Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru. Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства. Автор: Лисина Ева Николаевна Книга: Тепĕр çул та килетпĕр Рассказ: Пĕлĕт – Марине! Марине, тетĕп! – яла янăратса кăшкăрать Маюк инке. Марине текенни, çиччĕри хĕрача, лупас хыçне, каска çине, кайса ларнă та, пуçне каçăртса, тӳпене сăнать. «Ай-яй-яй, – шухăшлать Марине. – Юмах тĕнчи ак ăçта вăл! Ăнлантăм! Юмахçăсем пĕлĕт çине пăхаççĕ те унта мĕн курнине каласа кăтартаççĕ!» Чăн, тӳпери пурнăç асамлă. Акă, утă капанĕ пек икĕ мăн пĕлĕт пĕр-пĕрин патне çывхарчĕç те, вĕсен хыçĕнчен вăрăм мăйлăскер, вăрăм ураллăскер тухрĕ. – Тăрна! Тăрна ку! – палласа илчĕ ăна Марине. Тăрна-пĕлĕт аялалла пăхасшăн пулчĕ. Анчах та вăрăм мăя антарсан çĕклесси хĕн терĕ пулас, мăйне тăсса, урине ватă çынла шутарса, шур пĕлĕтсем еннелле васкамасăр утрĕ. – Ку пĕлĕтсем çеçкене ларнă улмуççисем пекех-çке, – хăй ăссĕн калаçрĕ Марине. Çав вăхăтра тӳпе хĕрринчи кăвак пĕлĕт, катрам-катрам пăрланнă сăрт-тăва аса илтерекенскер, хăяккăн çаврăнчĕ те аллине туя тытнă, хура кĕпе тăхăннă «вупăр карчăк» пулчĕ тăчĕ. «Вупăр карчăк» туйипе сулчĕ, «тăрнаран» ушкăн «шур кайăк» турĕ. Марине тĕлĕннипе хытса ларчĕ. «Вупăр карчăк» «кайăксене» те ăрăмласшăнччĕ пулас, анчах та лешсем мăнаçлăн çĕкленчĕç, куçран хăвăрт çухалчĕç. Ак «Иван паттăр» курăнчĕ. «Вупăр карчăк», унран хăраса, аллисене çĕклерĕ, чӳпĕк тĕслĕ çӳçне саппунпа хупларĕ, «лутра йывăç» пулса тăчĕ. «Иван паттăр» патне «улма чăпар урхамах» вĕçсе çитрĕ. «Ырă ут» пĕлĕте кукалет. Унпа юнашар тепĕр пĕлĕт, каснă-лартнă арăслан евĕрлĕскер, çитсе чарăнчĕ. Марине вырăнтан сиксе тăчĕ: «урхамахпа» «тискер кайăк» кĕç-вĕç тытăçса ӳкĕç. Хăшĕ çĕнтерĕ-ши? «Арăсланĕ» хăравçăскер пулчĕ иккен, «урхамаха тапăнмарĕ вăл, хӳрине хĕстерсе, каялла чакрĕ. Акă çума-çумăн «хĕрачасем» лараççĕ. Вĕсем тĕлне шупка кĕрен вак пĕлĕтсем çакăннă. «Кĕрхи çулçăсем-ши кусем?» «Хĕрачасем» хăлаçланчĕс, «çулçăсене» тытса, тутăр туса çыхрĕç. Пĕр «çулçи», тĕттĕм кĕренни, шупкаланчĕ, шуралчĕ, «чĕнтĕрлĕ пиçикхи» пулса, хĕвел тухакан енне шурĕ. «Хĕрачасем» «кăн-кăвак шыв» хĕрне карталанса анчĕç. Хăшĕсем «шыва» чупса кĕрсе кайреç. «Шыв» чăлпар серпĕнчĕ. Ыттисем «çыран» леш енчи «пас тытнă хунав вăрман» енне аллисене тăсрĕс. – Кша! Кша! Куç умĕнчех чĕппе тыттарса ярать! – илтĕнчĕ каллех Маюк инке сасси. Çак сăмахсем Марине хăлхине те кĕчĕс. Ана амăшĕ чăх чĕппи сыхлама кăларманччĕ-и? Марине ун-кун пăхкаларĕ. Чĕпсем курăнмаççе. Пуç тĕлĕнче хурчăка ярăнать. – Кша! Кша – кăшкăрчĕ Марине те. Чăх йамра айне пытаннă-мĕн. Чĕпписене çуначĕпе хупăрланă. Марине вăрăм хулă илчĕ те, çиллемес чĕп амăшĕ хăй çине сиксе ларасран сыхланса, ăна аякĕннчен тĕртрĕ. – Ларакан чăхха мĕншĕн тăрмалан-ха? – тарăхрĕ Маюк инке. – Шутласа пăхас! Пурте пур-ши? Марине чăхха сылтăм енчен, сулахай енчен, кăкăрĕнчен чышрĕ, лешĕн кашни тĕкĕ вирелле çекленчĕ. Ура çине тăратрех ăна хĕрача. Вăл чĕпсене шутлама пуçларĕ, анчах лешсен йышĕ кашнийĕнчех тĕрлĕрен тухрĕ. Юлашкинчен Марине вуникке çитерчĕ те: «Пурте пур», – терĕ. Хĕрача каллех каска çине кайса ларчĕ. Пуçне çĕклерĕ, тӳпене тинкерчĕ. – Ай-яй-яй! – тĕлĕнчĕ Марине. Пĕлĕт каллех улшăннă! Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.