Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Лев Кадкин Книга: Детство на гору спешит Стихотворение: Сукмак Калинккене яри уçсассăн Кил картинчи кĕске сукмак Урамалла чуптарчĕ сассăр, Васкарĕ уялла тухма. Чупать-чупать вăл ывăнмасăр, Ыраш пусси урлах иртет, Сăрт хĕррипе хăю пек ансăр, Сурпан пек анлă уй-хирте. Асамлă çип çăмхи кустарнăн Чупсах шыратăп ун вĕçне, Вăл пур - манран яланлăх тарнăн, Пайланчĕ кайрĕ виç енне. Сывпуласша сывлатăп ассăн: «Çулу сан пултăрчĕ çавра. Килех килсемччĕ çаврăнсассăн Чупса Çĕр чăмăрĕ тавра».