Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Кадкин Лев Кириллович Книга: Çĕрçи кăнтăрĕ Сказка: Ǎслă кашкăр Нумай çӳренĕ асли пулса çав кашкăр. Кирлĕ çĕрте туйăм-сисĕмĕпе, кирлĕ çĕрте чеелĕхĕпе чип-чипер пăрăнса иртнĕ вăл хăйĕн ушкăнĕпе тĕрлĕ капкăнсенчен, ултавлă вырăнсенчен, сунарçă сукмакĕсенчен. Ыттисем пĕлмен çулсене пĕлнĕ, хăйсене хупăрласа илес текенсем ăçта пытанса ларассине палăртма пултарнă. Çăмăл мар пурнăçĕнче вăрман чăтлăхĕсенчи, аслă уй-хирсенчи сахал мар хăрушлăхран хăтăлса тухнă. Çав вăхăтрах кашкăр кĕтĕвне ăçта тата мĕнпе трантармаллине те пит лайăх чухланă. Ертӳçĕ кашкăр ăслă та тавçăруллă чухне кĕтĕвĕн апат ыйтăвĕ те çăмăллăнах татăлать, йышра хирĕçÿлĕх кăларакан ытти сăлтавсем те сиксе тухмаççĕ. Анчах вăхăт иртрĕ, ватлăх çывхарчĕ: кашкăрăн ури вăйĕ те чакрĕ, шăршă пĕлесси те мăкалчĕ, пĕтĕм кĕлетке хăйĕн пиçĕлĕхĕпе çăмăллăхне çухатрĕ. Çавна пула сунарта та ăнăçу тара пуçларĕ. Ирĕксĕрех хуçа тилхепине çамрăк та вăйпитти кашкăра тыттарма тиврĕ. Çапларах пулчĕ йыш ирĕкĕ. Çĕнĕ ертӳçĕ кашкăрсене сунара ертсе кайрĕ. Ватти вĕсемпе ĕлкĕрсе пырасса шанмарĕ, çавăнпа та йăварах юлчĕ. Сунарĕ ăнăçлă пулчĕ кĕтĕвĕн. Хырăмĕсене лайăх чыхрĕç, унтан каялла таврăнма тухрĕç. Анчах çул çинче сунарçăсене тĕл пулчĕç. Çамрăк ертӳçĕ чăрсăррăн вирхĕнчĕ вĕсем çине. Ун хыççăн пĕтĕм кĕтӳ ыткăнчĕ. Малтанхи ертӳçĕ нихăçан та апла туман. Йăлт кĕтмен çĕртен пулса тухнăран çынсем çухалсах кайрĕç, çавăнпа вĕсен парăнма тиврĕ. Çĕнтерӳпе хавхаланнă çамрăк ертӳçĕ таврăнсан ватă кашкăра мăнаçланса каласа пачĕ: «Эп пĕрремĕш вирхĕнтĕм хайхисем çине. Ыттисем вара - ман хыççăн. Пурте паттăррăн çапăçрĕç. Çăмăл пулмарĕ пăшаллă çынсемпе тытăçма, анчах эпир çĕнтертĕмĕр». Ватă кашкăр ăна ним те шарламарĕ. Анчах кĕтĕве ырларĕ, мĕншĕн тесен вăл ертӳçĕ ирĕкне пурнăçланă. Çамрăк ерт ӳçĕ вара ватă кашкăр ăна та мухтарĕ пулĕ тесе шутланă. Акă ĕнтĕ вăл хăйĕн хастар йышне иккĕмĕш хут сунара ертсе каять. Ертсе каять те... пĕчченех таврăнать. Кĕлетки çинче - суран çине суран. Юнне юхтара-юхтара каласа парать вăл ватă кашкăра: «Сунарçăсем çине пырса тăрăнтăмăр. Хальхинче вĕсем шутсăр нуммайăнах марччĕ. Çĕнтеретпĕрех пуль тенĕччĕ - йăнăшрăмăр. Вĕсем тытăçмарĕç пирĕнпе. Вĕсем тĕллесе печĕç. Пĕрерĕн-пĕрерĕн. Эпир пĕрисем çине сиксе ӳкетпĕр, теприсем пире тĕллеççĕ. Эпир вĕсене тапăнатпăр, пире лешсем переççĕ. Ним те тăваймарăмăр. Пĕчченех тăрса юлтăм. Аран-аран çитрĕм. Халь акă сана пĕлтеретĕп...» Çамрăкки мĕн каланине итлесе пĕтерчĕ те сăмаха çапла пĕтĕмлетрĕ ватти: «Тĕрĕсех, сирĕн вĕсене ниепле те çĕнтерме май килмен, мĕншĕн тесен вĕсем ахаль сунарçăсем çеç пулман. Вĕсем чăн-чăн çывăх туссем пулнă, эсир амантнине пăхмасăр пĕр-пĕрне хÿтĕленĕ, пĕр-пĕриншĕн кар тăнă. Чăн-чăн туслăх вара яланах вилĕмрен вăйлăрах». «Кала, аслă ертӳçĕмĕр, çав лару-тăрура манăн мĕн тумаллаччĕ?» Ватти çамрăкки çине пăхса илет те çапла калать: «Санăн пĕрремĕш тивĕçӳ хăвна мар, йышна сыхласа хăварасси пулнă. Çĕнтерӳ тени вăл çĕнтернĕ çĕрте кăна мар. Тепĕр чухне ăслăн каялла чакнине те çĕнтерӳ теме пулать. Ертӳçĕ пирки калас тăк, унăн тивĕçĕ хăйĕн вăйне кăтартассинче мар, куçа курăнман чăрмава чунĕпе туйса илессинче». Ватă ертӳçĕ çапла каларĕ те чĕри чиксе илнипе хурлăхлăн ӳлесе ячĕ. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.