Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru. Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства. Автор: Людмила Николаева Книга: Пĕчĕк туссем Стихотворение: «Паттӑр» Ваҫук Вӑрманпа пырать Ваҫук, Уншӑн нимле чару ҫук. Ак шӑтарчӗ хурӑна, Куҫҫуль тулчӗ сурана. Амантса вӗренене Чӗрсе ҫырчӗ хӑй ятне. Туратсем ҫине-ҫине Йӗрсе ӳкрӗҫ ҫӗр ҫине. Чулпа печӗ пакшана, Канаймарӗ тӑмана, Йӑва вӗҫрӗ ҫӗрелле – Тата мӗскер кӗтмелле? Пурте тарчӗҫ хӑраса, Пурте ларчӗҫ пытанса. Ваҫук вара ахӑрать, Умра мӗн пур – тустарать. Ай тур-тур, ай тур-тур-тур, Чӑн-чӑн «паттӑр» – пыр та кур! Ҫак мӑшкӑла кам чӑтать? Юман чунӗ тӑвӑлать – Ҫаклатать вӑл вӗҫкӗне, Ҫӗклет ҫӳле – тӳпене. Хытӑ-хытӑ чӑмӑртать, Чӑмӑртать те ӑс парать: «Курман кун пекки хальччен, Эпир йышлӑ – эс пӗччен. Пирӗнпе туслашмасан Хӑвшӑн ху пулан тӑшман. Вӑрманта эсӗ хӑна, Асӑнта тытсам ҫакна: Кӑткӑ йӑвине ан ват, Ҫӗмӗрт чечекне ан тат! Кӗркунне ырла-ырла Юратса ҫийӗн ҫырла. Тӗрлӗ-тӗрлӗ кӑмпасем Тухӗҫ сан ума хӑйсем. Кӗсье тулли мӑйӑрпа Кайӑн тулли кӑмӑлпа...» Кайран, пит пӗлес килсен, Ача улшӑнчӗ тӗпрен. Сирӗн хушӑра, туссем, Пур-и пуçтах Ваçуксем? Çак «паттăр» сăвăра çеç юлтăр! Пур çын вăрман юлташĕ пултăр! Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.