Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru. Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства. Автор: Лисина Ева Николаевна Книга: Улăхпи Рассказ: Çитрĕм те! Малтан эп пуйăспа кайрăм. Кайран автобус çине куçса лартăм. Чӳречерен пăхатăп та – шав вăрман, шав уй-хир тăсăлать. Акă улăх курăнса кайрĕ! Эпĕ ура çине сиксе тăтăм. – Тен, Улăхкасси ку? – тетĕп. – Лар-ха, хĕрĕм, лар, – тет пĕр карчăк, – «тен» тетĕн пулсан Улăхкасси мар ку. Улăхкассине кирек кам та тӳрех палласа илет, никам та «тен» тесе иккĕленмест. Малаллах каятпăр. Икĕ енĕпе те йĕтĕн хирĕ, ун çийĕ хумлăн-хумлăн чӳхенсе выртакан шупка ешĕл пурçăн пек курăнать. Çул тăвалла хăпарать. Автобус сăрт тăррине çитсен аялта талккăшпе сарăлса выртакан улăх курăнса каять. Ун хĕрринче, капмар йывăçсем айĕнче, пĕчĕк çеççĕ ял ларать. Халь ĕнтĕ никамран та ыйтса тăмастăп, тӳрех алăк патнелле утатăп. – Калап-иç Улăхкассине кирек кам та тӳрех палласа илет тесе, ак çитрĕн те, хĕрĕм, – илтĕнсе юлать ман хыçран кăмăллă ăшă сасă. Тен, Улăхкасси ку? – тетĕп. – Лар-ха, хĕрĕм, лар, – тет пĕр карчăк, – «тен» тетĕн пулсан Улăхкасси мар ку. Улăхкассине кирек кам та тӳрех палласа илет, никам та «тен» тесе иккĕленмест. Малаллах каятпăр. Икĕ енĕпе те йĕтĕн хирĕ, ун çийĕ хумлăн-хумлăн чӳхенсе выртакан шупка ешĕл пурçăн пек курăнать. Çул тăвалла хăпарать. Автобус сăрт тăррине çитсен аялта талккăшпе сарăлса выртакан улăх курăнса каять. Ун хĕрринче, капмар йывăçсем айĕнче, пĕчĕк çеççĕ ял ларать. Халь ĕнтĕ никамран та ыйтса тăмастăп, тӳрех алăк патнелле утатăп. – Калап-иç Улăхкассине кирек кам та тӳрех палласа илет тесе, ак çитрĕн те, хĕрĕм, – илтĕнсе юлать ман хыçран кăмăллă ăшă сасă. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.