçне тӑварлас. – Хыр кӑрӑçӗ – рыжик та Тӑварлама пит чипер. Татсан пӑчӑр сӗт тухать, Кӑвакарать, муртӑхать. – – Капӑш кӑмпа – кӳпчеме, Масла тесен кам пӗлмест? – Ятнех яшка пӗçерме, Хӗлле вали типӗтнӗ. Кӑтра кӑмпа – сморчок пур, Пурçӑн енчӗк евӗрлӗ. Салма ярса пӗçернӗ Сӗт яшкинче çисе кур. – Шӗшкӗ кӑмпи чиперкке, Варинкке пек шӗвӗркке. Мур уплюнкки ан тейӗр, Уйрӑмлӑхне пӗлмесӗр. – Сарӑ кӑмпа – лисичкӑ, Кӑмпӑрт-кӑпӑрт хыт кӑмпа. Час хуртланмасть, хуралмасть, Ӑшалама пит паха. – Сар кӑмпа тапса тухать – Им-çам купи, хӑй хаяр, Шупкарахскер, асӑрха: Вӑл çимелли йышши мар. – Ан лектӗрех кунтӑка Хӗрлӗ туна – мур кӑмпи. Ҫӗлен кӑмпи – йӑпӑлка – Ҫӗленсенех юлтӑр-и! – Шӑна кӑмпи шӗлепки Ҫап-çаврака, чӑп-чӑпӑр. Кӑмпи хӳхӗм те катмар. Вӑл илӗртет ытарми. – Анчах ӑна кӑмпаçӑн Татма-çиме кирлӗ мар. – Шӑна кӑмпи курсассӑн, Пӑрӑнса унран утар. Ӑна çисен чирлетӗр, Ураранах ӳкетӗр. – Тислӗк кӑмпи çинçешке, Наркӑмӑшлӑ хӑй иккен. Лӗклентерет, хӑстарать, Вӗлерме те пултарать. Каска кӑмпи тенине Авӑ тума татаççӗ, Хурӑн çине ӳснинчен Халь эмел те тӑваççӗ. – Вӑрманта та улӑхра, Ҫерем çинче, картара Тата тӗрлӗ кӑмпа пур. Кашнин ятне çырса хур. Ӑвӑс кӑмпи, мӑк кӑмпи, Чие кӑмпи, шампиньон, Труфель те упа кӑмпи… Эс пурне те чухлӑн-и? – Така кӑмпи пит шултра, – Ҫур пӑт ытла пӗр кӑмпах. Вӑл тпысӑк та пит таса, Тупӑнать çеç пит сайра. Сӗлӗ кӑмпи – вӑрӑм май, Шелепкесӗр вӗт туна. Ҫинçешке те вӗтӗ май Калча пек те туйӑнать. Ӑна сӗтпе пӗçерен, Ытараймӑн астивсен. Турамасӑр-мӗнсӗрех Вӗт салма пек вӑл пиçет. *** – Тӗрлӗ кӑмпа куртӑмӑр, Суйла-суйла пухрӑмӑр Ӗнте киле çитмелле, Тутлӑ кӑмпа çимелле. Килелле çул тытар-и, Атьӑр, каяр, ачасем, Пире ӗнтӗ кӗтеççӗ, Кӑмпа çиме килтисем. – Кӑмпи пайтах пухмалли, – Анчах пӗрне тӑп тулли!.. – Атьӑр, тухар вӑрмантан, Ваня, йыхӑр трубапа! – Шел, юлать-çке ыр кӑмпа… – Эх, аван-çке вӑрманта! – Татах килесчӗ кунта… – Килетпӗрех, тупата. Тру-ту-ту! Тра-та-та!.. Янрать сасӑ вӑрманта. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.