Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Никифор Тарасович Васянка Книга: Йӑлӑмра = В заволжском лесу Стихотворение: Кӑвайт умӗнче Юрӑ пуçлакан: Ешӗл улӑх йӑлӑмра Унта кӑвайт чӗртрӗмӗр. Лагерӗпех пухӑнса, Вӑй выляма килтӗмӗр. Хор: Вучӗ çунса тӑнӑ май Кӑвайт хурсах пырӑпӑр. Юрлаканӗ юрлӑпӑр, Ташлаканӗ ташлӑпӑр. Пӗрремӗш ушкӑн: Туслӑ-çке ялан эпир, Выля, савӑн, шкул ачи! Кам-та пулин пирӗнтен Савӑнмасӑр юлать-и? Пурте харӑс, кӑшкӑрса: Ҫук! Ҫук! Юлас çук! Юрламасӑр юлас çук! Лагерьти вӑйӑсене Хутшӑнмасӑр тӑрас çук. Ҫук! Ҫук! Юлас çук, Ӳркенӳллӗ пулас çук. Эпир вӗренӳре те Кая юлса пырас çук! Юрӑ пуçлакан Хӑйӑр çинче выляма е 1-мӗш ушкӑн: Пит килӗшет вӗт-шака. Ҫутӑ хӗвел, ӑш хӗвел Ҫирӗплетет шӑм-шака. 2 мӗш ушкӑн: Вӑрманӗ те утӑмрах, Улӑхӗ те умӑнтах. Ушкӑнӗпех тухрӑмӑр, Ҫырла, чӗчӗк пухрӑмӑр. Пурте харӑс, – Шарт! Шарт! алӑ çуп! – алӑ çупса: Сӑвӑ калать Элеçук. Ун пек шеп те калакан Лагӗрӗпе пӗри çук. (Сӑвӑ.) – Хур! Хур! Кӑвайт хур! Пирӗн ташӑ ӑсти пур. Пӗрре çеç-и? – Вуннӑ та… Вуннӑшӗ те пит маттур. (Ташӑ.) 1-мӗш ушкӑн: – Хур! Хур! Кӑвайт хур! Пул хастар эс, пионер! Халӗ лайӑх канар-та Хӗлле лайӑх вӗренер. Пурте пӗрле, Тавах тӑван çӗршыва хастаррӑн: Пире ырлӑх панӑшӑн! Тавах тӑван партие Тулӑх, савӑк пурнӑçшӑн! Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.