Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Филиппова Лидия (Михайлова Лидия Ивановна) Книга: Ылханлă хура ҫĕмĕрт Рассказ: Кам ачи эс, Христина? Христя... Кӗскен ҫапла чӗнетчӗҫ ӑна. Пӗчӗк чух ҫара уран сивве-пылчӑка пӑхмасӑр урамра арҫын ачасенчен юлмасӑр чупатчӗ, сасси ян та ян янӑраса тӑратчӗ. Ӳсерехпе кӑна амӑшӗ хӗрӗшӗн лӑпланса пычӗ: текех арҫури пек сиккелесе ҫӳремӗ, хӑйне арҫын ачасенчен ютшӑнарах тыткалать. Вун пӗрмӗш класран вӗренсе тухас умӗн вара, тӗлӗнмелле те, пачах улшӑнчӗ вун ҫичче пуснӑ хӗр. «Пӑх-ха, пӑх, ҫав Христя мӗнлерех танлӑ, тӳп-тӳрӗ утать, такӑнса ӳкесрен хӑрамасть те-ши вара...» − пӑшӑлтатса юлатчӗҫ юмах ҫапма, тӗрӗсрех, ҫынна кӑшлама юратакансем. Амӑшне вара каҫсерен уҫӑ чӳречерен пӳрте кĕрекен хӗрӗн кӑлтӑр-кӑлтӑр кулли канӑҫ пами пулчӗ. Ҫапла ҫав, Христьӑн уҫӑ та янӑравлӑ кӑлтӑртатӑвне никампа та арпаштармӗ амӑшӗ. «Мӗн ҫавӑн пек хытӑ кулатӑн? Кам култарать унта сире?» − ҫапла пӗрре мар ыйтнӑччӗ хӗрӗнчен, лешӗ хавассӑн ҫиҫсе илетчӗ кӑна. Эх-х-х, амӑш чӗри... Ыратать ҫав, ыратать. Хӗрӗн кун-ҫулӗ те пулин тумхахсӑр пултӑрччӗ тет. Хӑйĕн хӗр пурнӑҫне аса илет те, пуҫӗ ҫаврӑнса кайнӑ пек пулать. Шкул пӗтернӗ-пӗтермен ашшӗпе амӑшӗ хирӗҫ пулнине пӑхмасӑр кӳршӗллӗ тутар ялӗнчи Ильдара качча тухрӗ. Пуян пурӑнатчӗ упӑшкин ҫемйи. Ашшӗ − совхоз председателӗ, амӑшӗ − килӗнче. Ольӑна та вӗрентесшӗн пулмарӗ Ильдар: «Хӗрарӑмӑн таҫта аслӑ шкулта мар, ҫемьере вӗренмелле − ӗҫ тума, ача-пӑча ӳстерме. Аннерен тӗслӗх ил. Укҫа тенине киле арҫыннӑн илсе килмелле...». Нимех те калаймарӗ хирӗҫ ҫамрӑк арӑм. Тӑван ашшӗ-амӑшӗнчен пулӑшу ыйтас − аван мар, «каларӑмӑр, асӑрхаттартӑмӑр» теҫҫӗ кӑна ӗнтӗ. Тӗрӗссипе, Ильдара килӗштерменни те мар кунта. Чӑваш хӗрӗ тутар ывӑлне качча тухассине тӳрех хирӗç пулчӗҫ вӗсем. «Асту, тутарсем арӑмӗсене нимӗн вырӑнне хумаҫҫӗ теҫҫӗ, ытларах хуҫалӑх ӗҫӗпе, выльӑх-чӗрлӗхпе аппаланмалла пулать акӑ ӑна качча тухсан», − тенисене пуҫа ҫухатасла юратса пӑрахнӑ хӗр упраҫ шута илесшӗн пулмарӗ. Тӗрӗслӗхӗ вара ашшӗ-амӑш сӑмахӗнче сахал мар пулчӗ. «Юрӗ, вӗренме ямарӗҫ, эппин, тӑватӑ-пилӗк ача ҫуратса паратӑп акӑ сире», − такама хӑра-тасшӑн пулнӑн шухӑшларӗ Оля хӑй ӑшӗнче. Мӗн тетӗр? Иккӗшӗ те ҫамрӑк, вӑйпитти, юн вӗресе тӑрать − виҫӗ ҫулран та ҫие юлмарӗ ҫамрӑк хӗрарӑмӑн. Малтанлӑха лӑплантарчӗ-ха Ильдар хуйха ӳкнӗ мӑшӑрне, амӑшӗ: «Кама валли туса лартрӑмӑр ку капмар ҫурта, халиччен те ача-пӑча сасси илтейместпӗр, эсӗ пирӗн пӗртен-пӗр ывӑл, кам йӑх тымара малалла тӑсӗ?» − тесе мӑкӑртатнине те илтмӗш пулатчӗ. Ҫитменнине, Ольӑна хӗрле