Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Кадкин Лев Кириллович Книга: Царевич Комаревич = Вăрăм тунасен çĕршывĕнче Сказка: Вăрăм тунасен çĕршывĕнче Курăк пуснă шурлăхра, Лăпкă, канлĕ сулхăнра, Чечексен çывăхĕнче Пулнă хăйне май тĕнче. Пин те пин вăрăм туна Сырса илнĕ йăлт ăна. Çил унта часах çитмен, Çут хĕвел ытла хĕртмен. Пĕл: вĕсен патши те пулнă, Кашнинех вăл витĕр курнă. Хăйĕн пысăк çĕршывне, Унăн пĕтĕм чиккине Тĕрĕслет патша куллен, Вăл вĕçсе çӳрет хуллен. Асăнать çӳлти турра: «Йĕрке пултăр çĕршывра». Вăл пурне те тĕшмĕртет, Тĕрлĕ хыпарсем илтет. Мĕн калам-ха: çĕршыва Çăмăл мар ертсе пыма: Тимлĕ пулмалла шавах, Пĕлмелле сисме, туйма, Кирлĕ çивĕч куç ялан, Унсăр ухмаха юлан. Курмалла мĕн ыррине, Мĕн çитменлĕх пуррине. Хĕвĕшен тарçисене Ǎс парса çине-çинех Вăл каланă: «Пулăр тимлĕ, Тимлĕхрен пур ырлăх килĕ». Юратман кахалсене - Ĕç тĕлне пĕлменсене. Çакă аслă çĕршывра, Хĕвĕшӳллĕ халăхра Патша ывăлĕ - Нăйпаттăр - Хăй ятне нихçан яман-тăр. Хитрескер, вăй-халлăскер, Çивĕч, вăрăм хĕçлĕскер Илнĕ генерал ятне, Хӳтĕленĕ ашшĕне. Эп çакна калам: Аван Хăв хыçран йăх хăварсан, Ǎслă ывăлу ялан Саншăн чыс, тĕрек пулсан. Çакă патшапа пĕрле Хĕвĕшен йыш пуçĕнче Пĕр министр пур, пĕлеп. Ыр ятпа çӳрет хальччен. Эп калатăп: пит чее вăл, Туслăхра та лартĕ савăл. Палăртмасть питех хăйне, Вăрттăн çеç тăвать ĕçне. Вăхăт çитĕ. Каярах Эп пĕлтереп лайăхрах Ун çинчен те, кун çинчен те - Чăтăмлăх пухса кăшт кĕтĕр. Халь патша çинчен калам: Кăмăлĕ начар пулман Çак патша - вăрăм тунан. Час-часах канма вăл хушнă Çарĕнчи салтаксене, Хурала пăхмашкăн тухнă Пĕчченех хăй каçхине. Анкă-минкĕ те пулман, Ыйхăпа та аптраман, Вăхăтне сая яман, Ĕçсĕр çÿресе курман. Шуçăмпах тăрса тумланнă, Çĕршывне патша сăнанă, Йышăннă хăнисене, Хутшăннă парадсене. Час-часах разведкăна Кайнă унăн тарçисем. Таврăнсассăн патшана Евитленĕ хыпарсем. Пĕр хыпарĕ - ырă мар. Мĕн тăвар-ха? Мĕн тăвар? Пур хăратмăш пĕр патшалăх Кӳршĕре. Пĕлет пур халăх. Ун патши - шух Нойлымар Чунĕпе те ырă мар. Вĕçĕмех вăл шухăшлатъ: «Ман кампа çапăçмалла?» Халь иккен çаплах калать: «Çĕршыва ман сармалла». Пуç ватать Нăйпаттăр ашшĕ: Халăха епле çăлас-ши? Çĕнтерменшкĕн çăмăл мар, Пит усал-çке Нойлымар. Тен, унпа