Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Яковлев Иван Яковлевич Книга: Выртмара Рассказ: Йăлăнтарни Пирĕн атте пасара каймассерен пирĕн валли кулачă илсе таврăнатчĕ. Пĕрре çапла пасартан таврăнсассăн атте пурсăмăра та пĕрер татăк кулачă валеçсе пачĕ. Мана ыттисенчен сахал панă пек туйăнчĕ. Эпĕ кулача илмесĕр, йăлăнтарса, пĕр кĕтесе кайса лартăм. Атте ман еннелле çаврăнса пăхрĕ те: – Мĕншĕн илместĕн тата кулачăна? – терĕ. Эпĕ пĕр чĕнмесĕр ларатăп. Атте манă панă кулачă татăкне илчĕ те йăмăксене валеçсе пачĕ: – Мейĕр, çийĕр Иван татăкне, вăл кĕтесре йăлăнтарса лартăр-ха! – терĕ. Йăмăксем вара манăн татăка çирĕç ячĕç. Кайран ыйтасчĕ – кулачă çук. Çын аллинчи кукăль пысăккăн курăнать, тесе ахаль каламан çав ваттисем. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.