илнине те шутран кӑлараймӑн. Ҫапла тепӗр ҫул иртрĕ, икӗ ҫул. Ҫаплипех ача-пӑча сасси илтӗнмерӗ Зайнуллинсен керменӗнче. Шӑрпӑк пекех тӑрса юлчӗ ку киле ҫырла пек кӗнӗ хӗр упраҫ. Хунямӑшне юрас тесех тутарла та шӑкӑлтаттарса калаҫма вӗренчӗ апӑрша, хуҫалӑхри ӗҫсене те чупса ҫӳресе пурнӑҫларӗ, мӑшӑрӗн урисене ҫума та хатӗрччӗ. Тӗлӗнмелле те, хуняшшӗ кӑна лӑплантаратчӗ Ольӑна, арҫын пулин те: «Иксӗр те сывӑ, пулӗҫ-ха ачасем, сакӑр ҫултан ҫуралатех теҫҫӗ вӗтха», − тетчӗ. Ильдар пуҫласа ун ҫине алӑ ҫӗкленине халиччен те манса каяймасть Оля. Ҫапла пӗррехинче ӗҫ хыҫҫӑн ӳсӗр таврӑнчӗ мӑшӑрӗ. Пӳртре амӑшӗ пуррипе харсӑрланса-ши, Ольӑна, мӑшӑрне хывӑнма пулӑшас тесе хирӗҫ пынӑскере, питӗнчен ҫатлаттарса ҫупса ячӗ те хӑй патӗнчен тӗксе ячӗ. Куна кӗтменскер, Оля урайне персе анчӗ. «Манран юлташсем те кулаҫҫӗ, ача тума пулӑшмалла мар-и сана тесе мӑшкӑллаҫҫӗ!» − хаяррӑн кӑшкӑрчӗ Ильдар. Унтан чӑтаймасӑр, хӑй ҫине тӗлӗнсе пӑхакан арӑмӗ нимӗн чӗнменнине кура, сӳсленсе макӑрса ячӗ. Чӑтрӗ, чылаях чӑтрӗ-ха Оля. Хуняшшӗ инфаркта пула сасартӑк вилсе кайсан вара хӑшпӗр япаласене пуҫтарса Шупашкара тухса кайрӗ: «Ик ура та пӗр пуҫ, кун пеккине чӑтнине хулара та ҫухалмӑп», − тесе шухӑшларӗ хӑй. (Эх, мӑнтарӑн, шӑпах ҫак вӑхӑтра хӑй варӗнче ҫӗнӗ чун йӑва ҫавӑрасси пуҫӗнче те пулмарӗ унӑн.) Ача ҫук, унчченхи ҫемйинчен нимӗн те шыраса илесшӗн мар тесе загсра упӑшкисӗрех уйӑрчӗҫ тата. Ҫапла ирӗклӗ кайӑк пулса юлчӗ сакӑр ҫул ытла мӑшӑрлӑ пурӑннӑ хӗрарӑм, ЖЭУра вахтера ӗҫе вырнаҫрӗ, хӑйне валли пурӑнмалли кӗтес те майлаштарчӗ. «Ҫук, Ильдар, авлан, тутар хӗрне ил, манпа телейлӗ пулас ҫук эсӗ. Ача кирлех, ӑнланатӑп аннӳне те. Каҫарӑр мана...» − ҫапла каларӗ вӑл хӑйне виҫӗ-тӑватӑ хутчен те каялла илсе кайма килнӗ Ильдара. Турӑҫӑм! Пӗлесчӗ сирӗн Ольӑпа тепӗр тӑватӑ уйӑхран мӗн пулнине! Сакӑр ҫул тем пек чӑтӑмсӑррӑн кӗтсе те аллине пепке тытса курайманскер, хӑйӗнче ҫӗнӗ чун аталанма тытӑннине пачах та асӑрхамарӗ малтанах Оля. Арҫынпа пурӑнманран ҫапла пулмалла та тен тесе шухӑшларӗ кӑна. Хытканскер ҫавракалана пуҫласан тата варӗ ыратнӑ-пӑтраннӑ пек пулсан кӑна ҫул тытрӗ гинеколог патне. Тухтӑр: «Халиччен ӑҫта ҫӳрен, сан тахҫанах учетра тӑмалла, ҫирӗм ултӑ ҫул тултаратӑп тен, ватӑ хӗр шутланатӑн хӑв, ҫуратма йывӑр пулать сана...» − тесе ятлама пуҫласан та ӗненсех пӗтермерӗ-ха, хытрӗ те ларчӗ пукан ҫинче. Çук, Ильдар патне мар, хӑйне кун ҫути кӑтартнӑ ашшӗ-амӑш патне ҫул тытрӗ Оля, инкек пирки каласа пачӗ. «Мӗнле инкек? Телей ку! Турӑ хӑйне йӑлӑнса тилмӗрнине илтрӗ-илтрех...» − куҫҫулӗ, савӑнӑҫ куҫҫулӗ, шӑпӑртатса юхрĕ амӑшӗн куҫӗсенчен. «Ниҫта та каймастӑн, ҫынсем кирек мӗн калаҫчӑр, аннӳ тӗрӗс калать», − касса татрӗ ашшӗ те. Тепӗр пилӗк уйӑхран вара амӑшӗ тин ҫуралнӑ пепке ҫине пӑхса ҫапла каларӗ: «Турӑ пехилне пула кун ҫути курчӗ ку хӗр ача. Христина ят парар ӑна». Ҫапла... Пӗлтермерӗҫ ашшӗне пĕчӗк хӗр пӗрчи пирки. Хамӑрах пӑхса ҫитӗнтерĕпӗр терӗҫ. Ытлашши, тен, ачашларӗҫ те пулӗ − ахальтен мар арҫын ача пекех шухӑ ӳсрӗ Христя (е, тен, тутар юнӗ те хӑйӗнне турӗ). Халӗ акӑ шкултан вӗренсе тухать Турӑ пилӗпе килнӗскер. «Анне, ӑҫта вӗренме каймалла-ши? Юлташсем экономист та юрист пуласшӑн. Ман вара ялтах пурӑнас, кукамипе кукаҫине пӑхас килет...» − тет тата те шӳтлесе, те чӑнласа хушӑран Христя. Ӑнсӑртран тенӗ пек агроном пул эппин тенине чӑна хучӗ те тӑрӑшсах ял хуҫалӑх академийӗ ҫинчен ӗмӗтленме пуҫларӗ, мур илесшӗ. «Анне, шкул директорӗ вӗренме кӗме тӗллевлӗ направлени илсен лайӑхрах, совхоз урлӑ та майлаштарма пулать терӗ, − пӗлтерчӗ пĕррехинче Христя алӑкран кӗнӗ-кӗмен. − Ильдар Рафисович ҫамрӑксене ку енӗпе питӗ пулӑшать тет. Кайса килер-и ун патне иксӗмӗр?..». Шартах сикрӗ Оля. «Мӗн тумалла? Тӗл пултармалла мар Христьӑна ашшӗпе. Суясси пулмӗ. Тек мӑшӑр тупаймарӑм ун хыҫҫӑн. Камӑн ачи ку тейӗ. Урӑх арҫынран тейӗп-ха та, ашшӗ сӑнлах тата Христя...». Ҫапла ҫав, Христьӑна халиччен те ашшӗ ҫинчен тӗрӗссине каласа паман амӑшӗ, юрататтӑмӑр пӗр-пӗрне, анчах вӑл тутар йӗкӗчӗ пулнипе пӗрлешеймерӗмӗр тенипех ҫырлахнӑччӗ. Тӗрӗссипе, Христя та ку таранччен ашшӗ пирки питех интересленмен, кукашшӗпе кукамӑшӗ те лешӗн пирки пуҫӗпех маннӑ пек пулнӑ, Христьӑна хӑйсен хушаматне панӑ, ашшӗ ячӗ те − Петровна − кукашшӗн. Суя − ҫур пурнӑҫ теҫҫӗ те, унсӑр та май ҫук. Ҫитменнине, Ильдар тепӗр хут авланнине, амӑшне килӗшекен тутар хӗрне илнине, вӗсен икӗ ывӑл ҫитӗннине те пӗлет Оля. Мӗнех улӑштарӗ Ильдар хӑйӗн хӗр ӳснине пӗлни? Ӗненӗ-и тата? Ҫавӑнпа дирекци ҫуртне пӗчченех кайса килме шут тытрӗ. Совхоз директорӗ вырӑнта ҫукчӗ те, урамра кӗтме шутларӗ ӑна Оля. Ҫапла, ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн Ильдара лартрӗҫ колхоз председательне. Кайран таврари ултӑ яла пӗр хуҫалӑха пӗрлештерчӗҫ, совхоз туса хучӗҫ. Шупашкарта строитель специальноҫне алла илнӗскер начар мар ертӳҫӗ шутланать пулас, хуҫалӑх малтисен ретӗнче пырать. Ольӑсен ялӗ те, унччен тупӑшсӑррисен шутӗнчискер, совхоза кӗнӗренпе «малашлӑхсӑррисен» шутӗнчен тинех тухрӗ. Рабочисем те кӑмӑллӑ − тырӑ та, утӑ та, ӗҫ укҫи те параҫҫӗ вӗсене. Оля вара ҫав-ҫавах фельдшер пунктӗнче урай ҫуса-тасатса