Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Карягина Марина Федоровна Книга: Сас палли ҫĕршывĕнче Рассказ: Авӑтайман автан. Альтук аппасен Автанĕ апат анманнипе аптӑранӑ. Аран-аран авӑтнӑ – ах, анчах! Алхас Анчӑк Автана анратмаллипех анратнӑ. Айван! Айван анчах-и – апшур! Апата авӑртать анчах. Альтук аппа анкартинче аппаланать, Автан авӑтаймасӑр асапланать, Анчӑк Автана асӑрхамасӑр аш авӑрать. Айкашать анчах Анчӑк, Автанӑн ав апат анмасть. Ах, артак-ҫке, ах, ачашлаҫҫĕ-ҫке Анчӑка. Ашапатман! Ашак! (Апчху! астумасӑр апчухлататъ Альтук аппа.) Ам-ам-ам! Автан алки – авӑнчӑк, Алкум алӑкĕ амантнӑ. Алӑк айӑплӑ-и, алки-и? Ам! Автанах айӑплӑ: Асӑрханман, апӑрша! – ашкӑнса амлатнӑ Анчӑк. Аванмарланнӑ Автан. Алки аманни – амантнӑрин, авӑтайманни - ай-тур-тур... Ах, алки авӑнчӑкчĕ, атти аванччĕ, аҫамĕ аркӑ-аркӑллӑччĕ... Автан асӑрхаман, Айташ Акӑш аннӑ-мĕн ампар айне, аллинче – азбука. А к ӑ ш (алхапӑллӑн). Автан, акӑ азбука. Асӑнмалӑх Айташ Акӑшран. Азбукӑра – алфавит. А в т а н. Алфавит? Азбука? Акӑш акамӑм, апат анмасть-ҫке... Азбука апат-им аптӑранӑскершĕн? Авӑтаймастӑп. А к ӑ ш. Асӑрха-ха, Автанӑм, азбукӑра акӑ а-пель-син, а-лыча, а-рахис, а-нис, а-рпус... А в т а н. Арахис? Арпус? Астивесчĕ Автанӑн! Аппетичĕ – арӑсланӑннилле! Аван! Акӑ алфавичĕ. Ансат-и? Ансат-иҫ! А! А! Автан анасласшӑнччĕ ахӑр, анасланмарĕ – авӑтӑнчĕ! Ак ача! – А-а-а-а! – авӑтрĕ Автан. Азбука-тӑк азбука! Алфавит-тӑк алфавит! Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.