Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru. Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства. Автор: Лисина Ева Николаевна Книга: Улăхпи Рассказ: Халех каятăп! Хамăр хула урамĕпе пыраттăм. Ай-ай шăрăх – этем чăтмалла мар! Пурте сулхăна пытанаççĕ. Кур-ха, пĕри вĕтелекен шăрăхран хăрамасăр, ним пулман пек урам варрипе ыткăнса пырать. Ара, Çамрăк Юмахçă-çке ку! (Эсир, тен, юмахçă вăл яланах ватă пулакан тетĕр пулĕ, анчах ватти малтан çамрăк пулать, çавăнпа Çамрăк Юмахçă та пулмалла!) – Итле-ха, – тетĕп ăна, – шăрăх, сывлама та çук! – Яла каяс пулать, яла! Эп халь çеç пĕр ялтан килтĕм. Ырлăх унта! – Ялĕ мĕн ятлăскер? – Мĕнле пултăр – Улăхкасси! – Хăш килĕнче чарăнса тăма юрать-ши? Çамрăк Юмахçă малалла талпăнать, вырăнтан хускалнă трамвая çитсех-çитсех пырать, чупнă май мана ăнлантарать: – Ан пăшăрхан! Унта сана кĕтсех илеççĕ! Паянах кай! Мĕнех ара! Эпĕ те килелле чуптартăм: карттă çине пăхас-ха – çавăн пек ял пур-и? Пур, пур ун пекки – ытлашши инçех те мар, питех çывăхах та мар, çитме пулать! Халех каятăп! Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.