мирлешмелле, Калаçса килĕшмелле? Ун чухне çĕршыв терт курмĕ, Вилĕм те, пушар та пулмĕ. Паянах çыру çырас, Кӳршĕ çĕршыва ярас: «Çакă аслă тĕнчере Иксĕмĕр кăна хуçа. Туслăха кĕрешӳре Мĕншĕн аркатас, хуçас? Туслашса пурăнмалла, Пĕр-пĕрне пулăшмалла. Манăн кăмăлăм çапла, Хăвăн шухăшна кала». Чĕнсе илчĕ тарçине, Вăл тыттарчĕ çырăвне: - Çула тух часрах, вĕçтер, Тĕрĕс-тĕкелех çитер! Кĕтрĕ вăл. Хурав пулмарĕ. Чĕнчĕ иккĕмĕш тарçа. Çыру çырчĕ, хăваларĕ: - Кай часрах, çитсем каçа. Ах, инкек! Куратпăр шар. Ирсĕр мар-и Нойлымар! Çырăва та вуламасть, Хуравне те вăл памасть, Хăй хыпарçăна пĕтернĕ: Хĕçпеле касса вĕлернĕ. - Пурпĕрех вăрçа тухатăп, Кӳршĕне эп тĕп тăватап, - Тенĕ вăл канаш пухса, Кăшкăрса, каппайланса Çирĕм маршал умĕнче. Генерал, капрал пайтах Канашлаççĕ: хăш енчен Тапăнсассăн лайăхрах? Таврара тăрать шăв-шав, Пĕр-пĕрне илтмеççĕ ав. Пĕлчĕ те патша çакна, Йăлт пуçларĕ чĕтреме, Кăштахран кĕрсе тăна Хушрĕ ывăлне чĕнме. Çитрĕ яштака Нăйпаттăр. Ашшĕне калать: - Вăй патăр! Ашшĕ сăмахне пуçларĕ: - Ывăлăм, инкек хупларĕ: Нойлымар хĕçпе юнать, Ку енне вăл талпăнать. Шанчăк, ывăлăм, санра, Эс çĕршыв чысне упра. Тăн кĕртсемччĕ тăшмана. Аркатсам йăлтах ăна. Ашшĕне яш çын пуç тайрĕ, Сăмах пачĕ çĕнтерме, Çирĕппĕн утса вăл кайрĕ Хăй çарне пухма, чĕнме. Пухрĕ вăл хăватлă çар, Салтаксем маттур, вăр-вар. Тăшман çĕрĕн чиккине Вĕçсе çитрĕç çав куннех, Тупрĕç вырăн шыраса. Симĕс ялавне сарса Ертӳçи сăмах калать: Çапăçу хаяр пулать, Тапăнсассăн Нойлымар, Пур вăйпа ăна çапар. Вăхăт иртрĕ кăшт кăна, Çитрĕ пĕр вăрăм туна. Тăшмансен çĕршывĕнчен Янă калаçма ăна. Патша ывалĕ умне Пычĕ вăл тайса пуçне: - Нăйпаттăр, мухтав сана! Йышăнсамччĕ эс мана. Уççăнах эп калаçасшăн, Тăнăç, пурнăçшăн тăрасшăн. Вутпала та сăнăпа Ĕç вĕçленмĕ ырăпа. Çапăçма ăс кирлĕ мар, Аташтарчĕ Нойлымар. Эп калатăп: пултăр мир. Туслăн пурăнар эпир, Çĕршыва тĕп тăвар мар, Тăлăха хăварар мар Вак-тĕвек ачасене, Хавшакан ватăсене. Патшана эсир каçарăр, Çылăхран ăна хăтарăр. Вилсе кайрĕ вăл ĕнер, Сив чирпе чирленĕскер. Çырнă пуль çапла Турри... Сăрт çинче ун вилтăпри. Çакăн хыççăн пирĕн халăх Канашне ирттерчĕ анлăн, Кӳршĕпе вăрçмастпăр терĕ, Туслăх ялавне çĕклерĕ. Çĕршыври çар çыннисем - Маршалсем, генералсем - Килĕшрĕç ку шухăшпа, Пурăнасшăн ырăпа. Ку чухне сăмах сахал, Тытăнар-ха алран ал. Сăмаха çирĕплетме Шухăш пур çапла сĕнме: Ил качча сарпикене - Пирĕн йăх чиперккине. Тус-тăванлă пурăнар, Терт-инкек тек курар мар. «Тăнăç пурнăç» тенине Патша ывăлĕ ырларĕ Сирчĕ тепĕр сĕнĕвне: Авланмашкăн вăл тăхтарĕ. - Хĕрĕ чăн та пит хитре, Уншăн çунĕ чун-чĕре, Хальлĕхе юлташ вăл пултăр, Манăн чатăртах, тен, юлтăр, Терĕ посола Нăйпаттăр. Кĕтесре ларать сар хĕр, Халăхĕ шавлать кĕр! кĕр! Мир тунишĕн хĕпĕртет, Йышпала ĕçет, çиет. Çакă шавлă вăхăтра Тарçă-тĕрçĕ хăвăртрах Пикене инçе ăсатрĕ - Çĕршыври тĕп кермене. Хăй, Нăйпаттăр, сисеймерĕ Тарçисем мĕн тунине. Ирхине йăлт уçăмланчĕ, Патша ывăлĕ ăнланчĕ: «Авланас киле çитсен, Хĕрĕ хӳхĕм ма тесен. Аттене çыру çырас, Туй тума хатĕрленес, Тус-тăванăма чĕнес». Тарçă вĕçрĕ килелле, Ун çыру çитермелле. Ватăлнă патша сисмен: Керменре инкек капланнă, Трон умнех хăрушлăх аннă, Ун çинчен никам пĕлмен, Эпĕ хам та систермен! Çав патша çĕршывĕнче Тĕп министр шутĕнче Пулнă пĕр вăрăм туна, Шаннă тĕп хуçа ăна. Вăл, тĕрĕссипе, йĕрлевçĕ, Намăса пĕлмен элекçĕ. Май килсессĕн паянах Сирпĕнтерĕ патшана. Хăй ун вырăнне ларасшăн, Çĕршывра хуçа пуласшăн. Акă çитрĕ меллĕ вăхăт, Хуралсем тăмаççĕ сыхă. Çĕр шапи кермен çумне Пырса ларчĕ ирхине. Керменрен апат вăл кĕтрĕ, Вăрăм чĕлхине те тăсрĕ. Ун çинчен сыхлавçăсем Тăнă пĕтĕмпех пĕлсе, Евитленĕ министра Пÿлĕме пыра-пыра, Хăйĕн сутăнчăк ĕçне Еплерех тумаллине Тупнă çакă шутласа. Çитнĕ вăл патша патне, Тайнă авăнса пуçне. Вăл каланă: - Çĕн хыпар Пур, анчах вăл ырă мар. Сутĕ ывăлу сана, Парăнчĕ вăл тăшмана. Унăн çарĕ йăлт саланнă, Салтаксем тарса пытаннă. Ывăлу кунта çитет: «Аттене тĕп тăвăп тет, Хам тет ларăп патшана, Вĕлерсе ватсупнăна». Питĕ ир ăна хăпартрăн, Генерал ятне те патăн. Эп, тусу, сана çăласшăн, Нӳхрепе вырнаçтарасшăн. Çавă тĕттĕм вырăна Çул пĕлетĕп эп кăна. Хăвăртрах пĕрле каяр, Унсăр юлăпăр кая. Ӳкрĕ аптраса патша: - Чĕр инкек ку, чĕр нуша! Вăл министра ĕненчĕ, Пытанмашкăн хатĕрленчĕ, Тухрĕç хапхаран кăна, Мăнтăркка шапа ăна Çăтса ячĕ кап! хыпса, Çак апатшăн савăнса. Ячĕ сутăнчăк ташша: - Пĕтрĕ ак тинех патша! Пĕтĕм халăха пухса Вăл каларĕ кăшкăрса: - Эп ун тусĕ, унăн