Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Карягина Марина Федоровна Книга: Сас палли ҫĕршывĕнче Рассказ: Сухаллӑ савӑнӑҫ. Саккӑрти самӑркка Сашука сĕт-турӑх, салма, сухари сĕнеҫҫĕ. «Саркайӑкӑм, савӑклан-ха», – сӑйлаҫҫĕ савса. Сашукĕ сурать, сĕтел сармине сĕтĕрет – сĕтелĕ самантра сӑйсӑр-мĕнсĕр: савӑт-сапи сылтӑмра, сӑмаварĕ сулахайра. – «Сникерс» сутмаҫҫĕ-и-мĕн? Сĕчĕ сахӑрсӑр! Салми сивĕннĕ! Сухарийĕ сарӑ – сенкеррине суйламаллаччĕ! Сеп-сенкеррине! «Сникерсчен» сĕткен сĕнеҫҫĕ. – Сӑмсана сусӑрлатрӑр! – сӑтӑрать Сашук сĕткен сирпĕннĕ «суранне». Сатин саппунпа сӑтӑраҫҫĕ. (Сӑтӑрмаҫҫĕ-ха – сĕртĕнеҫҫĕ.) – Сӑпкара сиктерĕр! – салтӑнать самӑркка. Сехечĕпе сиктереҫҫĕ сӑпкара. – Сахал! – сĕмсĕрленет Сашук. – Сӑвӑласа сиктерĕр!.. Сӑлтавсӑр-мĕнсĕр сентрепе сĕкĕшет сĕмсĕркке, сакка силлет, «сӑртран» сикет, сехечĕ-сехечĕпе сĕпсалла сĕрлет. Суккӑрлатĕ-и-ха «сӑннипе»? Сасси суя, сӑмахĕ сӑпайсӑр... Сехĕрлентерет-и сире саккӑрти Самӑркка? Сыхчӑ сыхлатӑрах! Саламатчĕ сисиччен. Сасартăк сулхăнлатрĕ. Сас-хура сарăлче: самаях сивĕтмелле-мен. Сакăрвунă «Сникерсне» сĕренренпе суйла-суйла сăвакан Сашук сунаслать. Сăмси «сухăрлă», сасси салху: – Савăтри, сур сухалли, сĕтеклĕ-си? – сÿпĕлтетет селĕпскер. Сÿпĕлтетет сана – сиплине сисет! Савăтри сухан-çке-ха – сухалланса сарăлнă, симĕс сăмсаланнă. Сухан сывлăхшăн сипетлĕ, сĕткенĕпе сунасран сиплеççĕ. Сĕт суса сĕрчĕç, сухан сĕткенне сăрăхтарчĕç. Сăптăрать Сашук симĕс сĕвемсене, сĕткенне сыпкăм- сыпкăм сыпать. Сăн-пичĕ… савăнăçпа сапăрланать. – Сухаллă савăнăçăмсем! – савса сăнать савăтри сухансене. Сашук сып-сывă – сатур салтак! Сĕмсĕрлĕхрен, сăнсăрлăхран, сăпайсăрлăхран сиплерĕ-шим сухан: – Салам сире! Сывлăх сунатăп! Сывлăха сыхламалла, – спектакльтилле сăмахлать Сашук. Суфлёрсăрах… Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.