Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Яковлев Иван Яковлевич Книга: Детские рассказы Рассказ: Шăши Пĕр выçă ырхан шăши кĕлет урайне шăтарса кĕлете кĕчĕ тет. Кĕлетре çĕр хута тырă çирĕ тет. Хырăмĕ параппан пек кӳпсе кайрĕ тет кунăн. Хайхи киле таврăнас тесе шăтăкĕ патне пычĕ тет те шăтăкран пуçĕ тухать тет, хырăмĕ тухмасть тет. Асапланчĕ-асапланчĕ тет, ниепле те тухаймарĕ тет. Ирхине тырă кĕлетне кушак кĕчĕ тет те тыртĕ çирĕ тет хайхи шăшие. Çавăнпа каланă та пырна пула пуçна çийĕн тесе. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.