çумĕ, Пехиллерĕ вилес умĕн Вăл мана патша пулма, Çĕршыва ертсе пыма! Тăнласа итлет ăна Пур ӳпре-вăрăм туна. Пĕр никам хирĕçлеймест, Пурнăç йĕркине пĕлмест. Халăх пĕлменни вара Пит аван министра. Вăхăта сая ямасăр, Никамран пехил ыйтмасăр Пырса тăчĕ трон патне, Тăхăнчĕ часах пуçне Вăл корона. Аллине тытрĕ скипетр, держава, Чăн патшан мăнаçĕ çавă. Сумлăн йышăнчĕ трона - Мухтар çĕнĕ патшана! Çак пăтравлă вăхăтра Кӳршĕри ют çĕршывран Илсе килчĕçĕ «парне» - Ытарми патша хĕрне. Кĕтсе илчĕç керменре Питĕ ăшшăн çак хĕре. Çимелли те ĕçмелли Пурте хатĕр ун валли. Нăйпаттăр мĕн çырнине, Хĕр пирки мĕн хушнине Вуламарĕ те патша (Путсĕре нихçан ан шан). Вăл каларĕ посола Хăй патне чĕнсе çапла: - Ак хушу. Çакна вара Эс тыттар Нăйпаттăра. Вăл çĕршыв чысне сыхлатăр, Ыйхă-суйхăран вăрантăр, Хĕр пирки ан шухăшлатăр. Вăл сутăннине пĕлсен Тĕрмене ăна лартатăп, Пĕр шеллевсĕр тĕп тăватап. Посола тĕрке тыттарчĕ, Трон патне хăй таплаттарчĕ, Посол вĕçрĕ каялла: Хушнине час тумалла. Çĕн патша час аса илчĕ Нăйпаттăрăн савнине. Хăвăртрах ун курас килчĕ Хӳхĕм çамрăк пикене. Курчĕ те тӳрех вăл хĕрчĕ Юрату кăварĕпе, Арăме пулмашкăн сĕнчĕ, Илĕртрĕ парнесемпе. Çамрăк хĕр йĕрет, хӳхлет, Патшана вăл ӳкĕтлет: - Килĕме ăсатăр, - тет, - Савнă яш мана кĕтет. Санăн араму пулма Кăмăлăм пачах çук ман. Килĕшмеççĕ патшана Хĕр каланă сăмахсем. Тарăхса вăрçать кăна: - Илсе кайăр, тарçăсем, Çак хĕре, çак кутăна Тĕттĕм, нӳрлĕ башньăна. Унта лартăр вăл пĕччен, Мантăр ирĕклĕх çинчен, Нихăçан та ан шутлатăр, Манăн туйăма ăнлантăр. Башньăра салху, кичем. Палăрать кăшт чӳрече, Курăнать кăштах кив уйăх. Пикене пусарнă хуйăх. Каччине илет аса Хурланса та макăрса Ир те каç кĕтет, кĕтет: «Хăтарма хăçан çитет?» Сыхă яланах хурал, Пусаймасть ют çын ура, Никама кĕртмест кунта, Самантрах сисет юта. Пикене кам хăтарать? Хĕç пурне те хăратать. Нăйпаттăрăн тусĕсем те Сахал мар-ха ку енче. Çирĕп те хăюллă питĕ, Вут вылять чунĕсенче. Нăйпаттăр патне çитет Ун юлташĕ - яш ӳпре. Йăлт ăна вăл пĕлтерет: - Серепе кĕтет сре. Аçуна пĕтерсенех Сĕмсĕр йышăнчĕ трона. Вăл министра пĕлен: «Ĕçне» турĕ вăл хуллен. Санăн çепĕç пик ӳне Хупнă вăрттăн вырăна. Акă вăл хушса яни - Еплерех ăс-тăн пани. Нăйпаттăр çыру вулать, Чунĕ вут-хĕмпе