Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Яковлев Иван Яковлевич Книга: Выртмара Рассказ: Выртмара Эпир ака-суха çинче тата кĕркунне те каçсеренех лашасемпе çаран çине выртма каяттăмăр. Пирĕн выртма çаранĕ хамăр ялтан инçех мар, пĕр-икĕ çухрăмран та ытла пулмĕ. Вăл çаран икĕ ял хушшинче: пĕр вĕçĕнче пирĕн ял, тепĕр вĕçĕнче, пĕр-ик çухрăмра, урăх ял. Икĕ енче икĕ лутра сăрт. Варринче пĕчĕкçеççĕ çырма юхса выртать. Çырма тăрăх унта-кунта хура хăва тĕмĕсем ӳсеççĕ. Çав çарана эпĕ лашасемпе темиçе те кайнă. Каймассерен унта ачасем пĕр-пĕр вăйа туртса кăларатчĕç. Пĕрре çапла эпĕ кĕркунне выртма кайрăм. Кĕрхи каç пит тĕттĕм те сулхăн пулать; çавăнпа çĕр каçиччен урасем шăнса кӳтсех каяççĕ. Ачасем пурте пĕр çĕре пухăнчĕç те: – Атьăр, ачасем, кĕçĕр кашличĕ çунтарар! Кăçал кашличĕ нумай! – Çапла каласассăнах, пурте чăл-пар саланчĕç анасем çинелле. Ача-пăча нумаййăн: пĕр самантра темиçе купа, пысăк купасем, урам пек, йĕркерен тăва-тăва тухрĕеç. Унтан вăал купасене вут тĕрте-тĕрте ячĕç. Ак хайхи кашличĕ çатăртатса çуна пуçларе-çке! Çулăмĕ çӳлелле пӳрт çӳлĕш каять. Пĕтĕм çaран çап-çутă пулчĕ. Ача-пăча савăннипе нимĕн тăва пĕлмест. Хăйсем пурте кашличĕ тусанĕпе хуп-хура пулнă, куç шурриссм анчах курăнаççĕ. Хăйсем çaпax, пĕр-пĕринчен тăрăхлакаласа кулса, вут йĕри-тавра чупкаласа çӳреççĕ. Шăри-шăри, лăй-лай! тăваççĕ: пĕтĕм çаран çĕр-çĕмĕрлет; калăн темĕн пулнă тесе. Çапла шуйăхкаласа тăнă çĕре хамăр ял насусĕ киле пapать кĕмсĕртеттерсе. Ун хыççăнах тата хамăр ялтан та, тепĕр ялтан та çуран çынсем чупа-чупа çитрĕç. Насуспа килекенсем пирĕн пата пырса чарăнчĕç те ни вăрçаймаççĕ, ни ятлаймаççĕ пире. Хăранипе шап-шурă шурса кайнă хăйсем. Пĕççисене шарт! çапаççĕ. – Ку чухнехи ача-пăча темĕн туртса кăларĕ! Вара эпир сирĕн ял çунать пулĕ тесе! – теççĕ ют ялсем. – Эпир сирĕн ял çунать пулĕ тесе тата! – теççĕ пирĕн ялсем. Лашисене кăшт кантарчĕç те кайрĕç вара килелле шалтăртаттарса. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.