пурӑнать. Шел, вӗренесси пулмарӗ апӑршукӑн, пӗтӗм чун хавалне хӗрне пачӗ, хӑй пирки шухӑшламарӗ. Чӗрери ыратӑвне ҫынна кӑтартас темерӗ. Ильдар тепӗр хут авланнине пӗлсен ухмаха тухнӑн хӳхлесе макӑрчӗ те урӑх куҫҫуль кӑлармарӗ. Пӗтӗмпех хӑйӗнчен килнине ӑнланчӗ пулин те Ильдар пирки манма тӑрӑшрӗ. − Оля?! Асаилӳ авӑрне путнӑскер хӑйне чӗннине илтнипе шартах сикрӗ. Ильдар... Иккӗшӗ те, хӗрӗх урлӑ каҫнӑскерсем, пӗр-пӗрне куҫӗсенчен тем шыранӑн, тем кӗтнӗн тинкерчӗҫ. Иртнине аса илсе тем каласшӑн пулчӗҫ те ҫав куҫсем, хӑймасӑр айккинелле тарчӗҫ. Ҫапла, манӑҫман ҫав ырату, пирчемен юрату суранӗ. Ильдар вара улшӑннӑ. Унчченхи хыткан йӗкӗт мар вӑл тек. Кӗрнекленнӗ, тулнӑ... Хӗрӗх пилӗк ҫулта кӑна пулин те пуҫӗ кукшаланма тытӑннӑ. Умра − пачах урӑх арҫын. Куҫĕсем кӑна... Оля хӑй патне мӗнле сӑлтавпа килнине пӗлсен Ильдар тӗлӗнсе ӳкрӗ тени кӑна ҫителӗксӗр пулнӑ пулӗччӗ. «Хӗр? Санӑн? Усрава илтӗн-и?» − пӑт та пат тунӑн тухрӗҫ унӑн чӗрене ҫӗҫӗпе чикнӗн туйӑнакан сӑмахӗсем. Паспорт ҫинчи Христя сӑн ӳкерчӗкӗ ҫине вӑрахчен тимлесе тинкерчӗ: − Камӑн хӗрӗ вӑл? − Манӑн... − Ашшӗ кам? Паллах, улталама, темӗн те пӗр шухӑшласа кӑларма та пултаратчӗ Оля. − Пӗлместӗп, − терӗ кӑна вӑл шӑппӑн Ильдара ыйтуллӑ куҫӗнчен пӑхма хӑяймасӑр. Килне таврӑнсан та лӑпланаймарӗ-ха Оля. Шуйханчӗ-пӑтранчӗ кӑна унӑн чунӗ. «Мӗншӗн итлерӗмши Христьӑна, мӗншӗн кайрӑм-ши дирекцие», − тесе пӑшӑрханчӗ, хӑйне хӑй ятларӗ. Ҫапла шуйхансах шӑмат кун иртрӗ, вырсарни кун. Тунти кун вара, ӗҫрен таврӑнсан, Христина сӑмахӗсем ӑна пушшех те пӑлхантарса ячĕҫ. − Шкула, пӗлетӗн-и, анне, паян совхоз директорӗ пычӗ. Пире, ҫамрӑксене, ял хуҫалӑхӗнче юлма е малалла та ҫак енӗпе вӗренме кайма сӗнчӗ. Христина Маштановӑран тӗслӗх илĕр, лайӑх вӗренет, агроном пуласшӑн, ялтах пурӑнасшӑн, совхозра ун пек специалистсене яланах тарават эпир терӗ. Пӗтӗм класс умӗнче мана алӑ тытсах тав турӗ. Ой, мӗнле кӑмӑллӑ ҫын иккен вӑл Ильдар Рафисович, − чарӑна пӗлми калаҫрӗ вӑл амӑш сӑнӗ шуралса кайнине асӑрхамасӑр. − Мана, илтетӗн-и, анне, совхоз дирекцине пырса ҫӳреме каларӗ, направленине те паратпӑрах терӗ. Аҫу-аннӳ ӑҫта ӗҫлет, кам сана кун пек хитре ят панӑ тесе ыйтса пӗлчӗ. Атте камне пӗлместӗп те, ҫаплах каларӑм. Анне, чӑннипех те, кам манӑн атте? Кам хӗрӗ эпӗ?! Христинӑн сассине илтмерӗ те пулас ҫак самантра Оля. Шухӑшӗсемпе каллех вун ҫичӗ ҫул каяллахи вӑхӑтра вӑл. Унта вара вӗсем иккӗн кӑна − тутар йӗкӗчӗ Ильдар тата таса та асамлӑ юрату тыткӑнне ҫакланнӑ чӑваш пики Оля... Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.