Содержание: ÇĂТКĂН КУШАК СУНАРТА САЛТАК ПАРНИ КУПĂСТА ĂШĔНЧИ ХĂЯР ХĂТАРЧĔÇ ШИП-ШИП! СĂМАВАР ПАРНЕ АИСТСЕМ КОЛЯ УРĂХ ÇУЛ ТАТМАРĔ ЧАКАК ЧĔППИ ТĂРНАСЕМ ÇĂТКĂН КУШАК Çуралнă кун ячĕпе Мишшана пиччĕшĕ лавккаран тăм кушак илсе пачĕ. Кушакăн курпунĕ тĕлĕнче пысăках мар шăтăк пур. Çав шăтăка вак укçа яма тунă-мĕн. Кун çинчен Мишша пиччĕшĕнчен ыйтса пĕлчĕ. Пиччĕшĕ унăн пысăк ĕнтĕ — техникумра веренет. Вăл шăллĕне тимлĕ пулма, пĕр-ик пуслăх укçа тĕл пулсанах, çак шăтăка яма хушрĕ. Пухăннă укçапа вара çитес çул çуралнă кун ячĕпе пĕчĕк автомобиль илсе пама пулчĕ. Çакăнтан пуçланчĕç те Мишшан канăçсăр кунсем. Вăл, кирек мĕнле пулсан та, кушак тулли укçа тултарма тăрăшрĕ. Çăкăр е сахăр илме каймалла-и, пасартан пахча çимĕç туянмалла-и — Мишша амăшне пулăшма яланах хатĕр. Унччен вăл ку ĕçсенчен пăрăнма тăрăшатчĕ. Мишша итлекен пулни амăшне çав тери савăнтарчĕ. Вăл ывăлне япала туянма хут укçа парса ярать те ваккисене ыйтмасть те: «Ниçта та каймаççĕ, пур пĕрех кушак «çăтать»,— тет пулас. Мишша кушак ăшне укçа ямассерен ăна силлесе пăхать. Анчах хăвăлĕ аслă — час тулмасть. Мишша вара кушака «çăткăн кушак» тесе ят пачĕ. Çăткăн кушака тăрантармах Мишша тантăшĕсенчен пĕрер пуслăх укçасем ыйтса илчĕ. Ачасене çитес çул реактивлă автомобильпе чуптарма пулчĕ. Пĕррехинче Мишша апат-çимĕç илме пасара кайма пуçтарăнчĕ. Хăй темшĕн кивĕ кĕпе тата пулла кайса пылчăкланнă шăлавар тăхăнчĕ. Мачча çинче кивĕ карттус тупрĕ. Вара çарранах пасаралла чуптарчĕ. Урамра сивĕрехчĕ, вĕтĕртетсе çăвакан çумăр витĕр хĕвел шевлисем çĕр питне ăшăтсах каяймастчĕç çав. Çитменнине, кĕркунне енне кайсан, хĕртсе пăхакан хĕвел ăшшине те çуллахипе танлаштарма çук вĕт. Чупнă май ура пÿрнисем хушшипе пылчăк сирпĕнет. Пасара çитнĕ тĕле Мишшан урисем самаях вараланчĕç. Мишша, çынсем хушшипе хĕсĕнкелесе çÿресен-çÿресен, сеткине кĕсйине чикрĕ, пасартан тепĕр енне тухрĕ. Ĕнерхи старик çав вырăнтах-мĕн. Вăл тăлпаннă çÿçлĕ пуçне çĕрелле пĕкнĕ, урисене сарса ларнă, çине тăрсах темĕн мăкăртатать, сăхсăхать. Унпа юнашарах карçынкка ларать. Иртсе пыракансем çĕрте выртакан çĕлĕк ăшне вак укçа пăрахаççĕ. Мишша, старик патнерех пырса тăрса, вăл сăхсăхнă чух мĕн каланине тимлĕн итлерĕ, анчах, «христарати» тенисĕр пуçне, нимĕн те ăнланмарĕ, вара пасар хапхин тепĕр енне кайса тăчĕ. Кивĕ карттусне хывса алла тытрĕ те,- иртсе пыракансене куçран пахаймасăр, пĕрмай: «Христарати, пулăшсамăр тăлăха»,— терĕ. Акă пĕри, тепри, виççĕмĕшĕ иртсе кайрĕç, анчах унăн карттусне укçа лекмерĕ-ха. Кăшт тăхтасан, кинемей икĕ пус хурса хăварчĕ, унтан çамрăк каччă вунă пус пачĕ... Самаях ăнма пуçланăччĕ, сисмен хушăрах Мишша патне аллине хĕрлĕ хăю çыхнă çамрăкпа пионер галстуклĕ икĕ ача пырса тăчĕç. Ку çамрăк çынна Мишша халиччен курман, пионерсем вара — вăл вĕренекен шкултан. «Пĕтрĕм»,— çиçрĕ Мишша пуçĕнче шухăш. Вăл карттусне чăмăртаса тытрĕ, тарма пикенчĕ, анчах усси пулмарĕ — ăна тытса чарчĕç. Хĕрлĕ хăюллă çамрăксемех старике те ура çине тăратнă-мĕн. Старикпе Мишшана «Халăх дружинин штабĕ» тесе çырса çапнă çурта илсе кайрĕç. Пысăк пÿлĕмре, сĕтел хушшинче —хĕрлĕ хăюллă çамрăксемех, милиционерсем çук. Мишшан чĕри кăштах лăпланчĕ. Малтан старике тĕпчерĕç. Мишша малтанах старик сăмахне тăнламарĕ. Каччăсем, старик карçынккинчи пысăк  пулăсене  çавăркаласа пăхнă май, кулса ячĕç, унтан «харам пыр», «браконьер» сăмахсене асăнчĕç. Старик кÿлĕрен вăрттăн пулă тытнă та, ыйткалакан пек пулса, пасарта сутнă иккен. Часах Мишшаран ыйтса пĕлме тытăнчĕç. Хăйсен шкулĕнчи пионерсем ун çинчен тĕпĕ-йĕрĕпех каласа анлантарчĕç. Мишшана уйрăмах ачасем умĕнче намăс пулчĕ. Унăн çамрăксене ирĕксĕрех «çăткăн кушак» валли укçа пухни çинчен каласа пама тиврĕ. Мишшана нумай тытмарĕç: «Малашне кун пек хăтланма юрамасть»,—терĕç те кăларса ячĕç. Мишша килне купăста илмесĕрех таврăнчĕ. Амăшĕ пÿртре çукчĕ. Мишша этажеркă çинче ларакан çăткăн кушака чылайччен пăхса тăчĕ. Лешĕ çаврака куçĕсене чармакласа вылятнăн, тутине йĕрсе хуçинчен тăрăхланăн туйăнчĕ. Мишша тÿссе тăраймарĕ. Çăткăн кушака илсе урайне ша-ап! тутарчĕ. Кушак темиçе пая тĕпренчĕ, унăн ăшĕнчи пăхăр укçасем тĕрлĕ еннелле кăлтăртатса кайрĕç. Укçасене пухнă тĕле пÿлĕме амăшĕ кĕчĕ. Вăл пĕрре ванчăк кушак çине, тепре ывăлĕ çине пăхрĕ. Мишша амăшне пĕр йĕкĕр ывăç вак укçа тыттарчĕ. — Анне, эпĕ тек укçа пухмастăп,— терĕ вăл. Вара çăткăн кушак ванчăкĕсене тула тухса пăрахрĕ.