Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Яковлев Иван Яковлевич Книга: Ача-пăча калавĕсем = Детские рассказы Рассказ: Çил-тăвăл Эпир пĕрре çулла çерем çинче вăрлăх çапатпăр. Сисмен те хамăр, пирĕн тĕле пĕлĕт хупланă илнĕ, çанталăк сĕм тĕттĕм пулчĕ тăчĕ. Унччен те пулмарĕ çил-тăвăл пирĕн сарăма тырри-мĕнĕпе варкăштара пуçларĕ. Нимĕн тăва пĕлместпĕр. Хăшĕ аллине кĕреçе тытнă та улăмсене тĕрткелесе çӳрет, хăшĕ сенĕк илнĕ те тырă хырма тытăнать. Пирĕнпе пĕрле тырă çапакан куршĕ лашине утланнă, пирĕн тавра кустарса çурет. – Тĕнче пĕтет, тĕнче пĕтет! Чĕлĕмĕм ăçта-ши? – тесе кăшкăрать. Тăвăл чарăнсассăн хамăртан хамăр кулатпăр. Аптранă кăвакал кутăн чăмна тет. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.