Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Яковлев Иван Яковлевич Книга: Выртмара Рассказ: Хăравçă Иван Иван амăшĕ кăвас хунă та, йӳçтĕр тесе, ăна кăмака çине лартнă, хăй кӳрше ларма кайнă. Тĕттĕм пулсан, Иван урамран киле таврăннă. Чĕнет ку, – пуртре никам та çук. Хайхискер хăйă çутма тытăнать, кăмака çинче кĕç темĕскер пăшăл-пăшăл тунине илтех каять. Ахăр хĕрт-сурт пулĕ ку тесе, Иван шартах сикет те хăййине пăрахсах тара парать. Васканипе тĕттĕм çĕрте турчка тимри çине пусать. Турчки кăна пит аван – шап! тутарать çамкинчен. Иван: – Ах, атьсем, килсе пулăшăpax! – тесе кăшкăрса ярать те тарма тытăнать. Инкек çине сенкек: çав вăхăтрах ун ури салтăннă кайнă, Çăпати кантри алăк хушшине хĕсĕнет те, Иван пăлтăра тăсăлса та ӳкет. – Ай-уй! пĕтрĕм-çке, хĕрт-сурт тытать, кӳршĕсем килсе çăлăрах! – тесе вилес пек кăшкăрать, тет. Иван патне кӳpшисем чупса пыраççĕ те йăтса тăратаççĕ, тет. Иван ни вилĕ, ни чĕрĕ, тет. Кайран хайхи пĕлсен, Иванран кула пуçланă: – Епле эсĕ йӳçекен чустапа кĕтесри турчкаран хăрарăн? Çитменнине тата ху урунти çăпату та хăратнă сана, – тесе кулнă, тет унран. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.