тулать: «Хушнине итлемесен, Эс сутăннине пĕлсен, Тĕрмене сана лартатăп, Пĕр шеллевсĕр тĕп тăватап.» Путрĕ шухăша Нăйпаттăр: «Турă пикене вăпатăр». Килнелле вĕçме шутларĕ, Каç енне тухса та кайрĕ. Пĕлтермерĕ çарсене: Çитĕп, терĕ ирхине. Каçĕ ăшă. Шăп тавра. Уйăх тулнă - çап-çавра. Çăлтăрсем йăлтăртатаççĕ, Вак укçа пек туйăнаççĕ. Нăйпаттăр хăй çĕршывне Çитрĕ те - Енчен енне Чылайччен вĕçсе çӳрерĕ, Пурнăç йĕркине тĕпчерĕ. Ним латти те çук кунта, Пĕтнĕ, Юхăннă йăлтах. Халăх хĕвĕшет тĕллевсĕр, Ниçталла кайма пĕлмесĕр. Пурте маннă ĕç çинчен: Кам вĕçсе çӳрет кичем, Кам ĕçсе-çисе выртать, Кам килне-çуртне сутать, Кам вăрлать, Кам çапăçать, Тăван ен ятне ярать. Тарçăсем вĕçсе пыраççĕ, Патшана çапла калаççĕ: - Чаплă, вилĕмсĕр патша! Çĕршывра инкек, нуша! Килсе çитрĕ халь Нăйпаттăр (Турă хăй пире сыхлатăр), Такама та вăл çĕнтерĕ, Çич юта кĕçех пĕтерĕ. Трон çинчен патша таратъ, Вилĕмрен ытла хăрать, Йыхăрать тарçисене, Таврари салтаксене Сыхлама хушать хăйне. Нăйпаттăр хĕçне çĕклерĕ, Сăннине те çивĕчлетрĕ, Пухрĕ те мĕн пур вăйне Талпăнчĕ тăшман çине, Пĕтермешкĕн патшана - Путсĕр вăрăм тунана. Акă шурлăхпа пырать вăл, Чунĕнче вĕрет çил-тăвăл, Аллинче ун çивĕч сăнă. Хуралсем çакна йăлт курнă. Сехри хăпнă мĕскĕнсен, Çук хăюлăхĕ вĕсен. Пурте тарчĕç, сапаланчĕç, Курăк хушшине пытанчĕç. Шăппăн çеç унта лараççĕ, Сывламашкăн та хăраççĕ. Нăйпаттăр курсан, ай-ай, Тăн кĕртсе илет самай. Çакă паттăр - улăп пек, Пур унта хăват, тĕрек. Инçех мар пĕр эрешмен Пурăннă. Вăл шеллемен Никама та халиччен. Унăн путсĕр ăсĕнче Пулнă пĕр тĕллев кăна: Килсе çапăнтăр шăна Е пĕр-пĕр вăрăм туна, Нихăшне те тиркеместĕп, Киленсе кăна çиетĕп. Килĕр, килĕр, айвансем - Ӳпресем те шăнасем! Çав усал чĕр чун çинчен Патша илтнĕ-ха унччен. Тарçисем те мухтаса, Çăткăна сума суса, Пачĕç каласа ăна: Вăл кăна Нăйпаттăра Пĕтермешкĕн пултарать, Хăвăртах çисе ярать. Унпа усă курмалла, Калаçса татăлмалла. Тимлесе патша итлет, Чĕрĕлсе кулса илет. Пĕр самант вăл шухăшлать, Çакăн пек вара калать: Çитсе килĕр ун патне, Тутăр хăйĕн ыр ĕçне, Карса хутăр каррине Нăйпаттăр çулĕ çине. Çакă вăрттăн капкăна Вăл çаклантăр кап! кăна. Çакăншăн тата парне Шалтарап эрешмене. Ĕнтĕ кайăр, тарçăсем, Манăн ырă