www.rdub21.ru Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru. Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства. Автор: Лисина Ева Николаевна Книга: Улăхпи Рассказ: Кĕтсе илекен пулсан аван çав! Улăх хĕррипе утнă чух мана акă мĕскер аса килчĕ: ача чухне мана «хăмла шалçи» тесе йĕкĕлтетчĕç. Ку ача чухне пулнă-ха. Кайран эп тата ӳснĕ вĕт-ха. Ăнкаратăр-и, мĕнле тăрнаккай эп! Кунти курăк вара манран та çӳллĕ! Хулара асăрхаманни-курманни халь куçа тăрăнать. Пур те – юнашар. Пурте куçа çиет, пуçа унталла та кунталла пăркалантарать, хăлхана вылянтарать. Акă хĕвелĕ, анăçалла самаях сулăннă пулин те, кăнтăрлахи пекех çутатать. Акă тӳпенелле пăрлатса хăпаракан тăри ушкăнĕ. Курăкĕ, курăкĕ вара – пурçăн шерепесем, пыл шăрши саракан хĕрлĕ-сенкер-кĕрен-шурă пуçсем... Кăштахран ялĕ те курăнса кайрĕ. Çӳллĕ йывăçĕсем йăмра иккен. Варкăш çил килет те, çулçăсем шăпăрр! тăваççĕ, симĕс йăмра вара кĕмĕл тĕслĕн çутала-çутала илет. Ял хĕрринчи кил умне çитрĕм те тĕлĕннипе тăп чарăнса тăтăм. Хапха умĕнче çăлтăр хушка çамкаллă хĕрлĕ ĕне тăрать, ун тавра тем-тем тĕслĕ лёпĕш пĕлĕт пек çаврăнать, асамат кĕперĕ евĕр ункăланать. Эсир кун пеккине курнă пулĕ-ха, эпĕ вара пуçласа куратăп та çавăнпа ним калама та пĕлместĕп. Ĕне мана саламлать: – Килех Улăхкассине! Ак сан çурту. Пурăн, ĕçле. Аптăраса та тĕлĕнсе кайнипе эп тавах теме те ăнкараймарăм. Эпĕ тăна кĕнĕ çĕре ĕне таçтах çитнĕ: ав улăхпа пырать, патша пек васкамасăр, хуллен утать, ун умĕнче тĕрлĕ тĕслĕ пĕлĕт çаврăнать... Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.