Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Яковлев Иван Яковлевич Книга: Выртмара Рассказ: Тăманапа мулкачă Тĕттĕм пулчĕ. Тăманасем вăрманта варсем тăрăх çиме шырасa вĕçсе çуре пуçларĕç. Пĕр пысăк карсак уçланка сиксе тухрĕ те ларса юсанкала пуçларĕ. Çамрăк тăмани калать: – Мĕншĕн эсĕ çав мулкача тытмастăн? – тет. Ватти калать: – Пысăк ытла, вай çитес çук: эсĕ ăна çаклатăн та, вăл сана чăтлаха сĕтĕрсе кĕрĕ, – тет. Çамрăк тăмани калать: – Ак эпĕ ăна хăрах урапа çаклатам та теприпе часрах йываçран ярса тытам, – тет. Унччен те пулмасть, çамрăк тăмани карсак çине ярăнать анать. Хайхискер чăнах та хăрах урипе ăна çурăмĕнчен ярса илет те, мĕнпур чĕрни кунăн ăшне кĕрсех каять, тепĕр урине часрах йывăçран çаклатса илме хатĕрлет. Мулкачи сĕтĕре пуçласанах, тăмана часрах тепĕр урипе йывăçран ярса тытать те шухăшлать: каяймăн ĕнтĕ, тет. Мулкачи карт туртăнать те тăманана çурать пăрахать. Вара тăманан хăрах пĕççи йывăç çине юлать, хăрах пĕççи мулкачă çурăмĕ çине каять. Тепĕр çул çак мулкача кайакçă тытать, тет. Вара ун çурăмĕнчи ӳт илсе ларнă тăмана чĕрнисене курса: ку чĕрнесем кунта ăçтан килсе ларнă-ши тесе шалт тĕленчĕ, тет. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.