тусăмсем. Хăпрĕ тарçăсен сехри, Тапрĕç чĕрисем вĕрин, Камăн-ха пĕтес килет Эрешмен патне кайса? Çавăнпа кашни чĕтрет Хăйен вилĕмне туйса. Чееленчĕç тарçăсем: Тупрĕç лайăх мел вĕсем. Кайса килнĕ евĕр пулчĕç, Ĕнтĕ пурте чĕрĕ юлчĕç. Кĕчĕç патша пӳлĕмне, Пырса тăчĕç ун умне. Вара çапла евитлерĕç (Урисем самай чĕтрерĕç): - Кутăнрах çав эрешмен, Йывăр унпа килĕшме. «Тĕрлĕ тарçă-тĕрçĕпе Кăмăл çук ман калаçма. Патшапа эп хăйĕнпе Тăрăшăп сăмах татма. Килсе çиттĕр хăй кунта, Манăн чĕнтĕрлĕ çурта», - Терĕ вăл эпир пырсан, Хăвăн каймалла халь сан. Тĕлĕнетпĕр-çке сĕре: Çак ултавлă сĕн ӳпе Патша килĕшрĕ тӳрех. Чăннипех ку! Чăннипех! Тухрĕ çак патша çула: Ик енче хурал утать. Çакă хурала пула Вăл хăйне маттур тытать. Çитрĕç эрешмен патне. Хăварса хăй хуралне Кĕчĕ эрешмен патне Ўпресен суя патши. Вăл пĕлтерчĕ шухăшне, Камшăн, мĕншĕн килнине. Эрешмен нимскер чĕнмерĕ, Тен, ун сăмахне илтмерĕ, Тĕкрĕ те кăштах ăна - Леш çакланчĕ тыткăна. Вăл серепере тăлланчĕ, Тапкаланчĕ, çапкаланчĕ, Çăлăнса тухма хăтланчĕ. Пулмĕ çăлăнăç кунта: Питĕ çирĕп таната. Патша пĕтрĕ çавăн пек, Трон патне пыраймĕ тек. Ӳкрĕ хăраса хурал, Тармасан - усси сахал. Пĕр тĕллевсĕр чупкаларĕç, Йăлт серепене çакланчĕç. Урамра пĕр канăç çук: Хирĕçӳ те çапăçу. Паттăр яш хирет пурне те. Çапăçмашкăн ĕнтĕ çитĕ. Пурте сирĕлчĕç унран - Вилесле хăранăран. Чĕнсе илчĕ хăй çарне Инçетрен тăван çĕрне. ...Уйăхлă та лăпкă çĕрĕ. Кулянать патша: çук хĕрĕ. Паттăр яш ăна шырарĕ. Ак ăна пĕри каларĕ: - Хупнă башньăна хĕре, Кунĕн-çĕрĕн вăл йĕрет. Нăйпаттăр çак башньăна Кĕчĕ, Курчĕ вăл ăна. Сăнчăрне татса аркатрĕ, Тарçă-тĕрçĕне хăратрĕ. Шурăмпуç... Тул çутăлать. Халăх урама тулать. Трубасем епле янраĕçĕ, Савăк кĕвĕ шăратаççĕ. Çĕршывра халь çĕн патша - Нăйпаттăр! Кашни ташша Халь ярать савăннипе, Çĕнĕ пурнăç килнипе. Пурте кăшкăрчĕç: - Ура! Пирĕн чăн патша пурах! Нăйпаттăр хастар, маттур, Ун хăвачĕ, ăсĕ пур. Иртрĕ унтанпа виç кун - Савăнать пурин те чун. Паттăр яшăн туй шавларĕ, Канăç никама памарĕ. Икĕ савăк, ырă чун Пурнăçне тин пĕрлештерчĕ. Тин пĕрлешрĕ вĕри юн - Çĕнĕ пурнăçа пĕлтерчĕ. Хăйĕн аслă çĕршывне Çак патша шав хӳтĕлет, Ӳстерет ун хăватне, Ун чапне те ӳстерет. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям