Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru. Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства. Автор: Лисина Ева Николаевна Книга: Тепĕр çул та килетпĕр Рассказ: Çĕньял ачисем Аслă тӳпепе аслă çĕр хушшинче, Чăваш çĕршывĕнче, ларать Çĕньял, вунпĕр каслă ял. Ун çине çӳлтен, самолет çинчен, пăхсассăн, вăл çĕр çумне лăпчăннă улăп-кайăк пек курăнмалла. Кайăк ӳт-пĕвĕ – ял варри: хура кĕрен, хăмăр хуралтăсем çырма ик енĕпе ларса тухнă, кайăк çунаттисем – Шуркаспа Тукас – вĕç-хĕрсĕр вăрман çумне тăсăлса тухаççĕ. Çутçанталăкпа туслă çак кайăк-ял: тĕсне, кăмăлне унпа килĕштерсе улăштарать. Çуркунне вăл – лачкам йĕпеннĕ, халь-халь симĕс куçне уçса, хăватлă çунаттине сарса, янкăр тӳпене çĕкленес кайăк. Хĕлле – лапсăркка шур кайăк, çунат вĕçĕсене кăвак тĕтрелĕхре пытараканскер. Кĕркуннехи вăхăтра Çĕньял – вут-кайăк. Пурăнаççĕ кайăк-ялта йăл-йăл куç харшиллĕ, утмăл-турат пек кăвак куçлă е кĕр каçĕ пек хура çӳçлĕ, хура куçлă та йăлтăр кулăллă хĕрачасем. Пурăнаççĕ унта ши-и! шăхăракан, пĕр-пĕринпе шăла çыртса çапăçакан, хĕрачасене ура явса ӳкерекен, кирлĕ пулсан пурне те хӳтĕлеме хатĕр паттăр арçын ачасем, ашшĕ-амăшĕпе тан ĕçлекен ачасем. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.