Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Яковлев Иван Яковлевич Книга: Уçăлма тухнă шăши çури = A little mouse ona walking tour Рассказ: Уçăлма тухнă шăши çури Пĕр шăши çури шăтăкĕнчен уçăлса çӳреме тухнă тет. Çӳресен-çӳресен амăшĕ патне таврăнчĕ тет те: – Ах, анне, эпĕ икĕ кайăк куртăм-çке! Пĕри пит аван, тепри тискертен те тискер ĕнтĕ! – тесе калать тет амăшне. – Мӗнле кайăксем вĕсем апла? – тесе ыйтрĕ тет амăшĕ. – Тискерри картишĕнче ак çапла уткаласа çӳрет-çке!.. Хăй хура ураллă, хĕрлĕ çĕлĕклĕ, куçĕсем сиксе тухас пек, сăмси кукăр! Эпӗ умĕнчен иртсе пынă чух хăрах урине çӳлелле çĕклерĕ те çăварне карса пăрахрĕ, унтан кăшкăрса ячĕ! Хăранипе ниçта кайса кĕре пĕлмерĕм çав. – Вара, ачам, автан-çке вăл! Унтан мĕн апла тĕрлĕ хăрасси пур! Унăн пирĕн тĕлтен нимĕн усаллăхĕ те çук. Тата тепри мĕнлеччĕ? – Тепри хĕвел ăшшинче ăшăнса выртатчĕ. Вăл шурă мăйлă, яп-яка, сăрă ураллă. Шурă ăмăрне çулакаласа выртатчĕ. Хӳрине хăй кăшт вĕл-вĕл сиктеркелет, ман çине куçне пĕр илмесĕр пăхать. – Эх, айван, айван!.. Вара, ачам, вăл кушак аçи, – тесе каларĕ тет амăшĕ çурине. Пăхма хăйсем хĕвел пек, ăшĕчикки хура юн тени çав ĕнтĕ. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.