Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Яковлев Иван Яковлевич Книга: Уçăлма тухнă шăши çури = A little mouse ona walking tour Рассказ: Лаша шырани Пĕр çын хăйĕн айĕнчи лашине виçĕ кун шыранă тет. Пĕр яла пырса ыйтать тет: – Лаша курмарăр-и? – тесе. – Çук, курмарăмăр, – тесе калаççĕ тет. Тата тепĕр яла пырса ыйтать тет: – Лаша курмарăр-и? – тесе. – Çук, курмарăмăр, – тесе калаççĕ тет. Çапла ялтан яла тек çӳрет тет. Çӳресен-çӳресен пĕр ăслăрах çынна тĕл пулчĕ тет те: – Эсĕ ăçта та пулин ют лаша çӳренине курман-и? – тесе калать тет. – Çук, курман. Хăçан çухалнă сан лашу? – тесе каларĕ тет. – Паянхипе виçĕ кун ĕнтĕ ак, – тесе каларĕ тет. – Лашу мĕн тĕслĕччĕ? – тесе каларĕ тет леш çынĕ. – Шурă улаччĕ, – тесе каларĕ тет. – Çак ху айăнтиех мар-и? – тесе каларĕ тет лешĕ. Хайхи ут çинчен анса пăхрĕ тет те лашине: – Çакă, çакă, çакă! – тесе каларĕ тет. Лаши çине сиксе утланчĕ тет те савăннипе чуптара пачĕ тет килне. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.