Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Яковлев Иван Яковлевич Книга: Утăра Рассказ: Кашкăрпа путек Кашкăр пĕр путек çырма хĕрринче шыв ĕçнине курнă. Çак путеке ун пит тытса çиесси килсе каинă. Кăна ку ăçтан та пулин айăпласшăн кăшкăрса пăрахса калать: – Эсĕ шыва пăтрататăн, мана ĕçме памастăн, – тет. Путекки калать: – Ах, кашкăр, эпĕ шыва епле пăтратам? Эпĕ санран анатарах тăратăп-çке, ĕçессе те тута вĕçĕпе анчах ĕçетĕп, – тет. Кашкăрĕ калать: – Эппин тата мĕншĕн эсĕ иртнĕ çура манăн аттене темĕн те пĕр каласа пĕтертĕн? – тет. Путекки калать: – Кашкăр, вара иртнĕ çура эпĕ çуралайман та-çке, – тет. Кашкăр çапла шалт çилленсе çитнĕ те каланă: – Сана тавлашса çĕнтереймĕн, эпĕ халĕ выçă, çавăнпа çиетĕп ĕнтĕ сана, – тенĕ. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.