Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Лев Кадкин Книга: Воробьиный юг Рассказ: Ҫĕрçи кӑнтӑрĕ Ҫĕрçи кӑнтӑра мĕншĕн кайманнине пĕлетĕр-и эсир? Эппин итлĕр. Кĕркунне, кун кĕскелсен, каçсерен аслӑ пухӑва пуçтарӑнаççĕ. Ҫитет пире мӑнтӑрланса та хӑмӑш хушшинче пурӑнса теççĕ ахӑртнех. Кĕçех сивĕ çилсем килĕç, хура çĕре шурӑ мамӑкпа витĕç, тӑхлан пек йывӑр пĕлĕтсем сарӑ хĕвеле хупласа хурĕç, вара унӑн ӑшши пирĕн пата çитейми пулĕ. Юхан шывсемпе кӳлĕсем хулӑн пӑрпа витĕнĕç, шурӑ уйсенче пире вали апат-çимĕç юлмĕ. Ирĕксĕрех ӑшӑ çĕре кайма тивет. Аслӑ несĕлĕрсем çав йĕркепе пурӑннӑ, пире те çапла пурӑнма эртелне пĕрлешмелле, кӑнтӑр çулне лайӑх пĕлекене ертӳçĕ пулма суйламалла, вара тапранса тухмалла. Лере унта ӑшши те, апат-çимĕçĕ те çителĕклĕ. Хĕл иртиччен унта пурӑнӑпӑр, вӑй-хал пухӑпӑр, çуркунне Тӑван çĕршыва таврӑнӑпӑр. Ҫапла вĕрентнĕ аслӑ ӑрусем. Ҫак пухӑва çĕрçисем те пухӑннӑ. Мĕн тӑвӑн, вĕсем те кайӑксем-çке-ха. Ыттисем мĕн каланине итлесе ларнӑ-ларнӑ та вĕсем те ертӳçĕ суйлама пикеннĕ. Кашни çĕрçи хӑйне ыттисем хушшинче чи лайӑххи тесе шутланӑ, ертӳçĕ пулма никама та мар, хӑйне суйласси пирки шухӑшланӑ. Анчах вĕсенчен пĕри те кӑнтӑрпа çурçĕр ӑçта вырнаçнине те тĕлленмен. Колхозӑн лаша витии хӑш вырӑнта ларнине, сĕлĕ валашки ӑçтине вара кашниех лайӑх чухланӑ. Кур-ха эсĕ: кашниех ертӳçĕ вырӑнне хӑй çеç йышӑнасшӑн, кама та пулин урӑххине лартас тенĕ шухӑша яхӑнне те ярасшӑн мар вĕт. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.