Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско–юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Карягина Марина Федоровна Книга: Кӑтра хĕвел ҫаврӑнӑш Рассказ: Ҫӳлевĕҫ Чӑн тĕрĕссипе каласан, Ҫӳлвĕҫ вӑл – Патша ятлӑ кушак аҫи. Мана ӑна пĕлтĕр Хĕл Мучи парнелерĕ. Ҫура ҫеҫчĕ вӑл ун чухне, йӑм хура ҫӑмлӑскер. Кӑкӑрĕ умне пĕчĕк шурӑ саппун ҫакнӑ пек, тяпписене шурӑ пушмак тӑхӑннӑ тейĕн. Ман ҫине мӑна-а–-ҫлӑн пӑхса мя-у-у! терĕ те патша ывалĕ пуль ку тесе шухӑшларӑм. Патша тесе пурӑнтӑмӑр та – йӑнӑшрӑмӑр ҫав. Пĕр-ик уйӑхран йӑлт улшӑнса кайрĕ хайхи-майхи – палласа илеймĕн. Ирсерен мана анне мар, кушак аҫи вӑратма пуҫларĕ. Ӗненетĕр-и, ĕненместĕр-и – сехет пӑхма вĕренсе ҫитнĕ ман ӑслӑ Патша. Хӑй вӑл чип-чиперех ҫумра ҫывӑрса выртать, хӳри кӑна сыхӑ хуралҫӑ евĕр, нихҫан та тĕлĕрмест. Кашни кун шӑп та лӑп пĕр вӑхӑтра пикенет утиялӑма сĕтĕрме. Тӑмах тивет. Хĕпĕртенипе хайхискер вирхĕне парать диван еннелле – ҫатӑр-ҫатӑр чĕрмелеме тытӑнать. Йӑлтах ҫĕтсе, тӑпӑлтарса пĕтерчĕ. Анне курсан иксĕмĕре те патак ҫитерет–ха... Юрать аслисем умĕнче кушакӑм ачашран ачаш, йавашран йаваш. Ку нимех те маар-ха. Тĕк тӑмалӑх мĕ–ĕ–ĕнле чупма тытӑнать пӳрт тӑрӑх, ниепле те тытса чарма ҫук: тĕпĕр-тĕпĕр, тĕпĕр-тĕпĕр… Чарӑлса кайнӑ куҫĕсем вӑрӑ-хурахӑнни пек ялкӑшаҫҫĕ. Ҫулĕ ҫинче мĕн тĕл пулать – пĕтĕмпех сирпĕтсе хӑварать. Пĕр пытармасӑр каласан, ку мана шутсӑр килĕшет. Урай тулли тӳннĕ пукансем, йӑванна чечек кур-шакĕсем, тĕрлĕ ӑпӑр-тапӑр йӑваланса выртни мĕнле ача кӑмӑлне каймĕ?! Кунта темле вӑрттӑн илем пуррине пысӑккисем пĕлмеҫҫĕ. Эпĕ хама тĕнчери чи тĕлĕнтермĕш циркра пĕрремĕш ретре ларнӑ евĕр туятӑп кун пек чухне. Пурӑна киле пирĕн Патша иртĕхсех кайрĕ темелле. Чӑрсӑрланса-чӑрсӑрланса пычĕ те, минтерсем тĕк вĕҫтерме тытӑнчĕҫ. Анне пĕлсен иксĕмĕре те пеҫерккĕ парать-ха... Юрать-ха Патшам вĕсен умĕнче чӑп-чӑмӑшах ҫӳрет тĕнчере ҫук йĕркеллĕ кушак тейĕн. Їҫтан кӑна пулма пĕлет! Хам та тусӑма ĕмĕрне сутас ҫук. Ку нимех те маар-ха! Уссе пынӑҫем Патша урайĕнче тĕпĕртетнипе ҫырлахми пулчĕ. Туятӑп: мачча тӑрӑх кутӑн тарса чупма вĕренесшĕн. Куҫĕсем ҫĕнтерӳшĕн епле ҫунаҫҫĕ те, мĕнле тытса чараям эп ӑна? Ыткӑнса пырать те чӳрече патне карри тӑрӑх кӑпӑр–капӑр ҫӳлелле хӑпарса каять, шкап тӑррине ялт сикет те люстра ҫине вар-р-р! вирхĕнет. Эпĕ ун хыҫҫӑн аран-аран куҫа ĕлкĕртсе ларатӑп. Унӑн ҫитĕнĕвĕсемшӑн савӑнса пӑтерме ҫук! Патша пĕр хушӑ люстра ҫинче чуччу ярӑннӑ хушӑра пуҫа сулласа тĕлĕнетĕп: – Йӑнӑш ят патӑм иккен сана. Патша мар эс – Ҫӳлевĕҫ. Ҫӳлевĕҫĕм чарсӑррӑн мяу-у! тет те тӑр-рӑс! сикет урайне. Ун хыҫҫӑн... люстра та сикет... Пĕтрĕ пуҫах! Кушакӑм сехри хӑпнипе тӳрех диван айне кĕрсе хĕсĕнчĕ. Эпĕ хӑлхасене икĕ аллӑмпа хупланӑ та савӑнас-ши, кулянас-ши тесе ларатӑп. Чӑл-пар саланнӑ люстра хитрине эпĕ хальччен те курман-мĕн. Ванчӑкĕсем пин тĕспе ялкӑшса выртаҫҫĕ... Шел те, мĕн тӑван? Тинех анне хӑлха чикки ҫитерет ĕнтĕ иксĕмĕре те! Ку ҫухатӑва аттерен те пытарайман... Аттепе анне ĕҫрен пĕрлех ҫитрĕҫ. Урай тулли йӑлтӑр-ялтӑр илеме курчĕҫ те: – Ах-х! – терĕҫ пĕр харӑс. – Персе анчĕ ҫав...– тесе хутӑм. Ватӑлчĕ пуль... Аттепе анне кулса ячĕҫ. Вара эпĕ те тӑрӑшсах кулам пекки турӑм. Унтан ванчӑка тирпейлĕн пуҫтарса кӑларса пӑрахрӑмӑр. Анчах ҫĕмĕрĕлнĕ кантӑк пĕрчисем чĕрене тӑрӑнса юлнӑнах туйса ҫӳретĕп темшĕн... Халĕ те тирсе ыраттарса тӑраҫҫĕ. Мĕн тӑвам-ши?.. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.